Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

Кировская обувная фабрика 

2 апреля 2024 г. в РДК  с 10 до 15 часов состоится 

распродажа обуви из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт.

 

oknaVasya  

 

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Мускавра "Ылтăн кĕркунне-2019" курав уçăлнă

Октябрĕн 9-мĕшĕнче Мускавра "Ылтăн кĕркунне-2019" агропромышленность куравĕ уçăлнă. ВДНХ-ра вырнаçнă курав кăçалхипе 21 хут ĕçлет, унта Раççейри ялхуçалăх çитĕнĕвĕсене курма пулать.

Курава уçнă çĕре Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев, Раççей ялхуçалăх министрĕ Дмитрий Патрушев хутшăннă.

Çĕршывăн ялхуçалăх министрĕ палăртнă тăрăх, юлашки вăхăтра обществăра "симĕс бренд" анлă сарăлнă. "Симĕс бренд" - апат-çимĕçпе çыхăннă, экологи енчен таса продукци туса илессине пĕлтерет. Куравра çакна пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Кăçалхи курава хамăр тата ют çĕршывсенчи 1500 компани хутшăнать. Кунта агропромышленность комплексĕнчи ăнăçлă проектсене, туса илекен пахалăхлă продукцие курма, тутанса пăхма пулать. Унсăр пуçне курава хутшăнакансем пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашаççĕ.

Октябрĕн 12-мĕшĕччен пыракан "Ылтăн кĕркунне-2019" курава Чăваш Республикин делегацийĕ те хутшăнать, ăна ялхуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ертсе пырать. Курав вăхăтĕнче Чăваш Ен агропромышленноçĕн представителĕсем инвестици килĕшĕвĕсене алă пусса çирĕплетĕç - çĕнĕ проектсем ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерме пулăшĕç. Республикăн агропромышленность тытăмне кĕрекен ертсе пыракан хуçалăхсем, организацисемпе предприятисем, фермерсем те куравра хăйсен продукцийĕпе паллаштараççĕ.

Чăваш Республикин хăйнеевĕрлĕхне палăртса ыттисене кăтартмалли чылай: хăмла, сăра, шăрттан, аш-какайран тата сĕт-çуран хатĕрленĕ çимĕçсем, кондитер изделийĕсем - çакă пĕтĕмпех Мускаври куравра пур. Хăмла - чăвашсен "симĕс ылтăнĕ", ахальтен мар ăна республикăн гербĕ çинче те сăнланă. Çĕршывра пĕтĕмĕшле туса илекен хăмлан 90 процентне пирĕн республикăра ỹстерсе пухаççĕ. Республикăра хăмла хушнипе "Чăваш çăкăрĕ" тата "Сывлăх" ятпа çăкăр та пĕçереççĕ. Чăваш Республики куравра тăратнă экспозицисем патĕнчен халăх татăлмасть тесе пĕлтереççĕ официаллă сайтсенче.

Курава пынисене "Букет Чувашии" фирма туса кăларнă пылак шывсем, Етĕрнери сĕт завочĕн продукцийĕ, "Аккондăн" кондитер изделийĕсем, хресченпе фермер хуçалăхĕсем туса кăларнă экологи енчен пахалăхлă апат-çимĕç кăсăклантараççĕ. "Юрма" агрохолдинг курава илсе пынă чăх чĕпписем те çынсене илĕртеççĕ. "Ылтăн кĕркунне-2019" курав вăхăтĕнче ятарлă конкурссем иртĕç. Куравăн медалĕсемшĕн пирĕн республикăри 40 яхăн предприяти тупăшĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31