ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Вĕренỹре аван ĕлкĕрсе пыракан, спортра е тĕрлĕ ăсталăхпа палăракан, обществăлла ĕçре хастар яш-кĕрĕм çулсерен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçет. Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан, Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта 10-мĕш класра ăс пухакан Максим Ухтеров та Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕсен йышне тивĕçлипех кĕме пултарчĕ. Вĕренỹ отличникĕ, спортпа туслă, тĕрлĕ шайри олимпиада-конкурс çĕнтерỹçи тата призерĕ, шкул пурнăçне хастар хутшăнакан каччă кăçал регион ертỹçин ятарлă стипендине илсе тăрать. Унпа ашшĕ-амăшĕ, педагогсем тата пĕрле вĕренекенсем чăннипех мăнаçланма пултараççĕ.
Çак пултаруллă та маттур каччăна чи пĕрремĕш хут Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче асăрханăччĕ. Тирпейлĕ тумланнă, сăн-пичĕ кăмăллă кулăпа çиçекен çамрăк ыттисенчен уйрăлса тăчĕ. Ирхи дежурствăра пĕрремĕш хутра шкула килекен ачасене кĕтсе илнĕ май вăл вĕренекенсемпе кăна мар, пур учительпе те кăмăллăн калаçни халĕ те куç умĕнче. Вĕрентекенсем те унпа шкул ачипе пек мар, тантăшĕпе юлташĕ вырăнне хурса калаçни тĕлĕнтерчĕ. Кăшт пушă вăхăт тупăнсанах вăл алла ручка тытрĕ те хут çине çырма пикенчĕ. Пĕр вăхăт сăнанă хыççăн чăтаймарăм, тăрăшсах мĕн çырма васканипе кăсăклантăм. Вăл пушă самантпа усă курса конкурса хутшăнма çырнă сочинение таса хут çине тирпейлĕ çырса куçарасшăн пулнă иккен. Çапларах пулчĕ пирĕн пĕрремĕш паллашу.
Сана та, хаклă вулаканăм, паян çак ятарлă страницăра маттур та пултаруллă яшпа - Максим Ухтеровпа - çывăхрах паллаштарассăм килет.
Максим 2004 çулхи февраль уйăхĕн 11-мĕшĕнче çуралнă, Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнать. 2011 çулта вăл Хĕрлĕ Чутай шкулĕн партти хушшине пĕрремĕш хут ларнă. Пĕлỹ тĕнчипе паллашма пуçланă пĕрремĕш кунтанах арçын ачана вĕренме килĕшнĕ. Вăл шкул программипе ĕлкĕрсе пырас тесе кăна мар, хăйĕн пĕлĕвне тата тарăнрах аталантарас тĕллевпе тăтăшах хушма ĕçсем пурнăçлама тăрăшнă. Çавăнпах ĕнтĕ вăл - вĕренỹ отличникĕ. Вĕренни малашнехи пурнăçра питĕ кирлĕ пулассине лайăх ăнланать каччă. Вĕренỹре аван ĕлкĕрсе пыни ăна малалла та ăнăçу туса пыма çул уçать. Çулсерен тĕрлĕ шайри олимпиадăсемпе викторинăсене, ăс-тăн вăййисемпе наукăпа практика кон-ференцийĕсене хастар хутшăнать каччă. Малти вырăнсене йышăнни сахал мар пулнă унăн. Акă Максим 2019 çулта Пĕтĕм Раççейри технологипе тата историпе иртнĕ шкул олимпиадисен муниципаллă тапхăрĕнче çĕнтернĕ, вырăс чĕлхипе, обществознанипе, экономикăпа, чăваш чĕлхипе тата литературипе, тăван ен культурипе - призер йышне кĕнĕ. 2020 çулта технологипе иртнĕ олимпиадăн регион тапхăрĕнче призер пулнă. Çавăн пекех вăл пĕлтĕр республикăра географипе иртнĕ "ГЕОтурнир-2020" олимпиадăра çĕнтерме пултарнă. Районта йĕркеленĕ "Шаг в науку" наукăпа практика конференцийĕнче (секци - математика, информатика тата физика) 8-9 класра вĕренекенсем хушшинче 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ.
Иртнĕ çул каччă Пĕтĕм Раççейри "Правнуки победителей" тĕпчев ĕçĕсен конкурсĕн регионти тапхăрĕнче вăтам тата аслă классенче вĕренекенсем хушшинче çĕнтернĕ. Хăйĕн тĕпчев ĕçĕнче Максим тăванĕсен Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнчи паттăрлăхĕ пирки каласа панă. Сăмах май, каччă историе питĕ юратать, йăх-несĕлне тĕпчеме кăмăллать. Хальхи вăхăтра вăл хăйĕн çемйин ăру-йăхне çичĕ сыпăк таран пĕлет. Историе пĕлекен çыннăн кăна малашлăх пуррине лайăх ăнланать Максим. Сăмах май, вăл район хаçачĕпе те тачă çыхăну тытать, хăйĕн тăванĕсен вăрçăри тата Сăрпа Хусан хỹтĕлев чиккисене тунă çĕрти паттăрлăхĕ пирки, вĕсемпе мăнаçланни çинчен пуян та интереслĕ статьясем çырчĕ.
Спортпа та туслă каччă. Вăл ишессипе тата акватлонпа çитĕнỹсем тăвать. Хăйĕн спортри ăсталăхне çамрăк Юрий Столяров тренер патĕнче туптать. Акватлонпа Максимăн пĕрремĕш аслă разряд, ишессипе вара - иккĕмĕш аслă разряд. Пĕлтĕр çамрăк Чăваш Республикинче мала тухассишĕн акватлонпа 15-16 çулсенчи яшсем хушшинче иртнĕ ăмăртура 3-мĕш вырăн йышăнма пултарнă. Иртнĕ çулах 1500 метр ишсе Чăваш Республикинче мала тухассишĕн пынă чемпионатра 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ. "Спортпа туслă пулни мана çирĕп сывлăхлă, тĕреклĕ ỹсме пулăшать тата дисциплинăллă пулма вĕрентет", - тет Максим.
Максим пысăк та туслă çемьере ỹсет. Ачаранах ĕçе хăнăхса çитĕнет вăл. Ашшĕ-амăшĕнчен кăна мар, пĕрле пурăнакан кукашшĕпе кукамăшĕнчен те ырă тĕслĕх илет. Кил-хуçалăхра аслисемпе пĕрле тăрмашма питĕ кăмăллать вăл, пĕр ĕçе те тиркесе тăмасть. Йытăсене питĕ юратнине пытармасть, вĕсене час-часах уçăлтарса çỹрет. Кукашшĕне вăрманти утарта пыл хурчĕсене пăхма хаваспах пулăшать Максим, вĕсене пăхас вăрттăнлăхсене ăша хывать. Ĕç çынна илем кỹнине лайăх пĕлет каччă, çавăнпах май пур чухне кỹршĕсемпе тăвансене те пулăшма васкать.
Максим хăйĕн шăллĕпе йăмăкĕ пурришĕн çав тери савăнать. Вĕсем ăслă-тăнлă, нумай енлĕ аталаннă çын пулса ỹсчĕр тесе халех вĕсене вĕрентсе, пулăшса пырать. "Эпĕ шăллăмпа йăмăкăм çĕршыва юрăхлă çынсем пуласса, пурнăçра хăйсен вырăнне тупасса шансах тăратăп, вĕсене кунсерен дисциплинăна хăнăхтаратăп, хам мĕн пĕлнине вĕрентме тăрăшатăп", - тет Максим.
Класс ертỹçи Светлана Яруськина Максим пирки ырă сăмахсем кăна калать. "Максим пур хушнă ĕçе яваплăха туйса тата вăхăтра пурнăçлакан вĕренекен пек палăрса тăрать. Хăйĕн тантăшĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе те вăл тăтăшах интересленет, йывăрлăхсем пулсан яланах пулăшма васкать, ăшă сăмахпа йăпатса хавхалантарма та пултарать. Шкул мероприятийĕсене Максим яланах хастар хутшăнать, обществăлла ĕçсенчен нихăçан та пăрăнмасть. Унра йĕркелỹçĕ пултарулăхĕ тапса тăрать. Вăл пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлет, хуть те кампа калаçу пуçарса яма пултарать. Ахальтен мар ăна тантăшĕсем кăна мар, учительсем те хисеплеççĕ", - пĕлтерчĕ Светлана Вадимовна.
Чăнах та, Максимра тĕлĕнмелле вăй-хал тапса тăнăнах туйăнать. Унăн куçĕсем те яланах çиçсе тăраççĕ. Вĕсем каччă пурнăçа юратнине, ăна темĕн те кăсăклантарнине, вăл пĕр çеккунта та сая ярасшăн маррине, чылай ĕç туса ĕлкĕрме ăнтăлнине çирĕплетеççĕ. Максим çирĕп ĕмĕт-тĕллевлĕ каччă тесе пĕр иккĕленмесĕрех калама пулать. Хăш-пĕр ачасем шкулпа сывпуллашмалли вăхăт çитсен те малалла ăçта каяссине пĕлмеççĕ пулсан, вăл гуманитари ăслăлăхĕсене кăмăлланăран ку енĕпе каяс шухăшлă. "Хуть те мĕнле профессире ĕçлесен те ĕçчен те тỹрĕ кăмăллă, таса чунлă пулни - чи пĕлтерĕшли. Çавăн чухне вара пурнăç интереслĕ те усăллă иртĕ", - тет çулне кура мар ăнăçлă пурнăç тĕшшине ăнкаракан çамрăк. Малашлăх пирки халех шутлакан, ĕмĕт-тĕллевсем палăртакан каччăн пуласлăхĕ çутă пултăр, мĕн шухăшлани пурнăçа кĕтĕр, пурнăç çулĕпе тĕрĕс утма шанчăклă юлташсемпе ырă шухăшлă çынсем кăна тĕл пулччăр.
Н.МИДАКОВА.
Ноябрь 2024 |