ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Çак çамрăка республикăри паллă юрăçпа Алексей Московскипе пĕрле сцена çинче юрланине курсан: "Ку мĕнле юрăç?" - тесе ыйтнăччĕ эпĕ Шупашкарта пурăнакан ентешĕмĕртен. "Хамăр районсем вăл - Алексей Трофимов, Упукушкăнь каччи, юрра питĕ маçтăр", - тенĕччĕ мана. Чăнах та, юрлама ăста пулнине çав каччă уяв каçĕнче аван кăтартса пачĕ. Тĕлĕнме кирлĕ мар-тăр, çутçанталăк вăрман леш енче пурăнакансене уçă сасă ытларах парнелет пулас. Уявра та пулин хамăн ĕç туртăмĕ канăç паманнине пула пултаруллă çамрăкпа калаçса пăхас терĕм, çитменнине эпĕ ăна таçта курнă пек туйăнчĕ.
Сăмах хыççăн сăмах.
Уçă саслă юрлакан каччă нимĕнле эстрада çăлтăрĕ те пулман иккен.
- Манăн халĕ пĕр ĕмĕт пурнăçланчĕ, - терĕ вăл савăнăçне пытараймасăр.
- Мĕнле ĕмĕт? - ыйтрăм эпĕ.
- Эпĕ тахçанах Алексей Московскипе сцена çинче пĕрле юрлама ĕмĕтленнĕччĕ, - терĕ йăл кулса.
- Эсĕ вара юрăç мар-и?
- Çук çав, юрлама кăна юрататăп...
Тимлĕрех ун çине пăхнă хыççăн çак çамрăка эпĕ, чăнах та, таçта курнине ăнланса илтĕм. Анчах ăçта? Сăмах çăмхи сỹтĕлме пуçларĕ вара... Ак тамаша! Вăл мана пĕлет, эпĕ вара - çук. Пуçне яка хырнăскере, ытти çамрăкпа пĕрле 2013 çулта районăн Кивĕ центрĕнче салтака ăсатнă чухне сăн ỹкерсе илсе хаçатра кăларнă иккен. Çав хаçата вăл хăйĕн телефонĕ çинчех упрать-мĕн: уçса кăтартрĕ те - хамăн ĕçе палласа илтĕм.
Сăпайлă каччăпа Алексей Трофимовпа сăмах ваклама питĕ кăмăллă пулчĕ. Алексей Упукушкăнче çуралнă, унтах пуçламăш классенче вĕреннĕ, унтан Штанаш шкулĕнчен тĕп пĕлỹ илсе тухнă. Вăтам пĕлĕве вара Вăрнар районĕнчи Аçăмçырма ялĕнче илнĕ. Унтан вăл Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕн инженери факультетĕнче вĕреннĕ. Алла диплом илсенех салтак атти тăхăнса çар тивĕçне пурнăçланă. Чăваш каччин салтак пурнăçĕн çурри Свердловск облаçĕнче вĕренỹре иртнĕ, унтан - Дагестанра. Йывăр-и, çăмăл-и - çулталăк хăвăрт иртсе кайнă темелле. Унтан таврăнсан Алексей кăштах укçа ĕçлесе илес тесе Мускава ĕçлеме кайса килнĕ. Хыççăн тĕп хуламăртах ĕçе вырнаçса ĕçлеме шут тытнă. Кĕрнеклĕ хул-çурăмлă каччăна Калинин районĕнчи суд приставĕ-сен пайне хаваспах йышăннă. Суд ĕç-хĕлĕнче йĕркепе тивĕçтерес ĕçре шăпах çавăн пек патварсем кирлĕ те.
Калаçуран çакă та паллă пулчĕ. Алексей мĕн ачаранах ашшĕ сунара кайма хатĕрленнине кăсăкланса сăнама кăмăлланă, кашнинчех пĕрле кайма ĕмĕтленнĕ. 10 çулта чухне тинех пурнăçланнă унăн ĕмĕчĕ - ашшĕ сунара илсе кайнă. Халĕ ĕнтĕ вăл пĕчĕк мар, уй-хире, вăрмана пĕчченех тухса утма пултарать. Çутçанталăк ытамĕнче пулас тесе тăван тăрăха кашни канмалли кунтах çитме тăрăшать. Сунарпа кăсăкланнине курса пĕлтĕр ăна çывăх çыннисем Çуралнă кун ячĕпе пăшал парнеленĕ. Унпа вăл яла килмессерен кашнинчех сунара тухать. Анчах сунар яланах пĕр пек килмест, нимсĕр таврăнни те пулкалать. Çапах та пĕлтĕр хĕлле, мулкач тытмалли тапхăр пуçлансан, Алексей тăванĕсене мулкач тытнă ятпа уяв та йĕркелесе панă. Сунар çирĕп чунлă, чĕрчунсене шеллекен çынсем валли мар. Кунпа Алексей килĕшет. Вăл вăрмана тупăш тума мар, ытларах чун киленĕçĕшĕн çỹрет.
Паян вара, Суд приставĕн професси уявĕ пулнă май, сăмахăма Алексейăн ĕç-хĕлĕпех çыхăнтарса вĕçлес килет. Юрлама ăста ентешĕмĕр хăйĕн урăх пултарулăхне те ĕçтешĕсем хушшинче тăтăшах çирĕплетсе парать. Кăçал вăл суд приставĕсем хушшинче республикăри икĕ енлĕ ăмăртура иккĕмĕш вырăн йышăннă. Кун пек çитĕнỹсем унăн пĕрре мар, малашне татах та пулĕç-ха. Тата çакна хушса каламалла, пысăк яваплăхпа, йĕркепе, суд тата çынсен хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă çĕрте вăй хуракан Алексей ĕçленĕ хушăрах иккĕмĕш аслă пĕлỹ илес тесе ЧПУ-ра юридици факультетĕнче вĕренет. Çавăн пекех çитес вăхăтра мăшăрланса çемье çавăрас тĕллевпе пурăнать. Эппин, манăн ентешĕмĕре ăнăçу сунмалли кăна юлать.
А.ЗАМУТКИНА.
Ноябрь 2024 |