Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Ĕçпе хỹтĕлеве яланах хатĕр пулар

Категория: Спорт Опубликовано: 25.04.2018, 10:55 Просмотров: 525

Юлашки çулсенче Пĕтĕм Раççейри "Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" (ГТО) физкультурăпа спорткомплексĕн нормисене пурнăçласси анлă сарăлчĕ. Пирĕн район та ку енĕпе çине тăрса ĕçлет. Çакна ГТО нормисене пурнăçлас енĕпе пĕрремĕш кварталшăн тунă пĕтĕмлетỹсем çирĕплетсе параççĕ.

Районта ултă çултан аслăрах 13429 çын пурăнать пулсан, 1356-шĕ ГТО сайтĕнче регистрациленсе идентификациллĕ ятарлă номер (ID номер) илнĕ. Вĕсенчен 453 çын яваплăхне туйса кăçалхи пĕрремĕш кварталта ГТО нормисене пурнăçланă. Вĕсенчен 111-шĕ ылтăн, кĕмĕл тата пăхăр значоксене тивĕç пулнă. Значоксемпе вĕсен удостоверенийĕсем çывăх вăхăтра çитессе кĕтетпĕр. Палăртма кăмăллă, ГТО нормисене пĕрремĕш кварталта пурнăçланисен пĕтĕмĕшле хисепĕпе эпир 25 районпа хула хушшинче пиллĕкмĕш вырăнта тăратпăр. Значока тивĕçнисен шучĕпе вара республикăра хĕрлĕчутайсене çите-кенни пулман, ку енĕпе эпир пĕрремĕш вырăн йышăнма пултартăмăр. Унтан - Шупашкар хули (104 значок), Çĕнĕ Шупашкар (96), Елчĕк районĕ (43).

ГТО нормисене пурнăçлас ĕçе район админист-рацийĕнче ĕçлекенсем хастар хутшăннине палăртмалла. Шкул ачисем те питĕ маттур. Иртнĕ шăмат- кун пулнă Сывлăхпа спорт кунĕнче акă район больницин коллективĕ те ГТО нормисене пурнăç-лама тăрăшрĕ. Эпир учительсемпе шкулта вăй хуракан ытти ĕçченсене те, суту-илỹре тимлекенсене те, тĕрлĕ сферăра тăрăшакансене пурне те ГТО нормисене пурнăçлама чĕнсе калатпăр. Сăмах май, чи малтан ГТО сайтĕнче регистрациленсе кашнин идентификациллĕ ятарлă номер илмелле, ăна вара "Хастар" ФСК-на (район администрацийĕн хушăвĕпе ăна ГТО нормисене пурнăçлас енĕпе тестировани центрĕ тесе çирĕплетнĕ) пĕлтермелле.

Ку ĕç малалла та пурнăçланса пырĕ. ГТО нормисене пурнăçлама районти коллективсем малашне йышлăн, пысăк хавхаланупа, кăмăллăн хутшăнасса шансах тăратпăр.

Алексей НИКИТИН, райадминистрацин физкультурăпа спорт тата çамрăксен политикин секторĕн заведующийĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5