Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Ырă çыннăн ĕçĕсем те хăйĕн пекех ăшă

Категория: Общество Опубликовано: 29.09.2017, 11:52 Просмотров: 1000

AfanЧăваш Ен яланах хăйĕн тĕррисемпе мăнаçланнă. Вăхăт иртнĕçемĕн вара çĕнĕ алĕçĕсем, вĕсене пурнăçламалли çĕнĕ майсем тупăнса пыраççĕ.

Туктамăшра çуралнă, халĕ СХТ территорийĕнче пурăнакан Надежда Афанасьева - районти алăстисенчен пĕри. Вăл ахаль çиппе кăна мар, вĕтĕ шăрçапа тĕрлеме, сувенирсем ăсталама кăмăллать. Шăрçасем вара çутă çинче йăлтăртатаççĕ те тĕрре те, япалана та тата илемлĕрех, чĕрĕрех тăваççĕ. Ку çеç-и, ăстаçă тем те пĕр çыхма та юратать. Надежда Сергеевнăн пушă вăхăчĕ те сахалрах темелле. 18 çул ĕнтĕ вăл район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче тирпейлỹçĕре вăй хурать. Пỹлĕмсене таса та хăтлă тытасси - унăн тивĕçĕ. Çав хушăрах вăл ЗАГС ĕçченĕсене май пур таран пĕр-пĕр ĕç туса пулăшать. Ĕçченлĕхне, сăпайлăхне, тỹрĕ кăмăлне кура вăл хисепе тивĕçнĕ.

65 çул тултарнă май Надежда Сергеевнăна кăçал район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысланă. Тирпей-илем кỹме юратнинчен ытла пушă вăхăт пулсанах алĕç тытать вăл. Асамлă ĕç юхăмне кĕрсе кайсан ывăнни те иртсе каять, алăсем ĕçлеççĕ пулин те алăсти хăйне чунпа каннă пек туять.

"Пĕр-пĕр ỹкерчĕк валли йĕп çине тĕрлĕ тĕслĕ çип, шăрçа тирмессерен кăмăл-туйăм лайăхланать - çакна хăйне май терапи теме те пулать пуль", - тет Надежда Сергеевна.

Сăмах май, алĕçĕ патне туртăнни унăн вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕренпех юлнă. Унта вăл 25 çул сувенирсем тăвакан цехра токарьте ĕçленĕ, йывăçран тĕрлĕ япаласем ăсталаса кăларнă. Çав специальноçе вăл ятарласа та вĕренмен, цехри мастерсем хăнăхтарнă ăна. Алли çыпçăннăран ĕнтĕ вăл паян та сувенир евĕр ĕçсем тăвассине пăрахмасть, вĕтĕ шăрçасенчен йывăçсем, чечексем ăсталать, турăшсем тĕрлет.

Алĕçĕсемпе вăл 2000 çултанпа, районти инвалидсен обществин членĕ пулсан, уйрăмах интересленме тытăннă. Сусăррисен пĕрлешĕвне ăна çамрăк чухнехи суран - ỹксе чĕркуççие вăйлă амантни - илсе çитернĕ. Ăнсăртран пулнă инкеке пула ун чух Надежда Сергеевна тăватă уйăх хушши Мускаври медицинăпа тĕпчев институтĕнче ортопеди уйрăмĕнче выртнă. Ун хыççăн та чирлемелли тупăнсах тăнă. Çапах та вăл йывăрлăхсене çĕнтерсе ура çине тăрса халăхпа тан ĕçе çỹрекен пулнă. Инвалидсен пĕрлешĕвĕнче вăл хăйне ăнланакан, пĕрпек шухăшлă, алĕçне кăмăллакан çынсемпе тĕл пулнă.

2000-2009 çулсенче общество членĕсем, вăл шутра Надежда Сергеевна та, хăйсен алĕçĕсемпе кашни çулах республикăри "Пĕрле эпир ытларах пултаратпăр" илемлĕхпе пултарулăх фестивальне тата ытти куравсене хутшăннă, темиçе хут та малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Кăçалхи район юбилейне халалланă куравра та унăн ĕçĕсене чылай çын курса тĕлĕнчĕ. Хăй пурнăçĕнче самай йывăрлăх курнăскер вăл пĕрлешỹ членĕсене яланах пулăшма хатĕр. Çакăншăн чунпа çунать, чирлĕ çын патне больницăна каймалла-и, килне кайса пулăшмалла-и - хăйĕн тивĕçĕ тесе шутлать. Акă районти инвалидсен обществине нумай çул ертсе пынă, халĕ те председателĕн çумĕнче тăрăшакан Евдокия Андреевна Сергеевана та вăл май пур таран пулăшать. Çулсем иртнĕ май иккĕшĕ юлташланса кайнă ĕнтĕ, тата юратнă алĕçĕ те вĕсене тачă çыхăнтарса тăрать.

Çемйи пирки калас пулсан Надежда Сергеевнăн мăшăрĕ 14 çул каялла çĕре кĕнĕ. Мăшăр виçĕ ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Алеша ывăлĕ Мускавра йăва çавăрнă, Олег Атнарта пурăнать, Алена хĕрĕ - Енкĕлтре. Пурте вĕсем çемьеллĕ, ултă мăнук парнеленĕ. Хĕрĕ çывăхра пурăннăран Надежда Сергеевна хăйне пĕччен туймасть, ун патне мăнукĕсем те пырсах çỹреççĕ. Кăçал Надежда Сергеевна 65 çул тултарнă. Çапах та вăл пурнăçпа тан пырать, тĕнчери, республикăри, районти хыпарсемпе интересленсех тăрать, интернет уçлăхне те кĕрсе тухать. Унсăр пуçне яланхи пекех илемлĕх тĕнчи валли вăхăт тупать. Унăн чуна парса ăсталанă çутă та ырă ĕçĕсем куракана вăй-хал, савăк кăмăл, çепĕçлĕх парнелеççĕ. Ĕçчен те ырă чунлă çыннăн ĕçĕсем те хăйĕн пекех ăшă, çутă.

А.ЗАМУТКИНА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1