ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Ермей РОЖАНСКИЙ Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче Христос тĕнĕн ỹкĕтлевçи-проповедникĕнче ĕçленĕ. Çак вăхăтра, 1765-1800 çулсенче, вăл чăваш халăх сăмахлăхĕпе, йăли-йĕркипе питĕ кăсăкланнă. Юрă-такмаксене çыра-çыра илсе тишкерме пикеннĕ. Йăла-йĕрке пирки статья-очерк хайланă. Вĕсем Чулхулара тата Мускавра пичетленнĕ. Уйрăмах "Чăвашсем çинчен", "Урмай ялĕнчи пăтăрмах", "Крещĕн чăвашсен ыйтăвĕ" ятлă этнографи очеркĕсем палăрса тăраççĕ. Вĕсенче автор чăваш йăли-йĕркине лайăх тĕпчеме тăрăшни курăнать. Е.Рожанский кĕвĕлемен сăвăсем те çырнă. Вĕсенче тăван тавралăх илемне сăнлама, çитĕнекен ăрăва ăса вĕрентме пикенни палăрать. Тутар, чăваш, мордва чĕлхисен словарьне кăларма хутшăннă.
Ермей Рожанский 1741 çулта Чулхула облаçне кĕрекен Кăрмăшра чăваш пуп çемйинче çуралнă. Чулхулара тĕн семинарийĕнче вĕреннĕ. 1801 çулта вилнĕ тесе шутлаççĕ.
Кайăк
Çакă кайăк
Хуллен вĕçет.
Вăл çĕр çине те ларкалать.
Унăн çуначĕсем
Хура,
Сăмси çивчĕ,
Хỹри вара кĕтĕк.
Унăн йăвара
Шурă çăмартасем.
Кăвайт
Вот çонать.
Эпĕр коратпăр
Тĕтĕм, çолăм
Тата кăвар.
Кăвайт ăшă парать.
Тăватă ача
Çакă тăватă ача
Питех те йăрă та вăр-вар:
Пĕрремĕш чупать,
Иккĕмĕш сикет,
Виççĕмĕш юрлать,
Тăваттăмĕш кулать.
1773-1789 çулсем.
Ноябрь 2024 |