Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Ытларах çул юсаççĕ, пĕвесене йĕркене кĕртеççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 06.08.2021, 13:10 Просмотров: 680

Вырăнта пурăнакансен пуçарулăхĕ çинче никĕсленнĕ бюджетпа усă курса кăçал районта сахал мар проект пурнăçа кĕртрĕç, чылай çĕрте çулсем юсарĕç, ачасем валли вылямалли тата спортпа туслашмалли площадкăсем турĕç, пĕвесем тасатрĕç... Пĕр сăмахпа каласан, ялсен сăн-сăпачĕ илемленсе, хăтлăланса, ырă енне улшăнса пырать. Ку енĕпе ĕçсем малалла пыраççĕ.

Кăçал пурĕ 64993,3 пин тенкĕлĕх (республика бюджетĕнчен - 51994,7 пин тенкĕ) 87 проект пурнăçланмалла. Вĕсенчен ытларахăшĕ - 33 проект - çул юсавĕпе, 22-шĕ пĕвесене пушар хăрушсăрлăх тĕлĕшпе йĕркене кĕртессипе, 11-шĕ выляв тата спорт площадкисем вырнаçтарссипе çыхăннă.

Августăн 3-мĕшĕ тĕлне 84-ран 41 проекчĕ тĕлĕшпе муниципаллă контрактсене алă пуснă, 35-шĕпе тỹрĕ килĕшỹсем тунă, сакăр проекчĕ иккĕмĕш тапхăр витĕр тухнă (конкурс докуменчĕсене хатĕрлес ĕç пырать).

Райадминистрацин экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕнчен тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсенчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçал августăн 3-мĕшĕ тĕлне 26444 пин тенкĕлĕх 36 проекта пурнăçа кĕртнĕ. Июль уйăхĕнче тунă ĕçсемпе паллашар-ха:

. Шулю тата Ваçкаçырми ялĕсенчи пĕвесене пушар хăрушсăрлăх тĕллевĕпе йĕркене кĕртнĕ;

. Кив Ирчемесри Арман урамĕнчи çула юсанă;

. Тумликассинчи Симĕс урамри çула юсанă;

. Хĕрлĕ Чутай салин Ленин урамĕнчи шыв сетьне юсанă;

. Питĕркассинчи Тĕп тата Çĕн урамсенчи çулсене юсанă;

. Иккĕмĕш Хурашашри çăва картине тытнă тата çуртне туса пĕтернĕ;

.Тихăнушкăнчи пĕвене пушар хăрушсăрлăх тĕллевĕпе йĕркене кĕртнĕ;

. Тракушкăнче Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсене халалласа асăну мемориалĕ вырнаçтарнă.

Çывăх вăхăтра 9755,6 пин тенкĕлĕх 11 проекта пурнăçа кĕртсе пĕтермелле:

. Атнар салинчи Заречная урамĕнче çул юсамалла;

. Турхан ялĕнче çаврăнмалли площадка тумалла;

. Хăмарккара çул юсамалла;

. Хĕрлĕ Чутай салинчи Октябрьски урамĕнчи шыв сетьне юсамалла;

. Хирлỹкассинчи Мир урамĕнчи 2-мĕш çуртран пуçласа 10-мĕш çурт таран, 22-мĕш çуртран пуçласа 39-мĕш çурт таран çул юсавне пурнăçламалла;

. Хватукассинчи Комсомольски урамĕнчи çула юсамалла;

. Кỹпешри скважинăна юсамалла;

. Тури Çĕрпỹкассинчи Мир урамĕнчи 430 метр, Николаев урамĕнчи 630 метр тăршшĕ çулсен юсавне тумалла;

. Иккĕмĕш Хурашашри çăва патне çити 555 метр тăршшĕ çула юсамалла;

. Сĕнтĕкçырминчи Октябрьски урамĕнчи 555 метр тăршшĕ çул юсавне пурнăçламалла.

Нумаях пулмасть виçĕ проект хушăннине палăртмалла: Шуккакассинче шыв сечĕпе скважинăна, Енкĕлтри Хутор урамĕнчи тата Тумликассинчи Симĕс урамри шыв пăрăхĕсен сечĕсене юсама палăртнă.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5