ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Ноябрь уйăхĕ юбилярсемпе, чăн та, пуян. Ветерансем çак ятпа РФ Президенчĕн саламлă Çырăвне илсе вуланă, хăнасенчен, çывăх тă-ванĕсенчен саламсем, ăшă сăмахсем йышăннă. Ноябрĕн 10-мĕшĕнче Сорăм ялĕнче пурăнакан Юлия Ивановна Корнилова 90 çул тултарнă. Паянхи кун тыл ĕçченĕ хăйĕн ывă- лĕпе пурăнать. Унăн чăн-чăн пуянлăхĕ - пысăк çемье. Вĕсем мăшăрĕпе çичĕ ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачисем Юлия Ивановнăна 17 мăнукпа тата 15 кĕçĕн мăнукпа савăнтарнă. Вĕсем ун патне килсех çỹреççĕ, çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ. Пурнăçри йывăр самантсене куççуль витĕр аса илет ветеран. Çĕнтерỹ кунне çывхартас тесе ыттисем пекех ырми-канми ĕçленĕ, вăй-халне шеллемен. Юбиляр пурнăçран ытлашши нимĕн те ыйтмасть, ачисем сывă та таса, çумра пулччăр çеç тет.
Ноябрĕн 9-мĕшĕнче вара Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан Клавдия Ивановна Патрикеева хăйĕн 90 çулхи юбилейне кĕтсе илнĕ.
- Пирĕн ăрури çынсен пурнăçĕ çăмăл пулман, йывăрлăхĕ тупăнсах тăнă. Манăн та пĕтĕм пурнăç ĕçре иртрĕ. 40 çул районти санэпидемстанцире тăрăшрăм, - аса илет ветеран. Çулĕсем пур пулин те кинемей сывлăх енчен хавшамасть, кил-тĕрĕшри ĕçсене пурнăçлама та, качака тытма та вăй-халĕ пур. Ачисем, ывăлĕпе хĕрĕ çемйисемпе, амăшĕ патне килсе çỹреме тăрăшаççĕ. Шупашкарта пурăнакан ывăлĕ те тăван тăрăха таврăнас ĕмĕтлĕ, салара çурт çĕклеме пуçланă.
Акă нумаях пулмасть, ноябрĕн 4-мĕшĕнче, Анат Çĕрпỹкассинче çуралса ỹснĕ Анастасия Михайловна Терентьева хăйĕн 100 çулхи юбилейне кĕтсе илнĕ. Анастасия Михайловна нумай ачаллă çемьере çуралнă. Мĕн пĕчĕк-ренех колхозра ĕçленĕ. 1943 çулта Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕпе Василий Алексеевичпа çемье çавăрнă, тăватă ача çуратнă. Мăшăрĕ нумай пурăнайман пирки хĕрарăм вĕсене пĕчченех ура çине тăратнă, тивĕçлĕ воспитани панă. Паянхи кун Анастасия Михайлов-на хĕрĕн çемйипе Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать. Ĕçсĕр ларма юратмасть ватă, вулама кăмăллать, кил-çуртра пулăшать, Хăватлă ĕçсем тăвакан çветтуй Николай чиркĕвне службăна çỹрет.
А.ВАСЮКОВА.
Ноябрь 2024 |