ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Манăн паян чи ҫывăх, чи юратнă ҫын ҫинчен сăмах пуҫарас килет. Пире мĕн пĕчĕкрен пăхса усракан Ольга мăнакка, Ольга Петровна Ильина, ҫинчен, паллах. Эпĕ ӑна анне тесе чĕнетĕп. Аннен эпир пурĕ ултă ача. Ултă ачана пăхса ӳстерме, вĕрентсе ҫын шутне кĕртме, ҫĕршывшăн усăллă тума мĕн тери йывăр та тертлĕ, ҫав хушăрах пархатарлă та сумлă иккенне амăшĕсĕр пуҫне кам лайăхрах ăнланĕ-ха? Кил-ҫуртри йывăрлăх ытларах ун ҫине тиенет. Ҫуртра ĕҫ нумаййипе кăна та мар. Куҫ хупман, ҫĕр ҫывăрман каҫсем мĕн чухлĕ унăн! Пирĕн канăҫлăхпа сывлăхшăн вăйне-халне, пултарулăхне нихăҫан та шеллемест пирĕн анне. Ултă ача - вăл ултă хуйхă-суйхă, терт-асап, тунсăх, ултă хаваслă кулă, телей, ултă хутчен тĕрлĕ сасăпа, анчах пĕрешкел ăшшăн: «Анне!» - тесе чĕнни.
«Хĕрарăм мĕнле - пурнăҫ ҫапла», - теҫҫĕ. Ваттисем калашле, унăн ĕҫне чăх та сăхса пĕтереймест. Вĕсем пирки этемлĕхĕн вăйсăр, черчен ҫурри тетпĕр пулин те, ҫапах Турă хĕрарăмсене вăйне те, чăтăмлăхне те кирлĕ чухлĕ панă. Кашни ир анне пире шкула тутлă апат пĕҫерсе ҫитерсе ярать, пӳрт-ҫуртне тирпейлет, выльăхсемпе те тăрмашать, эпир шкултан килнĕ ҫĕре каллех тутлă апат хатĕрлет. Анне ĕмĕр хушши ĕҫшĕн, пурнăҫ тăвассишĕн хыпса-ҫунса, ăшталанса пурăнать. Ларса канма пĕлмест. Унăн вăй-халĕ вĕри ҫăлкуҫ пек иксĕлми тапса тăрать: пĕр вăхăтрах виҫ-тăватă ĕҫ тума ĕлкĕрет вăл. Кунĕпе тăрмашнă хыҫҫăн та тăвăлса ӳпкелешмест, нăйкăшса йĕрмĕшмест, татах та мĕн те пулин тумалли юлман-ши тесе малалла талпăнать.
Анне пире, ачисене, кăна мар, хăйĕн ăшшине ватă амăшне те панă. Кукамай пурӑннӑ чух ӑна тутлă апат ҫитернĕ, ăшă сăмах парнеленĕ, ҫи-пуҫне ҫуса тасатнă. Пире кукамая юратма вĕрентнĕ. Кукамай пире яланах запла сĕнетчĕ: «Турра юрăхлă пулăр, ачамсем, ĕҫе юратăр, ҫынна ырă тăвăр, мăнкăмăлланса, тарăхса, пĕчĕк кӳренӳшĕнех тавăрас тесе ан ҫӳрĕр, килĕштерсе пурăнăр, ыйтакана ҫăкăр парăр, ӳкекене тăма пулăшăр, япăх куракана ҫул кăтартăр». Анне пире тăтăшах кил-йышра лайăх пурăнма, ваттисене хисеплеме, ĕҫе юратма вĕрентет.
Аннепе эпир тем ҫинчен те калаҫатпăр. Пирĕн пурин те юратса пурăнас килни ҫинчен те, ҫавăнпа юрату шырани пирки те. Унсăрăн мĕнле-ха? Юра-тусăр ҫын – ҫунатсăр кайăк пекех, темле хăлаҫлан-сан та вĕҫме пултараймасть. Юрату чун-чĕрене ҫунат хушни ҫинчен те, мĕнпур йывăрлăха ҫĕнтерме вăй-хал пани пирки те анне нумай каласа кăтартать. «Чуна килĕшнĕ ĕҫ тупсан, юратнă мăшăр яланах ҫумра пулсан – ҫын яланах телейлĕ», – тет анне. Эпĕ те телей пирки ҫапла шухăшлатăп. Пурнăҫра тĕрĕс ҫулпа кайса телей тупасчĕ, телейлĕ пурăнса аннене савăнтарасчĕ. Атте ҫинчен те питĕ нумай калас килет. Ытла та лăпкă та тӳлек ҫын-ҫке вăл. Пирĕн ҫине пĕрре те сассине хăпартса кăшкăрмасть, усăллă канашсем кăна парать. Атте эрех те ĕҫмест, чĕлĕм те туртмасть. Хăйĕн кăмăлĕпе, ĕҫченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе вăл яланах пирĕншĕн тĕслĕх пулса тăрать. Аттепе анне пире ӳстернĕ хушăрах ытти ĕҫсене те тума ĕлкĕреҫҫĕ. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, анкартийĕ, пахчийĕ. Атте – пурнăҫ тытма пĕлекен ҫын. Ҫĕр ĕҫне вăхăтра туса, пуҫтарса тăма тăрăшать. Кил-ҫурт та пирĕн аннепе аттен питĕ хăтлă. Урамран пăхсан та кермен пек, шала кĕрсен те: хитре, ăшă, ҫутă пӳлĕмсем, газ, электричество, ваннăй. Мĕн кирли веҫех пур. Пур япалине те хăйсен аллипе, хăйсен вăйĕпе туса лартнă. Эпĕ хамăра пăхса ӳстерекен, усракан аннепе аттене тав тăватăп, ҫирĕп сывлăх, телей сунатăп.
Венера Венедиктова, Мăн Этмен шкулĕ.
Ноябрь 2024 |