Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

"Фермер ĕçне пăрахмастăп"

IMG 3138Çапла калать Хватукасси ялĕнче пурăнакан Виталий Владимирович Музяков. Фермер ĕçне 2016 çулта пуçăннăскер, вăл выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ. Грант укçипе ултă ĕнепе сакăр пăру тата утă туса илмелли техника туяннă: пресс-подборщик, утă çулмалли, турамалли, тиемелли хатĕрсем. Анчах та фермер ĕçне аталантарса яма çакă кăна çителĕксĕр иккен...

Кил вучахне сỹнтермен

Виталий Музяков, хăй вăхăтĕнче инженер-строитель профессине алла илнĕскер, тĕрлĕ çĕрте тăрăшнă хыççăн фермер ĕçне пуçăнма шут тытнă. Ăна çак утăма тума ачаранах ĕçе хăнăхса ỹсни, ашшĕпе амăшне "тăван кил вучахне сỹнтерместĕп" тесе сăмах пани, çуралса ỹснĕ ял шăпи шухăшлаттарни хистенĕ.

Виталий Владимировичăн ашшĕпе амăшĕ яланах килĕнче 3-4 ĕне тытнă. Фермăра 42 çул хушши ĕçленĕ амăшне пулăшса ỹснĕ Виталий. Çавăнпа та хăй йĕркеленĕ хресченпе фермер хуçалăхĕнчи ĕç уншăн ют пулман.

Ĕçе пуçăнсассăнах выльăхсем туяннă чух Виталий Музяков, çынна шанма вĕреннĕскер, ултавçăсен аллине лекнĕ. Ку пăтăрмах мĕн тери йывăрлăх кăларса тăратнин ахрăмĕ паянхи кун та илтĕнет темелле. Çапах та фермер пуçне усман, ыр пуласлăха шанса малаллах утăмланă. Йывăр самантра хăйне пулăшнă, шаннă, тĕрев панă çывăх çыннисене - мăшăрĕпе ачисене, пĕртăванĕсене, кỹршисене, юлташĕсене, ял-йыша тав тăвать Виталий Владимирович.

Хальхи вăхăтра фермерăн пурĕ 26 пуç мăйракаллă шултра выльăх, вĕсенчен 12-шĕ - сумалли ĕнесем. Çавăн чухлĕ выльăха Виталий Владимирович килĕнчех усрать - вĕсене валли ятарлă карта-хуралтă хатĕрленĕ. Ĕнесене усрамалли конструкцие мĕнле меллĕрех тумаллине вăл "Коминтерн" ялхуçалăх производство кооперативне кайса пăхнă, выльăхсен рационĕ тата ытти ĕç вăрттăнлăхĕсем пирки Альбина Борисовна Новиковапа канашланă.

Ялхуçалăх ĕçченĕсем, фермерсем пĕрле канашласа ĕçлесен кăна вĕсене малалла кайма çăмăлтарах пулать тесе шухăшлать фермер. Вăрлăха, удобрение, саппас пайсене курттăммăн туянассине йĕр-келемелле тесе шухăшлать. Çапла тусан вĕсен хакĕ самай йỹнерех пулмалла. "Çак ĕçе йĕркелессине район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕ хăй çине илсен питĕ аван пулмалла",- тет Виталий Музяков.

Маларах вăл Хирлỹкассинчи Николай Лисаев фермерпа туслă çыхăну тытнă. Вĕсем пĕр-пĕрне йывăрлăхра пулăшса ĕçлесе пынă. Икĕ çул каялла сарăмсăр вилнĕ юлташне ырăпа аса илет Виталий Владимирович.

Йывăрлăхсем ура хунине пăхмасăр

Фермер ĕçĕ йывăрлăхсăр пулманни каламасăрах паллă. Патшалăх хăйĕн пулăшăвĕпе тивĕçтерсен те, сĕтшĕн субсиди парсан та...

"Сĕт хакĕ йỹнĕ. Унăн хакне хăпартсан та пĕлтĕрхинчен ытла хăпартмаççĕ. Лавккара вара сĕт çулсерен хаклансах пырать. Аш-какайпа та çаплах. Халăхран 90 тенкĕпе пуçтараççĕ, пасарта вара килограмне 400 тенкĕпе сутаççĕ. Çунтармалли сĕрмелли хатĕрсем те хаклă. Питĕ йывăр çакăн пек лару-тăрура тытăнса тăма", - пăшăрханăвне пытармарĕ фермер.

Çапла умри йывăрлăхсене парăнтар-са пырса малаллах талпăнать Виталий Музяков: "Килти фермăна пушă тăратмастăпах", - тет. Хресченпе фермер хуçалăх ĕçне пуçăннăранпа пухнă опытне тĕпе хурса паянхи кун фермер ĕçне пуçăнма шутлакансене сĕнỹ-канашпа пулăшма та хатĕр. "Чи малтанах çынсемпе калаçмалла, искусственнăй майпа пĕтĕлентернĕ пăрусем илмелле. Вĕсене çитĕн-терсен тин фермер ĕçне пуçăнмалла, грант пирки шухăшламалла. Выльăхсене пĕлмесĕр илсен улталанма пулать", - çапларах унăн сĕнĕвĕ. Тата вăл хăй çитĕнтернĕ пăруран тунă ĕнесене нимĕн те çитменнине палăртать. Сăвăм ỹстĕр тесен ĕне лайăх пулни пĕлтерĕшлĕ-çке.

Паянхи кун Виталий Музякова çавăн чухлĕ выльăха пăхассипе çыхăннă ĕçсенче икĕ çын - Евгений Ясонович Крылов тата Иван Андреевич Музяков - пулăшаççĕ. Унсăр пуçне техника таврашне сăнаса-пăхса, юсав ĕçĕсем ирттерсе пулăшакан та пур.

Кỹршисене те, Светланăпа Владимир Романовсене, ырăпа асăнать Виталий Владимирович. Çуралнă кил-çурта пăрахманшăн пĕртăванĕсем тĕрев-пулăшу парсах тăнине палăртать фермер. Аппăшĕ, тĕслĕхрен, "электропастух" туянса панă. Çав "электропастуха" ял хыçĕнчи çырмаллă вырăнсене тытнă, унта халĕ фермерăн ĕнисем çỹреççĕ. Сăмах май, Виталий Музяковăн харпăрлăхри çĕр лаптăкĕ 81 гектарпа танлашать. Ун çинче вăл выльăхĕсене валли утă туса илет. Çавăн пекех çур гектар çине çĕрулми лартнă. Выльăхсене тутă хĕл каçарма кăçал 95 тонна утă янтланă.

Хăш-пĕр ĕнисене сума пăрахнăран фермер халĕ кунне 60 литр сĕт сутать. Унччен 80 литр таран сутнă. Виталий Музяков патне манпа пĕрле çитсе курнă райадминистрацин ялхуçалăх пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Алефтина Дадюкова пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи сакăр уйăхра фермер пурĕ 37,78 тонна сĕт суса илнĕ, унтан 31,05 тоннине сутнă.

Фермерăн ĕç кунĕ миçере пуçланнине ыйтсан Виталий Владимирович çапла хуравларĕ: "Çулла ирхи виççĕ çурăра тăраттăм, халĕ - тăваттăра. Сĕт пуçтаракан машина пилĕк çурăра килет. Унччен ятарлă аппаратпа ĕнесене сăватăп".

Райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕнче тимлекен мăшăрĕн, Ольга Викторовнăн, аллисемсĕр ĕç тухманнине те палăртать Виталий Владимирович. Пăрусене пăхмалла-и, сĕт тухса памалла-и, бухгалтери хучĕсене йĕркелесе пымалла-и - Ольга Викторовна пĕр ĕçе те тиркемест. Унсăрăн йывăр тиеве туртма тата йывăртарах пулĕччĕ тет мăшăрĕ.

Вăтăр çула яхăн пĕрле килĕштерсе пурăнакан Музяковсем икĕ хĕре кун çути кăтартса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Асли, Надежда, çемьеллĕ, Шупашкарта социаллă хỹтлĕх пайĕнче тимлет. Кĕçĕнни, Елена, Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче 5-мĕш курсра пĕлỹ илет. Хĕрĕсем пушă вăхăт тупăнсанах яла килеççĕ, ашшĕпе амăшне пулăшма тăрăшаççĕ.

Çакăн пек пурăнать Хватукасси ялĕн фермерĕ Виталий Музяков, хуть те мĕнле йывăрлăхра та хăйĕн алă усма, каялла чакма ирĕк çук тесе тĕллев лартнăскер. Ял пуласлăхĕ пăшăрхантарнăран, хăй çуралса ỹснĕ тăван кĕтесшĕн чунĕ ыратнăран малашлăх ырăрах, ĕçĕ тупăшлăрах та ăнăçлăрах пуласса шанса ырми-канми тăрăшать вăл...

Алина КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1