Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Аннеçĕм, эсĕ пурри - телей

Категория: Общество Опубликовано: 05.11.2021, 12:55 Просмотров: 715

Анне! Ҫак ят чи ҫывăх,

Чи хаклă ҫĕр ҫинче.

Пурнать вăл ĕмĕр сывă

Кашни ҫын чĕринче.

             А.Воробьев.

Манăн чи юратнă ҫын вăл, паллах, анне.  Ăна Ольга Николаевна Макарова тесе чĕнеҫҫĕ. Вăл маншăн чи хитре, чи лайăх хĕрарăм. Унăн хура ҫутӑрах тĕслĕ ҫӳҫĕ ҫав тери кăпăшка та хулăн. Ăна вăл тĕплĕн турать те илемлĕн пуҫтарса хурать. Манăн аннен куҫĕ хура тĕслĕ, куҫ харшийĕсем те хура. Анне ҫынпа калаҫнă чухне куҫран пăхса калаҫать.

Анне алли ҫав тери ачаш та ҫемҫе. Ҫав алăсем тем те тума пĕлеҫҫĕ: ĕне сăваҫҫĕ, апат пĕҫереҫҫĕ, кĕпе-йĕм ҫăваҫҫĕ, ҫăм арлаҫҫĕ, алсиш-нуски ҫыхаҫҫĕ, пахча ҫимĕҫ ҫитĕнтереҫҫĕ, пире пуҫран ачашлама та манмаҫҫĕ. Вăл мана та, аппана та, пиччене те пĕрешкел юратать.

Пирĕн анне килти хăтлăхшăн ҫав тери тăрăшать. Вăл чечексем ӳстерме питĕ юратать. Пирĕн пӳртре тем тĕрлĕ чечек ӳсет. Вĕсене анне юратса пăхать. Анне пире те чечексене юратма вĕрентет. Пирĕн те анне пек пулас килет.

Манăн анне - ĕҫчен ҫын. Кахал ҫын-семпе пĕр чĕлхе тупаймасть вăл. Тилĕ пек чее те йăпăлти чĕлхеллĕ ҫынсене чăтма пултараймасть. Кашни кун анне пĕр канми ĕҫлет. Эпир ăна пулăшма тăрăшатпăр: урай, чашăк-тирĕк ҫăватпăр, кил-ҫурта тирпейлетпĕр тата ытти ĕҫсене те савăнсах тăватпăр. Вăл пире те хăйĕн пекех пулма, ĕҫе юратма, тӳрĕ кăмăллă ҫын пулма вĕрентет. Анне пире вĕренӳре те пулăшать, тĕрлĕрен канаш, сĕнӳ парать. Пирĕн анне хамăр Тăван ҫĕршыва юратать. Пире те хамăр ӳснĕ кил-ҫурта, тăван яла, хамăр урамри ем-ешĕл йывăҫсене, укăлча ҫумĕнчен пуҫланакан уй-хире, тинĕс евĕр курăнакан тыр-пул уйĕсене юратма вĕрентет. Анне пире тата ҫынлăхăн чи лайăх енĕсене ăша хывма, ырă ĕҫсем тума вĕрентет, пурнăҫра тĕрĕс ҫул суйласа илме пулăшать. Анне тивлечĕпе хавхаланса, хамăршăн чи хаклă ҫыннăмăра асра тытса эпир пурнăҫра темле кăткăс лару-тăрăва та ҫĕнме вăй-хал ҫитерĕпĕр.

Аннеҫĕм! Мĕнле телей тĕнчере эсĕ пурри! Сансăр хĕвел те ăшăтмасть, уйăх та ҫутатмасть, чечек те ҫеҫкине ҫурмасть. Эпĕ хам юратнă аннене ҫирĕп сывлăх, телей сунатăп.

Виктория Вазякова, Мăн Этмен шкулĕ. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1