Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Вăрман тăрăхне ачаран килĕштернĕ

Категория: Общество Опубликовано: 10.11.2017, 09:06 Просмотров: 752

Çĕмĕрле енне каякан çултан пăрăнса вăрманалла çул тытатпăр. Асфальт çул Черемушки поселокне илсе çитерет. Хальхи вăхăтра вăрман хуçалăхĕнчен нимĕн те юлман пулин те унта ĕçленисем кунтах пурăнаççĕ. Поселокра лавкка тата социаллă пĕлтерĕшлĕ ытти объектсем те çук. Эрнере пĕрре райпо çăкăрпа килсе савăнтарать. Поселокра çамрăк çемьесем юлманпа пĕрех, пĕр-ик ача кăна çывăхри шкулсене çỹрет. Ялта ытларах ватăсем, пенсие тухнисем. Мăйракаллă шултра выльăх кĕтĕвĕ тахçанах пĕтнĕ. Халĕ ĕне тытаканни те ик-виç çемье кăна, ытларах ватă çынсем качакасем, сурăхсем усраççĕ. Хутран-ситрен вăрманти чĕрчунсем çынсем пурăнакан вырăна тухса шар кă-тарткалаççĕ. Иртнĕ çулсенче кашкăрсем тухкаланă, кăçал, ав, тилĕсем нумайланнă, темиçе килтен чăх-чĕпе йăтса тарнă. Çак поселокра, лăпкă вырăнта, таса сывлăшпа киленсе пурăнаççĕ те Иван Кирилловичпа Галина Арсентьевна Саверкинсем, ялти хисеплĕ çынсем. Вĕсем патне çитсе кĕнĕ кун урамра пĕрремĕш юр ỹкетчĕ пулин те вĕсен садĕнче хăмла çырли хĕп-хĕрлĕ ларатчĕ. Çакă кил хуçисем ăста сад-пахчаçăсем, ĕçчен çынсем пулни пирки каларĕ. Енкĕлтре 1936 çулта çуралнă Иван Саверкин ачаранах вăрмана килĕштернĕ. Хăй ăшĕнче вара ача шыв (речное) училищине вĕренме каяс ĕмĕтпе тăхăр класс пĕтернĕ. Анчах сывлăх енчен кăлтăк тупсан вĕренме кĕресси пулман. Вăрман - пирĕн пуянлăх, ун çумĕнче пурăнакан выçă пурăнмасть, тенĕ халăхра. Пĕчĕклех кил-çурт ăшăтма вутă-шанкă çителĕксĕррипе ашшĕ-амăшĕ нушаланнине курса ỹснĕ Иван хăйĕн ĕçне вăрманпа çыхăнтарсан пурăнма çăмăлрах пулĕ тесе шутланă. Çакăншăн паянхи кун та ỹкĕнмест.

Кăштах истори

Чăн та, вăрман çын пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать. Çакăнта кăштах историе аса илни вырăнлă пулĕ. Мĕнрен пуçланнă-ха вăрман хуçалăхĕ пирĕн районта? Этемлĕх аталанса пынă май çынсем вăрманпа усă курса çурт-йĕр çавăрма пуçланă. Вăрман çынна апат-çимĕç те панă. Вăхăт иртнĕçем çынсем вăрман пуянлăхĕпе туллин усă курма, ăна сыхлама пуçланă. Малтанах учет организацийĕсем (лесничествăсем) йĕркеленнĕ. Çапла 1936 çулта Атнар лесничестви никĕсĕ çинче Хĕрлĕ Чутайри вăрман промышленноçĕн хуçалăхĕ туса хунă. Кантурĕ вара Атнар лесничествинче пулнă. Каярахпа кантур çĕнĕ вырăна куçнă. Вăрман хуçалăхĕнче ĕçлекенсем вара Черемушки поселок йĕркелесе унта пурăнма тытăннă.

Утса тухнă çул-йĕр

Иван Саверкин Волга поселокĕнчи пуçламăш, Анат Кăмашари çичĕ çул вĕ-ренмелли, Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулсенче вĕреннĕ. 1956 çулта вăл Йошкар-Олари вăрман техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Хăйĕн ĕç-хĕлне направленипе малтанах "Удмуртлес" вăрман промышленноçĕн хуçалăхĕнче 1-мĕш категориллĕ десятникран пуçланă.1957-1960 çулсенче Совет çарĕнче тăнă. Унта кайиччен, таврăнсан та Анат Кăмашари ял Канашĕнче счетоводра вăй хунă. 1963 çултан пуçласа вăрман хуçалăхĕнче ĕçлеме тытăннă. 1963-1974 çулсенче тĕрлĕ должноçпа Етĕрне тата Хĕрлĕ Чутай районĕсен вăрман хуçалăхĕсенче ĕçленĕ. Ку вăхăт тĕлне вăл Кăмашари ултă ачаллă çемьери хĕре Галина Михайлована качча илнĕ. Çамрăк арăм Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухнă, тĕрлĕ шкулсенче ĕçленĕ, пенсие тухиччен Саланчăкри шкул-интернатра вăй хунă. Иван Кирилловича Кăмаша лес-ничествинче техник-вăрманçăра виçĕ çул ĕçленĕ хыççăн вăрмана хỹтĕлекен пая куçарнă. 1971-1974 çулсенче вăрман пунктĕнче начальникра ĕçленĕ. 1975 çулта вăл Мари Республикинчи политехника институтне пĕтернĕ. 1974-1984 çулсенче Атнар лесничествин лесничийĕнче вăй хунă. Юлса пыракан лесничествăна 1974 çулхи пĕрремĕш квартал пĕтĕмлетĕвĕсемпе рес-публикăра чи лайăххисен йышне кăларнă. 1979 çулта Иван Кирилловичăн сăнĕ Хисеп хăми çинче тăнă. 1980 çулта Атнар лесничестви куçса çỹрекен Хĕрлĕ Ялава тивĕçнĕ. Çав çулсенчех Иван Кириллович пуçарнипе Атнар, Хусанушкăнь, Хĕрлĕ Чутай, Березовка тата Саланчăк шкулĕсем çумĕнче шкул лесничествисем йĕркелесе янă. Çакăн хыççăн Иван Кириллович вăрман хуçалăхĕнче ертỹçĕ должноçĕсенче нумай ĕçленĕ: тĕп инженерта икĕ çул, директорта пилĕк çул, вăрман управленийĕн начальникĕнче икĕ çул, пенсие тухас умĕнхи çулсенче вăрман хуçалăхĕн тĕп лесничийĕнче тăрăшнă. Иван Кириллович хуть те хăш должноçре те яланах хăйĕн ĕçне лайăх пĕлнине кăтартса панă, ĕçтешĕсем хушшинче ăста специалист шутланнă. Унсăр пуçне Иван Кириллович 1975, 1980, 1990 çулсенчи суйлавсенче Атнар ял канашĕн тата район Канашĕн депутатне суйланнă, обществăлла пурнăçри ĕçсенче те вăл активлă пулнă.1996 çулта вăрман ĕçченĕ тивĕçлĕ канăва тухнă.

Пурнăç малаллах...

Вăрман хуçалăхĕнче 30 çул ытла ĕçлесе пысăк опыт пухнă Иван Саверкин çамрăк вăрманçăсене тăван тавралăха, вăрмана юратма сахал мар вĕрентнĕ. Пархатарлă ĕçĕшĕн темиçе хутчен те тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисене, "РСФСР вăрман пуянлăхне ỹстернĕшĕн тата упранăшăн", "10 тата 20 çул патшалăх вăрман хуралĕнче лайăх ĕçленĕшĕн" кăкăр паллисене, Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура пулсан та çĕршыври лару-тăрăва, вăрман хуçалăхĕнче пулса иртекен улшăнусене лайăх пĕлсе тăрать. Вăрман хуçалăхĕ саланса пĕтнĕшĕн чунĕ ыратнине, вăрмансемпе çыхăннă паянхи ĕç-хĕл кăмăла кайманнине пытармасть. Галинăпа Иван Саверкинсем икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачисем кашниех килĕшекен професси илнĕ, çемье çавăрнă. Халĕ ĕнтĕ ашшĕ-амăшĕ патне кашни канмалли кун килсе çỹреççĕ. Саверкинсен сакăр мăнукĕпе ултă кĕçĕн мăнукĕ чун уççи пулса тăраççĕ. Ялти хисеплĕ çыннăмăрсене вăрман хуçалăхĕ ĕçленĕ чух пĕр уявран та хăварман. Халĕ тахçан ĕçпе вĕресе тăнă вăрман хуçалăхĕ те çук, поселокри çынсен пурнăçĕ те улшăннă. Кунти аслă ăру çыннисене Ваттисен уявне те пулин йыхравлама пăрахнă. Акă пĕлтĕр Саверкинсен юбилейлă çул пулнă: Иван Кириллович 80 çул, Галина Арсентьевна 75 çул тултарнă, вĕсем çемье чăмăртани 55 çул çитнĕ. Çавна май вĕсене тус-тăванĕпе пĕрлех Анат Кăмашари пултарулăх ушкăнĕ килсе юрă-ташăпа савăнтарнă. Çĕмĕрле чиккинче пурăнакансене хамăрăннисем маннă теме те пулать.

А.ЗАМУТКИНА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1