ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи.
П Р О Д А Ю:
Дрова колотые:
Дуб, береза, липа.
Тел. 8 965 687 75 57, 8 908 307 01 21.
Работа:
Принимаем на работу с обучением следующих специальностей:
слесаря металлоизделий; сварщика (газ, дуговая, полуавтомат);
маляра (покраска металлоизделий); помощника руководителя производственного
подразделения ( приветствуется образование, коммуникабельность, умение подбирать
и управлять людьми, об оплате и условиях при собеседовании).
Оплата сдельно- премиальная.
Тел.: 8 9260494825 (Юрий), 89613886161 ( Сергей Сергеевич).
Продаю:
Торговое помещение 46 кв. м. ТЦ " Юман", 2 этаж.
Цена 1500000 рублей, торг.
Тел. 8 903 322 21 45, 8 919 679 40 17.
Кировская обувная фабрика
7 декабря в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натуральной кожи и
прием обуви на ремонт.
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Район хаçачĕн майăн 31- мĕшĕнче тухнă номерĕнче пичетленнĕ кивĕ сăнỹкерчĕк айне эпир ăна хăçан тата ăçта ỹкернине, унта камсене сăнланине пĕлменни пирки çырнăччĕ.
Хаçат тухнă хыççăн тепĕр куннех пирĕн пата редакцине хальхи вăхăтра Сорăмра пурăнакан Надежда Яковлевна Жевно (хĕр чухнехи хушамачĕ Матянина) килчĕ. Вăл хаçатра пичетленнĕ сăнỹкерчĕк тахçан вĕсен çемье архивĕнче упраннине каларĕ. Ăна 2013 çулхи çуркунне Надежда Яковлевна редакци валли хăйсен ялĕнчи Владимир Петуховран парса янă пулнă. Анчах та Владимир Петухов (1928 çулта çуралнăскер) çав çулах пурнăçран уйрăлса кайнă. Çапла майпа сăнỹкерчĕк темиçе çул хушши редакцинче упраннă, илсе килсен лайăх çырса юлман-ши - вăл камăн пулнине пĕлеймен.
Надежда Яковлевна вара сăнỹкерчĕкри çынсене пурне те паллать - вĕсем пурте, чи малти ретре сылтăм енче хĕрринче ларакан арçынсăр пуçне, Сорăм ялĕнчи çынсем. 1947 çулта Вишенер енче Сăр тăрăх баржăпа йывăç тиесе ăсатнă чух тунă иккен çак сăнỹкерчĕке. Унта хайхи Владимир Петухов та (çỹлти ретре хĕрринчен сулахайра), Надежда Яковлевнăн ашшĕпе амăшĕ те пур.
Амăшĕ - Пелагея Николаевна Матянина, сăнỹкерчĕкре варринчи ретре сулахай енчен чи хĕрринче ларать. Шел те, вăл пĕлтĕр пурнăçран уйрăлса кайнă. Ашшĕ, Яков Васильевич Матянин, çỹлтен иккĕмĕш ретре сылтăм енче хĕрринче тăрать. Вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче вилнĕ.
Çавăн пекех сăнỹкерчĕкре Сорăм ялĕнчи Николай Николаевич Киселева курма пулать - варринчи ретре сылтăм енчен тăваттăмĕш. Вăл вăрçăра танкист пулнă, Мухтав орденĕн виçĕ степеньне те тивĕçнĕ. Надежда Яковлевна каласа панă тăрăх, вăрçă паттăрĕн пурнăçĕ инкеклĕ татăлнă - иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче ăна сунарта пăшалтан персе вĕлернĕ.
Надежда Жевно вара, Сорăмра çуралса ỹснĕскер, 40 çул ытла Санкт-Петербургра пурăннă, чылай çул хушши метрополитен деповĕнче вăй хунă. Амăшĕ чирлесен яла ăна пăхма куçса килнĕ. "Халĕ ялтан каяс та килмест, - тет вăл. - Питерта манăн ачасемпе мăнуксем пурăнаççĕ. Май пулсанах вĕсем те яла курма килеççĕ".
А.ТИМОФЕЕВА.