ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Пулас офицер
Ишеккассинче çуралса ỹснĕ, икĕ çул каялла Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкултан вĕренсе тухнă, хальхи вăхăтра Рязаньти сывлăшпа десант çарĕсен аслă училищинче вĕренекен Юрий Тимофеев тăван яла отпуска килнине пĕлсен унпа тĕл пулса калаçма шутларăм. Ишеккасси ялĕн Тĕп урамĕнче вырнаçнă кил-çуртра мана кĕрнеклĕ курсант хăй, унăн амăшĕ Надежда Ивановна тата мамаккăшĕ Зоя Николаевна тараватлăн кĕтсе илчĕç. Юрăн Лина йăмăкĕ вара килте çукчĕ, каникул пулнипе усă курса Мускава кайнăччĕ вăл...
Спортпа туслашса ỹсрĕ
Юрăна мĕн ачаранах пĕлетĕп те, сăпайлă та сăмах нумай ваклама, хăйĕн ăнăçăвĕсемпе мухтанма юратманскерĕн спортри çитĕнĕвĕсене асăрхасах тăрат-тăм. Районта "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕ уçăлнă хыççăн спорта тĕллевлĕн ура ярса пуснăскер, тренерсем пулăшнипе тата хăй тăрăшнипе вăл шкулта вĕреннĕ вăхăтра çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ турĕ. Çăмăл атлетика, триатлон, акватлон енĕпе вăл хăйне пĕрре кăна мар тĕрĕслерĕ, акватлон енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕн ятне те тивĕçрĕ.
Вĕрентекенĕсене илес пулсан, 5-9-мĕш классенче Юрăна физкультурăпа Галина Мидюкова вĕрентнĕ, 10-мĕш класран пуçласа - Эдуард Романов. Ишес ăсталăхне туптама вара чи малтанах Людмила Михуткина тренер пулăшнă, унтан - Юрий Столяров.
Юрий Тимофеев аслă классенче вĕреннĕ чух Хĕрлĕ Чутай шкулĕн салтак çулне çитмен çамрăкĕсемпе пĕрле Краснодар хулинче иртнĕ Спартакиадăна та хутшăнчĕ, унта хăйне лайăх енчен кăтартса пачĕ. Аса илтеретĕп, ун чухне Эдуард Романов ертсе пыракан команда Раççей шайĕнчи ăмăртуран иккĕмĕш вырăн йышăнса таврăнчĕ.
Унтан Юра хăй вĕренекен шкул командипе Анапăра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри шкул ачисем хушшинчи вăй-хал хатĕр-ленĕвĕн смотрĕнче пулчĕ. Хура тинĕс хĕрринчен вĕсем çĕнтерỹпе таврăнчĕç. Юра вара унта уйрăм кăтартăвĕпе палăрнăччĕ, ишес енĕпе пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Юрий Тимофеевăн пултарулăхне республика шайĕнче те пысăк хак пачĕç - 2017 çулта вăл республика Пуçлăхĕн ятран паракан стипендине илсе тăчĕ.
Тĕрлĕ ăмăртусенче çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тăвакан яшăн шăпах Спартакиадăна хутшăннă хыççăн пуласлăхне çарпа çыхăнтарас шухăш çуралать. Салтак çулне çитмен çамрăксене ăнăçу çулĕпе илсе пыракан Эдуард Романов педагог та вĕсене шкултан вĕренсе тухсан çарпа çыхăннă професси суйласа илме сĕннине пытармасть Юра. Çавăнпах ĕнтĕ вăл шкул саккипе сывпуллашсан Рязаньти В.Ф.Маргелов арми генералĕ ячĕпе хисепленекен сывлăшпа десант çарĕсен аслă училищине вĕренме кĕнĕ.
Парашютпа та сикеççĕ, 60 çухрăм çуран та утаççĕ
"Вĕренме кĕнĕ" тени ытла та çăмăллăн илтĕнет-ха ĕнтĕ, тĕрĕссипе, Рязаньти çар училищине вĕренме кĕрес тесен нумай тар тăкмалла. Патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă пани кăна çителĕксĕр, курсант пулас ĕмĕтлисене вăй-хал енчен питĕ çирĕп тĕрĕслеççĕ. Июль уйăхĕнче пуçланаççĕ тĕрĕслевсем. Енчен те яш вĕренме кĕрсен ăна киле ямаççĕ, çамрăк боецсен курсĕ-сенче тĕрĕслеççĕ. Рязаньти сывлăшпа десант çарĕсен аслă училищин курсанчĕ пулса тăнисем пĕрремĕш хут киле икĕ эрнелĕх отпуска декабрь уйăхĕнче çеç килеççĕ...
Юра вĕренме кĕнине пĕлсен çывăх çыннисемпе тăванĕсем питĕ савăннă. Надежда Ивановна ывăлĕ патне кайса та килнĕ (ашшĕ-амăшне пырса курма чармаççĕ). Юра уйри çăмăлах мар условисенче пурăннине курнă пулин те вăл чунĕнче ывăлĕ чăн-чăн арçын профессине суйласа илнĕшĕн хĕпĕртенине пытарман. Ывăлĕн çитĕнĕвĕсене курнă пулсан ашшĕ мĕн тери савăннă пулĕччĕ те... Шел, Юрăн ашшĕ, Сергей Николаевич, темиçе çул каялла чире пула пурнăçран уйрăлчĕ.
Юра присяга тытнине курма вара Рязане амăшĕ, йăмăкĕ, иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕсем пынă. Çывăх çыннисем тĕрев пани, хавхалантарни Юрăна вĕреннĕ çĕрте те, йывăрлăхсене пăхмасăр, çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тума хистет.
Рязаньти училищĕре вĕренекен курсантсем, теорие ăша хывнипе пĕрлех, çар хатĕрленĕвĕ, физкультурăпа спорт енĕпе ăсталăхне туптаççĕ. Çакна валли училищĕн ятарлă вĕренỹ центрĕ пур, вăл 60 çухрăмри Сельцы салара вырнаçнă. Унта курсантсене тăтăшах илсе каяççĕ, кашнинчех - çуран. Сивĕ-и, ăшă-и, çумăр çăвать-и, çил-тăман вĕçтерет-и - пурпĕрех.
"Хальччен эпĕ вĕренỹ центрĕнче пĕр вунă хут та пулнă пулĕ, - каласа парать Юра. -Пире, сахалтан та факультетри 170 çынна, унта тĕрлĕ снаряжени тултарнă рюкзак тата автомат çактарса уттараççĕ. Çул çинче çур сехетлĕх чарăнусем пулаççĕ тата апат çитереççĕ. Полигонта ик-виçĕ эрне хушши пулатпăр, çав хушăра пеме вĕренетпĕр, çапăçу ăсталăхне хăнăхатпăр, спорт занятийĕсене хутшăнатпăр. Каялла вара каллех çуран утатпăр".
Училищĕре пилĕк çул хушши вĕреннĕ хушăра курсантсем "уйра", е тепĕр майлă каласан полигонта (вĕренỹ центрĕнче), пурĕ çулталăк ытла пулаççĕ.
Паллă ĕнтĕ, сывлăшпа десант çарĕсен училищинче вĕренекенсен тăтăшах парашютпа сикмелле. Юрий Тимофеев каланă тăрăх, вĕренме кĕнĕренпе вăл парашютпа 14 хут сикнĕ. Пĕрремĕш хут присяга тытичченех сикнине палăртать, 800 метр çỹллĕшĕнчен "вĕçме" пĕрре те хăраман иккен вăл.
Парашютне курсанта вĕренме кĕрсен параççĕ те унпа вара тăтăшах сикмелле. "Вĕçев" ăнăçлă ирттĕр тесен парашюта тĕрĕслесех, юсасах тăмалла, упрамалла, тăтăшах техосмотр ирттермелле.
Сăмах май, парашютпа çулталăкне ултă хут сиксен курсантăн шалăвĕ ỹсет. Çавăн пекех спорт мастерĕн кандида-чĕн нормативĕсене пурнăçланăшăн та укçа хушса тỹлеççĕ. Юрий Тимофеев ку нормативсене икĕ хутчен пурнăçланă: акватлон енĕпе шкулта вĕреннĕ чух, çарăн тăватă енлĕ ăмăртăвĕсемпе (военное четырехборье) - кăçал.
Пысăк шайри олимпиадăра çĕнтернĕ
Юра хăйĕн ăнăçăвĕсемпе мухтанма юратман каччă пулнине çỹлерех асăнтăм ĕнтĕ. Ăнсăртран илтмен пулсан, тен, вăл кăçал курсантсен пысăк шайри олимпиадинче çĕнтернине пĕлмесĕрех юлаттăм пулĕ. "Юра, эсĕ пĕлтерĕшлĕ ăмăртусенче çĕнтернĕ теççĕ, чăнах-и?" - тесе ыйтсан та сăпайлăн: "Пулнăччĕ ун пекки..." - терĕ çеç. Çапах та ыйту хыççăн ыйту панăçемĕн мĕнлерех ăмăртусене хутшăннине каласа пачех.
Кăçалхи майăн 13-18-мĕшĕсенче Юра вĕренекен сывлăшпа десант училищин никĕсĕнче Халăхсем хушшинчи курсантсен çарпа професси хатĕрленĕвĕн олимпиади иртнĕ. Ăмăртусене пурĕ 45 команда хутшăннă, вĕсенчен 8-шĕ - хĕр-курсантсен командисем.
Олимпиадăн финалне çичĕ патшалăхăн команди тухнă: Раççей, Белорусси, Армени, Казахстан, Киргизи, Таджикистан тата Узбекистан. Асăннă çĕршывсенчи 38 çар вĕренỹ заведенийĕн командисем автоматран тата пистолетран персе, чăрмавсене парăнтарса, шурлăхлă вырăна утса тухса, хỹтĕлев тумтирне вăхăтпа тăхăнса, инçĕше бронежилет тăхăнса чупса тупăшнă. Çар биатлонĕ те пулнă олимпиадăра.
Çар çыннин теорие те аван пĕлмелле, çавăнпа та олимпиадăра курсантсем халăхсем хушшинчи гуманитари прависене, медицинăна, перес енĕпе теорие мĕнле пĕлнине тĕрĕсленĕ.
Асăннă олимпиадăна 1-2-мĕш курссенче вĕренекенсем хутшăнаççĕ. Командăра пурĕ ултă çын. Юрăн команди ăмăртусене февраль уйăхĕнче хатĕрленме пуçланă.
Тăрăшни, хатĕрленни сая кайман - йывăрлăхсене парăнтарса олимпиадăра Рязаньти сывлăшпа десант çарĕсен команди çĕнтернĕ. Çакăншăн вĕсем Раççей оборона министрĕн Кубокне тата хаклă парнесене тивĕçнĕ. Юрий Тимофеев вара курсантсен олимпиадинче харпăр хăй кăтартăвĕсемпе пур ăмăртура та пĕрремĕш вырăн йышăнма пултарнă. Чăрмавсене парăнтармалли ятарлă тăрăха (полоса препятствий) кăна пĕрремĕш тухайман вăл, анчах ку тăрăх йăлана кĕни мар, самай йывăрлатни пулнă, ăна вырăсла "международная полоса препятствий" теççĕ.
Пур ăмăртура та тенĕ пек ăсталăхне, пултарулăхне, чун çирĕплĕхне кăтартса çĕнтерме пултарнăшăн Юра медале тата хаклă парнесене тивĕçнĕ: нетбук, фотоаппарат, электронлă икĕ кĕнеке, компьютерăн пралуксăр клавиатури тата "шăшийĕ".
Кăçалхипе 5-мĕш хут иртнĕ курсантсен халăхсем хушшинчи олимпиадинче çĕнсе илнĕ çак парнесене тата ятарласа касса кăларнă хитре йывăç рамкăна лартнă Хисеп хутне, медале Юра тăван килне илсе килнĕччĕ. Хисеп хутне тата медале Тимофеевсем асăнмалăх пỹлĕмри стена çине çакса хунă.
"Ялта лайăх та, чун Рязанех туртать..."
Курсантăн çуллахи отпускĕ пĕр уйăха тăсăлать. Çак хушăра Юрий Тимофеев амăшĕпе мамаккăшне пулăшма, тăван тавралăхпа киленме, пĕрле вĕреннĕ юлташĕсемпе тĕл пулса калаçма ĕлкĕр- нĕ. Çапах та ялта лайăх пулсан та чунĕ Рязанех, вĕреннĕ çĕрех туртнине пытармарĕ Юра. Виççĕмĕш курса çитнĕ чăваш каччине çар училищи вырнаçнă сывлăш ытларах илĕртни вăл десантникăн, офицерăн профессине суйласа илсе пĕрре те йăнăшманнине çирĕплетет пулĕ.
Сывлăшпа десант çарĕсен аслă училищинче пилĕк çул вĕренмеллине асăнтăм ĕнтĕ. Иккĕмĕш курсра чухне курсантсемпе контракт çыраççĕ - вĕренме тата хыççăн пилĕк çул хушши службăра тăма. Аслăрах курссенче вĕренекенсем отделени, взвод, рота командирĕсем пулаççĕ.
Юрий Тимофеев пĕлỹ илекен факультет персоналпа ĕçлеме вĕрентет, кунта курсантсем "Применение подразделений ВДВ" специальноçе алла илеççĕ. Училищĕрен курсантсем лейтенант званийĕпе вĕренсе тухаççĕ, вĕсене тỹрех служба вырăнĕпе тивĕçтереççĕ.
Юра отпускра пулнă вăхăтра училищĕре кăçал вĕренме кĕрес шухăшлисен тĕрĕслевĕсем пынă. Чăвашран пынă каччăсем унта чылай вĕреннине палăртрĕ Юра. Хамăр районтан та пур кăвак беретлисен çарне суйласа илнисем. Унта вĕренекен Константин Секайкинпа Георгий Романов кăçал Мускаври Çĕнтерỹ парадне хутшăнни пирки çырса кăтартнăччĕ эпир хамăрăн хаçатра. Юра вĕсемпе училищĕре тăтăшах тĕл пулса калаçнине пĕлтерчĕ. Чутай тăрăхĕнчи каччăсен туслăхĕ çирĕп. Кăçал вара ентешсен шучĕ татах ỹснишĕн хĕпĕртет Юра - Турхан ялĕнчи Теодор Матвеев вĕренме кĕнĕ Рязаньти сывлăшпа десант çарĕсен училищине. Отпускран кайсан Юра хăйĕн шăпах тин кăна вĕренме кĕнисемпе ĕçлеме тивнине каларĕ.
Материала пичете хатĕрленĕ тĕле Юра ялтан отпускран кайнăранпа уйăх та çитетчĕ ĕнтĕ, çавăнпа та унпа интернет урлă çыхăнса ĕçсем мĕнле пынипе кăсăклантăм.
- Парашютсене пухатпăр, - пĕлтерчĕ Юра. - Ĕнер çамрăк боецсем, тин кăна вĕренме кĕнисем, пĕрремĕш хут парашютпа сикрĕç. Паян çав парашютсене пухса пуçтаратпăр.
Кăçал Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчен вĕренсе тухнă ентешĕ Теодор Матвеев маттур пулнине, каялла чакманнине те хăпартлансах пĕлтерчĕ Юра.
Çапла пулмалла та. Кĕçĕннисемшĕн ырă тĕслĕх кăтартакан аслă ентешĕсем пур чух вĕсен малалла кăна талпăнмалла. Мĕншĕн тесен десантникăн кăвак беречĕ хăюллă та хастар, çирĕп пулма хистет. "Пирĕнсĕр пуçне - никам та!" - текен девиза тĕпе хурса службăра тăракансем çĕршыври çарсен элити шутланаççĕ. Апла пулсан вĕсен çĕршыв хăйсене шаннине çирĕплетсе ăна хỹтĕлеме яланах хатĕррине кăтартса памалла. Сывлăшпа десант çарĕсем ят-сумне çỹлте тытнипе, кăмăл-сипет çирĕплĕхĕпе, пĕр-пĕрин хушшинчи туслăхпа, умне лартнă хушăва пурнăçĕсене шеллемесĕр пурнăçлама пултарнипе палăрса тăраççĕ. Пирĕн районăн маттур каччисем шăпах çакăн пек çарсене тивĕçлĕ пулни савăнтарать, пире хỹтĕлекенсем хамăр хушăрах пулни малашлăха шанчăклăн пăхма май парать.
Шухăш:
Федор МИХЕЕВ, Ишеккасси:
- Хамăрпа пĕр урамри Юрий Тимофеев çинчен ыррине кăна калама пултаратăп. Питĕ маттур, пултаруллă яш, ачаран спортпа туслă пулчĕ, ялти пур ача пекех ĕçе хăнăхса ỹсрĕ.
Юра çар профессине суйласа илнине эпĕ ырлатăп, чăн-чăн арçын тивĕçĕ вăл - Тăван çĕршыва хỹтĕлесси. Юра яла отпуска килсен яланах унпа тĕл пулса калаçма тăрăшатăп, вĕренỹ мĕнле пынине ыйтса пĕлетĕп.
Сăмаха май, эпир, Ишеккассипе Тумликасси ялĕсенче пурăнакансем, пĕр ялти пек туслă пурăнатпăр, çавăнпа та икĕ ялта çар профессине суйласа илнĕ яшсем, пулас офицерсем, татах пулнине каласа хăварас килет манăн. Юрий Тимофеевсăр пуçне çарпа çыхăннă вĕренỹ заведенийĕсенче Ишеккассинчи Геннадий Данилов, Тумликассинчи Юрий Степанов вĕренеççĕ, Роман Карпов вара МЧС академийĕнче пĕлỹ илет.
Пирĕн ял каччисем çĕршыври чыслă вĕренỹ заведенийĕсенче вĕреннишĕн эпир, ял çыннисем, мухтанатпăр, вĕсене ăнăçу сунатпăр. Ытти çамрăксене те вĕсенчен тĕслĕх илме сĕнетпĕр.
Кĕске справка:
Рязаньти Суворов орденлĕ, икĕ хутчен Хĕрлĕ Ялавлă, В.Ф.Маргелов арми генералĕ ячĕпе хисепленекен сывлăшпа десант çарĕсен гвардин аслă команда училищи - Раççей Оборона министерствин вĕренỹ заведенийĕ, Раççей Федерацийĕн Сывлăшпа десант çарĕсен Командующине пăхăнса тăрать.
Çар училищи 1918 çулхи ноябрĕн 13-мĕшĕнче йĕркеленнĕ. Ун чухне Рязаньте пехота курсĕсем уçăлнă.
Вĕренỹ заведенийĕн училище, Сельцы сали çывăхĕнче вырнаçнă вĕренỹ центрĕ, авиаципе çар транспорчĕн эскадрильи тата Тĕп парашют клубĕ пур.
Училище территорийĕнче курсантсем валли казарма евĕр общежитисем, занятисем ирттерме вĕренỹ корпусĕсем, лабораторисем, тир, сывлăшпа десант хатĕрленĕвĕн комплексĕ, спорт тата тренажер залĕсем, стадион тата ытти те пур.
Хальхи вăхăтра кунта çар специальноçне виçĕ направленипе тата икĕ специализаципе вĕрентеççĕ. Кунта 17 çар кафедри тата тăватă гражданла кафедра ĕçлет, вĕренỹре теорипе практика тачă çыхăннă.
Училищĕре 40 ытла çĕршыври курсантсем пĕлỹ илеççĕ. ("Википеди" материалĕсем тăрăх).
Ноябрь 2024 |