ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Аслă çултан пăрăнса кĕрсе Хăмаркка еннелле çул тытрăмăр, "Нива" ЯХПК уй-хирне çитсе курма васкарăмăр. Пĕр уйĕнче кĕрхи тулăна вырса илнĕ ĕнтĕ, улăмне тĕркемлесе хунă. Тепĕр енне пăхсан кĕрхисене акма хатĕрленĕ çĕрсем курăнаççĕ. Çырма леш енче кĕрхи тулă сарă тинĕс пек курăнать, инçех мар вăрман, ял урамĕсем... Кун пек хитре вырăнта пĕр-пĕр ỹнерçĕ тỹрех аллине киçтĕкпе сăрă тытса ỹкерме пуçлĕччĕ ĕнтĕ. Маншăн вара ĕççи пирки вулакан патне хыпар çитересси малта пулчĕ.
"Нивăра" икĕ комбайн тырă вырать. Пĕрин рулĕ умĕнче - Юрий Гаврилович Воронов, ху-çалăхăн тĕп инженерĕ. Вырмана кăçал ытти çулхисенчен кая юл-са тухнă пулсан та тырпул ăнса пулнăшăн хавхаланса ĕçлет. Хăй вăхăтĕнче "Путь Ильича" колхозра нумай çул ĕçленĕ Андрей Чеченешкин вара тăван колхозĕ арканнăранпах Мучи-кассинче тырă вырать. Иккĕшин те ĕç опычĕ пысăк, уяр кунсемпе тухăçлă усă курса тыр-пула тăкаксăр пухса илме тăрăшаççĕ. Вĕсене ĕççире Сергей Майоровпа Борис Чеченешкин пулăшаççĕ. "Нива" ЯХПК ертỹçи Владимир Мурайкин вырма мĕнле пынине тата хуçалăхра пулса пыракан ытти ĕçсене тимлесех тăрать. Ку чухне кашни минут хаклă: тыр-пулне те кĕртмелле, фермăсене те хĕле хатĕрлемелле тата ытти те - унăн пур ыйтăва та татса памалла. Ĕççи пирки сăмах хускатнă май Владимир Иванович кĕскен çапла пĕлтерчĕ.
- Кăçал хуçалăхăн пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕтĕмпе 850 гектар лаптăкран çулса илмелле, вăл шутра 310 гектар кĕрхи, 540 гектар çурхи культурăсем йышăнаççĕ. Ĕнерхи кун тĕлне çĕр ĕçченĕсем 80 гектар çинче кĕрхисене вырса илчĕç. Тухăçĕ пĕчĕкех мар темелле, гектар пуçне - 28 центнер. Çапах та Владимир Иванович кăçалхи вырма йывăртарах майсенче пурнăçланнине палăртрĕ. Кунта чи малтанах çанталăк айăпĕ пур. Тырă йĕтем çине нỹрĕ килсе выртать. Ăна сортламалла, типĕтнĕ хыççăн тин пỹлмене кĕртмелле. Йĕтем çинче халĕ 15 рабочи тата 5 машинист вăй хураççĕ. Çак йĕркесен авторĕ йĕтем çине çитсен те унта хĕрỹ ĕç шавĕ тăратчĕ, кĕрхи тулăна ятарлă агрегат витĕр тасатса кăларса икĕ прицеплă КамАЗ самосвал çине тиетчĕç. Уй-хиртен йĕтем çине тырпула Вячеслав Скворцов, Илья Афанасьев, Александр Тимешков водительсем ГАЗ автомашинăсемпе турттарса тăраççĕ. Ĕç кал-кал пырать, çанталăк çеç ĕççире чăрмав ан кỹтĕрччĕ.
Ноябрь 2024 |