ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Шкул ачисем чунтанах кĕтнĕ çуллахи каникул та пуçланчĕ. Апла пулин те шкулсенче шăплăх хуçаланать тесе калама çук. Районти хăш-пĕр шкулсенче ачасем вăхăта çуллахи лагерьсенче хаваслă ирттереççĕ пулсан, Çĕн Атикассинчи тата Хусанушкăнчи шкулсенче хĕрсех юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Подрядчиксем яваплăха туйса ĕçлесен асăннă шкулсем вĕренекенĕсене çитес вĕренỹ çулĕнче тĕплĕ юсав хыççăн çĕнелнĕ сăн-сăпатпа кĕтсе илĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Иван Михопаров строительство ĕçĕсене тимлĕхрен вĕçертмест. Акă иртнĕ эрнере Иван Николаевич райадминистрацин вĕренỹ пайĕн начальникĕпе Игорь Живоевпа пĕрле çак шкулсене çитсе унти ĕçсемпе паллашнă.
. Çĕн Атикассинчи вăтам шкул модернизацине пурнăçлама пурĕ 40,5 миллион тенкĕ уйăрнă. Ку укçапа шкул çурчĕн фасадне тата пур кабинетпа пỹлĕме тĕпрен юсамалла, инженери коммуникацийĕсене (шыв, канализаци, ăшă тытăмĕ, вентиляци), электросетьсене, çутăпа тивĕçтерессине тата пушар сигнализацине улăштармалла. Палăртмалла, ку яваплă ĕçе пурнăçлама Шупашкарти "Премиум Строй" ТЯО подряд организацийĕ пуçăннă. Контрактпа килĕшỹллĕн, ĕçсене июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле.
Хальхи вăхăтра шкул фасадне ăшă тытассипе тата металл кассетăсене вырнаçтарассипе тимлеççĕ, кабинетсенче электроприборсемпе инженери инфратытăмне улăштарас ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Çавăн пекех пỹлĕмсенче якату-илемлетỹ ĕçĕсем пурнăçланаççĕ.
. Хусанушкăнчи тĕп шкулăн капиталлă юсавне тĕп хуламăрти "Альбатрос" ТЯО подряд организацийĕ тăвать. Юсав ĕçĕсен хакĕ 17,9 миллион тенкĕпе танлашать. Кунта ăшă тытăмне, çи виттине юсамалла, чỹречисемпе вĕсен блокĕсене ылмаштармалла, шкул фасачĕн юсавне пурнăçламалла, шалти пỹлĕмсене юсамалла, пушар сигнализацийĕн тытăмне вырнаçтармалла, электроприборсене тата çутă хатĕрĕсене улăштармалла. Юсав ĕçĕсене августăн 1-мĕшĕнче вĕçлемелле.
Сентябрĕн 1-мĕшĕнче ачасене ăшă та илемлĕ, çутă та хăтлă шкулсем кĕтсе илессе шанас килет.
Ноябрь 2024 |