ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи.
РАБОТА
В редакцию требуется уборщица-курьер.
Тел.: 8 (83551) 2-12-79, 8 905 341 06 62
ПРОДАЮ:
2-комнатную квартиру на 1 этаже по адресу:
с.Красные Четаи, ул. Ленина, дом 70.
Состояние хорошее. Цена 2600000 руб.
Тел.: 8 960 303 78 88
П Р О Д А Ю:
Дрова колотые:
Дуб, береза, липа.
Тел. 8 965 687 75 57, 8 908 307 01 21.
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Чăвашсен çĕнĕ çырулăхĕ пуçланиччен чылай малтан Хĕрлĕ Чутай çĕрĕнче сăвă-калав хайлакансем Ермей Рожанскипе Максим Федоров çак енĕпе историне кĕрсе юлнă.
ХХ-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Степан Данилов журналист сасă панă. Вăл публицистикăллă статьясем, сăвăсем çырнă.
Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче 1912-1914 çулсенче вĕреннĕ Иван Ахах пирвайхи сăввисене çырнă. 1922-1926 çулсенче çав шкултах пĕлỹ илнĕ Илле Тукташ та кунта пайтах сăвă-такмак хайланă.
20-мĕш çулсен вĕçĕнче Куçма Яркуни, Михаил Калай, Иван Караттай, Николай Чурпай хăйсен сăвви-калавне, пьеси-фельетонне республикăри хаçат-журналта пичетлеме пуçланă. 1930 çулта район хаçачĕ тухма тытăнсан, литературăпа интересленекенсен йышĕ ỹссех пырать. Михаил Назаров, Матвей Столяров, Петĕр Çỹçенке, Игнатий Кашлинкке, Александр Афорин, Семен Елĕм, Яков Сигай, Петĕр Ялкир, Дмитрий Ербулаткин сăвви-калавĕ район хаçатĕнче кăна мар, республика пичетĕнче те кун çути кураççĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн çыравçăсен çĕнĕ йышĕ çĕкленет. Василий Эрченеш, Александр Павлов, Николай Сильвестров, Павел Голпар, Михаил Типчак юратнă тăван ен çинчен сахал мар паха сăвă шăрçаланă. Иван Лисаев, Александр Угольников, Розин Ярандай очерк-калав, повесть-роман çырнă. Çамрăкраххисем те хăйсен сассине вăйлатса пынă.
XXI-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче тăван чĕлхепе çыракансем татах та нумайланаççĕ. Александр Трофимов, Владимир Урпаш, Зоя Спиридонова, Светлана Яруткина, Галина Зотова, Леонид Волков тата ыттисем те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ.
Паянхи çамрăксене те хăйсен пултарулăхĕпе район хаçачĕн вулаканĕсене савăнтарма йыхравлатпăр.
Сентябрь 2023 |