ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
"Çавăн пек професси пур - çĕршыва хỹтĕлесси". Пурте пĕлекен тата пĕрре кăна мар курнă "Офицеры" фильмри çак сăмахсене тĕпе хурса-ши, урăх сăлтавпа-ши - юлашки вăхăтра районти шкулсенчен вĕренсе тухакан яшсем çĕршыва хỹтĕлессипе çыхăннă профессие ытларах та ытларах суйласа илеççĕ. Чыс, хăюлăх, хастарлăх, чăтăмлăх, шанчăклăх, яваплăх мĕнне пĕлекен паянхи курсантсем, пулас офицерсем, ытти çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Çавăнпа та хамăрăн проектра вĕсем çинчен çырса кăтартни вырăнлă пулĕ тесе шутлатăп.
Кадет класĕнчен - çар авиацийĕн училищине
Сызраньти çар авиацийĕн вертолетпа вĕçекенсене хатĕрлекен аслă училищин курсанчĕшĕн Алексей Дадюковшăн хальхи вăхăтра экзаменсем тытмалли хĕрỹ тапхăр пырать. Апла пулин те Алексей самантлăха тупăннă пушă вăхăчĕпе усă курса хăйĕн çинчен каласа пама кăмăл турĕ - куншăн ăна пысăк тав.
Интернет ĕмĕрĕнче пурăннăран халĕ информаци тупмалли-пухмалли ĕç самай çăмăлланать ĕнтĕ. Çапах та ку мелпе усă курсан та нихăçан курман-илтмен çынран унăн пурнăçĕ çинчен ыйтса пĕлме çăмăлах мар. Алексей Дадюкова вара эпĕ, вăл Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта вĕреннĕрен, лайăх пĕлетĕп. Шкулта вĕреннĕ чух тĕрлĕ спорт енĕпе чылай çитĕнỹ тунăран ун çинчен район хаçатĕнче тăтăшах çыраттăмăр. Уйрăмах кадет класĕнче вĕреннĕ вăхăтра вăл класпа пĕрле е уйрăммăн тĕрлĕ ăмăртусенче çĕнтерни пирки илтсех тăраттăмăр. Спортри çитĕнĕвĕсемшĕн Алексей 2017 çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятран паракан стипендине те тивĕçнĕччĕ.
Ачаранах çарпа çыхăннă професси суйласа илме ĕмĕтленнĕскер, шкултан вĕренсе тухсан ăçта вĕренме каясси пирки Алексей питĕ лайăх пĕлнĕ - çар училищине. Анчах та хăшне? Çĕрпе е сывлăшпа çыхăннине? Сывлăшпа пулсан - десант е авиаци?
Алексей çапах та авиаци çинче чарăнса тăнă. Алексейăн ашшĕ Вячеслав Дадюков каланă тăрăх, кĕçĕн ывăлĕ Ульяновскри авиацин аслă училищинче вĕреннĕ Эдик пиччĕшĕн сĕнĕвне шута илнĕ хыççăн татăклă йышăну тунă. Вара Сызраньти çар авиацийĕн вертолетпа вĕçекенсене хатĕрлекен аслă училище суйласа илнĕ.
"Алеша ăçта вĕренме кĕме шутланине пĕлсен кĕрейместĕн пуль унта вĕренме теттĕмĕр, çапах та вăл çине тăчĕ, чăтрĕ, пултарчĕ, вĕренме кĕчĕ", - хăйсем ывăлĕшĕн пăлханнине аса илсе каласа парать Вячеслав Витальевич.
Кунта вĕренме кĕме çăмăл пулманни каламасăрах паллă. Патшалăх экзаменĕсене лайăх тытни кăна мар, сывлăх енчен пĕр кăлтăк та пулманни, хул-çурăм кĕрнеклĕ пулни, спортпа туслашни пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать.
"Вĕренме кĕнĕ чух мана юлташсен, атте-аннен, пиччен, юратнă хĕрĕн хавхалантару сăмахĕсем, вĕсен тĕревĕ питĕ пулăшрĕç. Юлташсен сăмахĕ уйрăмах витĕмлĕ пулчĕ, мĕншĕн тесен кадет класĕнче пĕрле вĕреннисенчен чылайăшĕ çарпа çыхăннă професси суйласа илчĕ. Вĕренме кĕреймесен, каялла чаксан вĕсен умĕнче намăс курассăн туйăнчĕ. Тата кỹренмелле те пулĕччĕ. Çавăнпа та тăрăшрăм, тĕрĕслевсем витĕр йĕркеллех тухас тесе çине тăтăм", - терĕ Алексей вĕренме кĕнине аса илнĕ май.
Пĕр-пĕр йывăрлăха парăнтарсан, палăртнине пурнăçа кĕртме май килсен хуть те кам та хаш сывласа ярать мар-и? Кăмăл та тулать вара, шỹтлес-кулас килет. Уйрăмах çамрăксем темĕнле пĕлтерĕшлĕ лару-тăрура та шỹтлеме вăхăт тупаççĕ. Çавăнпах пулĕ çар училищине вĕренме кĕнисем, курсант ятне тивĕçнисем, çапла шỹтлеççĕ иккен: "Вĕренме кĕреймесен - савăн, вĕренме кĕрсен - мухтан". Курсантсен хăйне евĕр философийĕ сисĕнет ку шỹтлĕ сăмахсенче...
Чĕререн тухакан тав сăмахĕсем
Ашшĕ-амăшĕн тĕревĕ хуть те камшăн та чăннипех пĕлтерĕшлĕ ĕнтĕ. Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан Алевтинăпа Вячеслав Дадюковсем икĕ ывăлне пĕчĕкренех спортпа туслă пулма хăнăхтарнă. Вĕсем хăйсем те район чысне хỹтĕлесе тăтăшах тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене хутшăннă, ачисене тĕслĕх кăтартнă. Спорта явăçтарнăшăн, кирлĕ вăхăт-ра ĕçпе тата сăмахпа пулăшнăшăн, тĕрев панăшăн Алексей ашшĕ-амăшне чĕререн тав тăвать. Районти "Хастар" ФСК директорĕнчетимлекен Вячеслав Витальевичпа райадминистрацин опекăпа попечительство секторĕн заведующийĕнче вăй хуракан Алевтина Николаевна паянхи кун та районăн спортпа обществăлла пурнăçĕнчен юлмаççĕ. Çапах та ашшĕ-амăшĕшĕн чи малти вырăнта - ачисем. Аслă ывăлĕ ỹссе çитсе пурнăç çулĕ çине тăнă, çемье çавăрнă, Шупашкарта ĕçлет. Кĕçĕнни, Алексей, тăван килте çулталăкра икĕ хутчен - хĕллехи тата çуллахи отпускра - кăна пулса курать. Çавăнпа та ашшĕпе амăшĕ ун патне Сызране хăйсем кайса курма тăрăшаççĕ, çулталăкне пĕр-икĕ хутчен те пулин пулаççех вăл вĕреннĕ çĕрте. Халĕ вара Дадюковсем ывăлĕ иккĕмĕш курсшăн экзаменсене ăнăçлă тытса киле çуллахи отпуска килессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
Вĕренме кĕнĕ чух та, вĕреннĕ хушăра та кадет класĕнче пĕлỹ илни питĕ пысăк пулăшу кỹнине те пытармасть Алексей. Физкультура енĕпе аталанни, çарпа прикладной спорт тĕсĕсене алла илни, стройпа утни, дисциплинăна хăнăхни - çакă пĕтĕмпех кирлĕ пулнă ăна. "Çакăншăн кадет класĕн наставникне Эдуард Васильевич Романова питĕ пысăк тав сăмахĕ калатăп", - тет халĕ Алексей Дадюков курсант.
Вертолет экипажĕн пулас командирĕ
Алексей Дадюков авиаци карапĕн - вертолетăн - экипаж командирĕ пулма вĕренет. Пурĕ пилĕк çул вĕренмелле. Кăçал иккĕмĕш курс пĕтерекенскерĕн пулас специальноçĕ çапларах: электрификациллĕ тата пилотажпа навигаци комплексĕсен техника эксплуатацийĕ. Çак сăмахсене вуланипех кунта вĕренме çăмăл маррине ăнланма пулать.
Курсантсене тĕрлĕ предмета (тĕслĕхрен, авиаци двигателĕсен теорине) ăша хывнипе пĕрлех вертолетпа вĕçме те вĕрентеççĕ. Хальлĕхе - тренажерсемпе. Малашне вара вĕсем чăн-чăн вертолетсемпе вĕçме хăнăхĕç: Ми-8, Ми-24, "Ансат". Тĕслĕхрен, Ми-8 - анлă сарăлнă, нумай тĕллевлĕ, гражданла е çар авиацийĕн задачисене пурнăçламалли вертолет шутланать. Çитес çул Алексей Дадюков практикăра шăпах çак вертолетпа вĕçĕ.
Вертолетсем, професси пуласлăхĕ пирки Алексей питех сăмах вакласа каймарĕ - çар вăрттăнлăхĕ пулинех. Вĕренсе пĕтерсе алла диплом илнĕ хыççăн çамрăк офицерсене службăна малалла тăсма тĕрлĕ çĕре янине çеç каларĕ.
Курсантăн спортри çитĕнĕвĕсем
Алексей вĕреннĕ çĕрте те тĕрлĕ ăмăртусене хутшăннине пĕлнĕрен спортри çитĕнĕвĕсем çинче тĕплĕнрех чарăнса тăма ыйтрăм. "Тĕрĕссипе, летчикпа спорт - килĕшсе-çураçса тăракан япаласем мар, - терĕ кун пирки сăмах пуçарсан Алексей. - Пирĕн офицерсем кун пирки çапла шỹтлеççĕ: "Летчик утать-тăк - спортсмен".
Апла пулин те çар авиацийĕн училищин курсанчĕсем тăтăшах спорт ăмăртăвĕсене хутшăнаççĕ. Хăй вĕренекен училище чысне Алексей хĕлле биатлон, çулла пилĕк енлĕ ăмăртусенче хỹтĕлет. Ăмăртусем тĕрлĕ хуласенче иртнĕрен ăçта кăна çитмен-ши вăл? Архангельск облаçĕнчи Мирный хули, Санкт-Петербург, Тверь, Мускав...
Училищĕре Алексей Дадюков çăмăл атлетика енĕпе тĕрлĕ дистанцисене чупассипе чи лайăххи шутланать. Чăрмавсене парăнтармалли ятарлă тăрăха та (полоса препятствий) пуринчен те малтан тухать. Полиатлон, виçĕ тата тăватă енлĕ кĕрешỹсем енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕн ятне тивĕçнĕ курсантăн урăхла пулма та пултараймасть пулĕ.
"Пирĕн пата вĕренме килччĕр..."
Вĕренĕвĕ пирки тата мĕн хушса каламалли пур тесе ыйтсан Алексей Дадюков шăпах çапла каларĕ. Чăваш тăрăхĕнчен вĕренме килнисем ытларах пулсан лайăхрахчĕ терĕ: "Ентешсем сахал кунта, курсра виç-тăватă çын кăна".
Авиацин çар училищине вĕренме кĕрес шухăшлисен мĕн пĕлмеллипе кăсăклантăм вара. Патшалăх экзаменĕсен кăтартăвĕсем питĕ пысăк пулни пĕлтерĕшлех мар иккен кунта, чи кирли - таса та çирĕп сывлăхлă пулмалла, спортпа туслашмалла. Профессие юрăхлă пулнине питĕ тĕплĕн тĕрĕслеççĕ.
"Вĕренме кĕрес кăмăл çирĕп пулсан, тĕллев лартсан палăртнине пурнăçлама пулать, - терĕ Алексей. - Чи кирли - чун туртăмĕ пултăр. Вĕренме çăмăл теместĕп, анчах тăрăшсан, хăнăхсан чиперех ĕлкĕрсе пыратăн".
Экзаменсен кăтартăвĕ пĕлтерĕшлех мар тени пачах вĕренмелле мар тенине пĕлтермест, паллах. Ытларах математика, физика предмечĕсене ăша хывмаллине палăртать Алексей, историе те аван пĕлмелле, вырăс тата акăлчан чĕлхисене те тимлĕх уйăрмалла.
Вĕренме кĕнисене кунта пурăнмалли вырăнпа, çи-пуçпа тивĕçтереççĕ, апат та çитереççĕ. Çакă пĕтĕмпех тỹлевсĕр. Вĕреннĕшĕн те тỹлемелле мар. Пачах урăхла - курсантсене стипенди те параççĕ. Курсантсем хăйсен шалăвĕпе (стипендие çапла калаççĕ вĕсем) кăмăллă. Пытармасăр каласан, вĕсен шалăвĕ пирĕн тăрăхри хăш-пĕр çынсен ĕç укçийĕнчен те пысăкрах тесен те юрать.
Вĕренсе пĕтерсе алла диплом илсен тата лейтенант пакунĕсене тивĕçсен шанчăклă ĕç вырăнĕ пулать. Çар çыннисене патшалăх хальхи вăхăтра чылай çăмăллăхсемпе тивĕçтерет. Çавăнпа та паян шкулта вĕренекен яшсене пуласлăхне çар училищипе çыхăнтарма сĕнес килет. Енчен те сывлăш, пĕлĕт тата вертолетсем чунтанах илĕртеççĕ пулсан - Чутай енĕн маттур каччи Алексей Дадюков вĕренекен Сызраньти çар авиацийĕн аслă училищине те суйласа илме пултаратăр.
Кеске справка
Самара облаçĕнчи Сызраньти летчиксен аслă çар авиацийĕн училищи (çар институчĕ) - çар летчикĕсен вертолетсемпе вĕçме хатĕрлекен Раççей Федерацийĕнчи пĕртен-пĕр аслă вĕренỹ заведенийĕ. Çĕршывăн тĕрлĕ министерствисемпе ведомствисем валли хатĕрлекен летчиксене Ми-2, "Ансат", Ка-226, Ми-8, Ми-24 вертолетсемпе вĕçме вĕрентеççĕ.
Çар институчĕ "Н.Е.Жуковский профессор тата Ю.А.Гагарин ячĕпе хисепленекен çарпа сывлăш академийĕ" вĕренỹпе наука çар центрĕн филиалĕ шутланать.
Училищĕре хамăр çĕршывра пурăнакансем кăна вĕренмеççĕ. Кунта чылай ют çĕршыври çар специалисчĕсене те вертолетсемпе вĕçме хатĕрлеççĕ.
Сызраньти летчиксен аслă çар авиацийĕн училищин выпускникĕсем тăтăшах "вĕри точкăсенче" пулаççĕ.
А.КАРПОВА.
Ноябрь 2024 |