Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

КИРОВСКАЯ ОБУВНАЯ ФАБРИКА

25 ОКТЯБРЯ  в РДК с 10 до 15 часов  состоится 

распродажа обуви  из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт. 

(16+)

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Халăхпа - уçă калаçу

Категория: Общество Опубликовано: 22.12.2017, 08:38 Просмотров: 529

Декабрĕн 20-мĕшĕнче районта черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Кашни уйăхăн виççĕмĕш юнкунĕнче пулакан информаци кунне ку хутĕнче патшалăхăн власть тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен представителĕсем - ЧР çын прависен уполномоченнăйĕ Надежда Прокопьева ертсе паракан информушкăн - пирĕн района килсе çитнĕ. Вăл малтанах ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ларăва пухăнса Пĕрлехи информаци кунне йĕркелес, унăн тĕп темисемпе халăха паллаштарас ыйтусене тишкернĕ. Мероприятие çавăн пекех ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Юлия Стройкова, район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров хутшăннă. Надежда Прокопьева хăйĕн сăмахĕнче тĕлпулусенче Раççей Федерацийĕн Президентне суйламалли кампани пуçланнине, çавăн пекех çĕршыври тата республикăри демографи лару-тăрăвне лайăхлатмалли майсене, Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем вăхăтĕнче пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес ыйтусене тишкермеллине палăртнă. Лару вĕçленсен информаци ушкăнĕсем ял тăрăхĕсене çитсе вĕсен территорийĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулнă, информкун темисене тата халăха хумхантаракан ыйтусене сỹтсе явнă.

А.ДМИТРИЕВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3