Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 Кировская обувная фабрика

20 мая в РДК с 10 до 15 часов состоится распродажа весенней обуви 

из натуральной кожи и прием обуви на ремонт.

 


 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Ĕçре тупнă хисеп

Категория: Общество Опубликовано: 15.11.2017, 08:43 Просмотров: 544

Нумаях пулмасть Шупашкарта Ялхуçалăх ĕçченĕн кунне паллă тунă. Савăнăçлă мероприятире тăрăшуллă ĕçлесе пыракансене чысланă. Пысăк хисепе тивĕçнисенчен пĕри Хĕрлĕ Чутай райповĕн тĕп экономисчĕ Галина Яркина пулнă, ăна "Халăха пулăшупа тивĕçтерес ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" кăкăр çине çакмалли паллă панă. Галина Александровна потребкоопераци тытăмĕнче 1989 çултанпа тимлет, 2012 çултанпа - райпон тĕп экономисчĕ. Халăха пулăшас тесе вырăнти суту-илĕве çĕнĕлле йĕркелемелли майсем шырать, вĕсене пурнăçа кĕртет. Райпо тытăмне кĕрекен лавккасене автоматизацилес ĕçре унăн тỹпи те пур. Сăмах май, 2014-2016 çулсенче райпон 53 лавккипе обществăлла апатланăвăн 9 предприятине автоматизациленĕ. Галина Яркина районăн обществăлла пурнăçне те активлă хутшăнать, вăл - ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Валерий Павловăн пулăшуçи. Потребкоопераци тытăмĕнче нумай çул хушши тата тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Галина Яркина унччен те чылай хисеп хутне тивĕçнĕ, çав шутра - РФ Центросоюзĕн Хисеп грамотине те. Пĕр сăмахпа каласан, Галина Александровна пысăк хисепе тăрăшуллă ĕçне кура тивĕçнĕ.

А.ТИМОФЕЕВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2