Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Тачă çыхăнса ĕçлеççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 10.11.2017, 08:48 Просмотров: 600


Кăçалхи вырман чун-чĕрене çĕклентерекен енĕ - районшăн пысăк тупăш - 12741 тонна тĕштырă - илни. Çак сăмахсене калама çеç лайăх. Çĕр ĕçченĕн пысăк тухăçшăн çулталăкĕпех вăй хума тиврĕ. Аса илтерер-ха. Кăçал çуракине виçĕ эрне кая юлса тухрăмăр. Кайран çумăрсем пуçланчĕç. Анчах ертỹçĕсем ĕçе тĕрĕс планласа пынине, çĕр ĕçченĕсем хăйсен тивĕçне тăрăшса пурнăçланине тата çутçанталăк майĕсемпе пĕл-се усă курнипе тыр-пул ăнса пулчĕ. Кăçал районта ỹсентăранпа çĕнĕ тăватă предприяти ĕçлеме пуçларĕ. Вĕсем: Ю.Самарин фермер хуçалăхĕ (600 га), "СТК 21" (300 га), "Заготовки" ТЯО (69 га) тата Д.Кузнецов фермер хуçалăхĕ (70 га). Ялхуçалăх ĕçченĕсен уявĕнче кăçалхи тăхăр уйăх кăтартăвĕсемпе хресченпе фермер хуçалăхĕсем хуш-шинче ялхуçалăх продукцине нумай туса илнĕшĕн Ю.Самарин фермера район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăларĕç.

- Тыр-пул туса илесси çăмăл ĕç мар, уйрăмах пушă çĕр çине килсе кĕрсен. Анчах та ял ĕçченĕсен тăрăшулăхне, районти хуçалăхсем пĕр-пĕрне пулăшма хатĕр пулнипе, ăнланса ĕçленипе йывăрлăхсене çĕнтерме пултартăмăр, - терĕ сăмах каланă май Юрий Самарин.

Тачă çыхăнса ĕçленĕшĕн тав сăмахĕсене Санкт-Петербургри вăр-лăхпа техника комплексĕн ("СТК 21") генеральнăй директорĕ Александр Бечин та каларĕ. Вĕсен хуçалăхне тыр-пул пухса кĕртме пулăшнă районти ĕçтешĕсене - "Коминтерн" ертỹçине Альбина Новикована, Юрий Самарина тата Дмитрий Кузнецова - Тав сăмахĕпе тата парнесемпе чысларĕ. Район администрацийĕ те района килсе пушă выртакан çĕрсене çаврăнăша кĕртнĕ çĕр ĕçченĕсем умĕнче парăмра юлмарĕ. "СТК 21" ТЯО-н генеральнăй директорне Александр Бечина тата хуçалăхăн агрономне Любовь Стафика тав туса Хисеп грамотипе тата парнесемпе наградăларĕ.

А.ДМИТРИЕВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1