Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Салтак салтак валли тунă хĕç-пăшал

Mikhail KalashnikovМ.Т.Калашников çуралнăранпа - 100 çул

Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе 2019 çулта пирĕн çĕршывра М.Т.Калашников çуралнăранпа 100 çул çитнине анлăн паллă тăваççĕ. Михаил Тимофеевич КАЛАШНИКОВ - Совет Союзĕн тата Раççейĕн стрелковăй хĕç-пăшал конструкторĕ, техника наукисен докторĕ, генерал-лейтенант, тĕнчипе паллă Калашников автоматне шутласа кăлараканĕ. Икĕ хутчен - 1958 тата 1976 çулсенче - "Социализмла Ĕç Геройĕ", 2009 çулта "Раççей Федерацийĕн Геройĕ" хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ. Пĕрремĕш степеньлĕ Сталин премийĕн (1949 çул), Ленин премийĕн (1964 çул) лауреачĕ. Çветтуй Андрей Первозванный апостол орденĕн кавалерĕ.

Михаил Калашников хăйĕн автомачĕ пирки çапла каланă: "Салтак салтак валли тунă хĕç-пăшал". Усă курас енĕпе ансатлăхĕпе палăрса тăракан автомат шутласа кăларма пултарнă çыннăн кун-çулĕпе тĕплĕнрех паллашар-ха.

Ачалăхĕ

1919 çулхи ноябрĕн 10-мĕшĕнче Алтай крайĕнчи Курья салинче çуралнă Михаил Калашников çемьере 17-мĕш ача пулнă. Пурĕ вара Калашниковсен çемйинче 19 ача çуралнă, анчах та вĕсенчен 8-шĕ çеç чĕрĕ юлнă.

1930 çулта ашшĕне кулак тесе йышăннăран Калашниковсене Томск облаçне кăларса яраççĕ. Кунта çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн Михаил каялла Алтай тăрăхне таврăнать, унта тата пĕр çул вĕренет те каллех Томск облаçнех, ашшĕпе амăшĕ патне, каять.

Шкулта вĕреннĕ чухнех Михаил Калашников техникăпа кăсăкланнă, физика, геометри тата литература унăн юратнă предмечĕсем пулнă.

Ашшĕпе амăшĕ патне каялла Томск облаçне таврăнсан темиçе уйăхран хĕç-пăшала мĕнле тунипе пĕрремĕш хут паллашнă - браунинг пистолета хăй аллипе сỹтнĕ.

18 çула çитсен Михаил тăван саларан Алма-Ата облаçне пурăнма куçнă. Унта вăл 1936-1938 çулсенче Туркестанпа Çĕпĕр чугун çулĕн политуйрăмĕнче техника секретарĕнче ĕçленĕ. Машинистсемпе, токарьсемпе, слесарьсемпе тăтăшах калаçни унăн техникăпа кăсăкланас туртăмне çирĕплетнĕ, вара çамрăкăн хăйĕн те мĕн те пулин шутласа кăларас шухăш çуралнă.

Çарта пулни

1938 çулхи кĕркунне Михаил Калашникова Хĕрлĕ Çара илеççĕ. Киеври ятарлă çар округĕнче службăра тăнă чух вăл кĕçĕн командирсен курсĕсенче вĕреннĕ май танкăн механик-водителĕн специальноçне алла илет. Хыççăн Хĕвеланăç Украинăри танк ди-визийĕнче службăра тăрать.

Çак вăхăтра унăн изобретатель туртăмĕ вăйланать: танк пушкинчен пенине шутламалли инерциллĕ счетчик, танк башнинчи хушăксенчен ТТ пистолетпа ăнăçлăрах пемелли ятарлă хатĕр, танк моторесурсĕн счетчикне шухăшласа кăларать. Танк моторесурсĕн счетчикĕ пирки доклад тума Калашников çамрăк танкиста Киеври ятарлă çар округĕн командующийĕ Георгий Жуков арми генералĕ патне чĕнеççĕ. Командующийпа калаçнă хыççăн Михаил Калашникова Киеври танк училищине яраççĕ. Кунта вăл моторесурс счетчикĕн опытлă тĕслĕхĕсене хатĕрлет, тĕрĕслевсем хыççăн вара Мускавра, унтан Ленинградра хăй шутласа кăларнă счетчика ытларах туса кăларас ĕçе хутшăнать.

Аслă Отечественнăй вăрçăра

Вăрçă вут-çулăмне Михаил Калашников аслă сержант 1941 çулхи август уйăхĕнче кĕрет. Ăна, танк командирне, çав çулхи октябрь уйăхĕнче Брянск çывăхĕнче йывăр амантаççĕ.

Госпитальте выртнă чух автоматизациленĕ хĕç-пăшал туса кăларас шухăшпа ытларах çунма пуçланă. Хăй мĕн пĕлнипе, юлташĕсен шухăшĕпе усă курса, кĕнекесем вуласа ĕлкесемпе чертежсем тума тытăннă.

Малтанласа Михаил Калашников специалистсем пулăшнипе пистолет-пулеметăн опытлă тĕслĕхне шутласа кăларнă. 1942 çултан пуçласа вăл стрелковăй тата минометлă хĕç-пăшалăн ятарлă наукăпа тĕпчев полигонĕнче ĕçленĕ. Кунта вăл 1944 çулта карабин шутласа кăларнă, вăл пулас автоматăн прототипĕ пулса тăнă.

Вăрçă хыççăн

1945 çултан тытăнса вăл автоматизациленĕ хĕç-пăшал тăвассипе курăмлă ĕçленĕ, 1947 çулта Калашников автомачĕ конкурсра çĕнтернĕ, ăна хĕç-пăшал шутне кĕртнĕ. 1948 çулта Калашникова автомат туса кăларас ĕçе йĕркелес тĕллевпе Ижевскри мотозавода яраççĕ.1949 çулхи майăн 20-мĕшĕ тĕлне кунта 1500 автомат туса кăларнă, вĕсен техника документацине хатĕрленĕ.

Çав çулах Михаил Калашников Сталин премине тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçет.

Тĕпчевпе конструктор ĕçĕсемшĕн тата изобретенисемшĕн 1971 çулта Михаил Калашникова техника наукисен докторĕн ученăй степеньне параççĕ. Унăн тĕрлĕ изобретенисен 35 автор свидетельстви пулнă.

Михаил Тимофеевич Раççейри тата ют çĕршывсенчи 16 академин академикĕ пулнă. 1999 çулта вăл генерал-лейтенант звание тивĕçнĕ.

Михаил Тимофеевич Калашников 2013 çулхи декабрĕн 23-мĕшĕнче Ижевск хулинче вилнĕ. Тĕнчипе паллă конструкторпа сывпуллашнă çĕре Раççей Президенчĕ Владимир Путин тата РФ оборона министрĕ Сергей Шойгу хутшăннă.

Михаил Калашникова Мускав облаçĕнче вырнаçнă Федераллă çар мемориалĕн çăви çинчи Геройсен Пантеонĕнче пытарнă.

Калашников автомачĕ

7,62 миллиметрлă Калашников автомачĕ (АК) - СССР-та 1949 çулта хĕç-пăшал шутне илнĕ автомат.

Калашников автомачĕпе унăн модифика-цийĕсем анлă сарăлнă стрелковăй хĕç-пăшал шутне кĕреççĕ. 60 çул хушшинче 70 миллион ытла автомат кăларнă, вĕсемпе 50 ют çĕршыв çарĕсем усă кураççĕ.

Калашников автоматне тĕпе хурса çар тата гражданла стрелковăй хĕç-пăшалăн тĕрлĕ калибрне кăларнă, çав шутра - АКМ тата АК-74 автоматсем, Калашниковăн алăпа пемелли пулемечĕ, карабинсем тата "Сайга" пăшал.

("Википеди" материалĕсем тăрăх).

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3