ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Ĕмĕр сакки сарлака теççĕ... Пĕр ĕмĕр хушшинче çын мĕн кăна курмасть, тỹсмест пулĕ? Самана тени улшăнсах тăрать-çке. Уйрăмах вăрçă нушине тỹснисен чăтăмлăхĕ, чун çирĕплĕхĕ тĕлĕнтерет. Вĕсем хура-шурне сахал мар курнă, апла пулин те паянхи кун та чун хавалне çухатмаççĕ.
Трапай ялĕнче пурăнакан Семен Семенович Шорников кăçалхи мартăн 3-мĕшĕнче 100 çул тултарнă. Çĕр çул! Мĕнле кăна ул- шăнусем пулса иртмен пулĕ çак хушăра - хуйхи те, савăнăçĕ те пулнă. "Эпир йывăр вăхăтра пурăнтăмăр, - аса илет ветеран. - Паянхи мирлĕ вăхăтра пурăннăшăн савăнăр, çакна хаклама пĕлĕр..."
Семен Шорникова 1940 çулта салтака илнĕ. Малтанласа вăл полк шкулĕнче радиста вĕреннĕ. Унтан Турципе чикĕленекен Ле-нинакан хулинчи ятарлă "укрепрайона" лекнĕ. Кунти çарсем дзотсем, танксене хирĕçле "ершсем", траншейăсем туса хỹтĕленнĕ. Хăш-пĕр сооруженисем, тимĕрпе бетонран тунăскерсем, çĕр айĕнче пулнă. Салтаксем кăнтăрла çар хатĕрленĕвĕнче пулнă, каçхи - дежурствăра. Сиввине те, выççине те тỹснĕ.
Радистсем малтанхи кунсенченех хăйсене фронта яма ыйтса çырнă, анчах та вĕсене яланах пĕр хурав панă: "Эсир кунта кирлĕ". Çĕнĕ салтаксем кунта килмен, унччен службăра тăнисем кăна пулнă.
Вăрçă пĕтнине пĕлсен салтаксем киле таврăнасси пирки ĕмĕтленме пуçланă, анчах та вĕсене отпуска 1946 çулта тин яма тытăннă. Март уйăхĕнче Семен Семеновича та 10 кунлăх отпуск панă. Киле çитсен вăл ашшĕ те, шăллĕсем те вăрçăра пулнине пĕлнĕ. Вăрçăран ашшĕ çеç таврăннă...
Çĕр айĕнче чылай хушă пурăнни витĕм кỹнĕ пулинех - Семен Шорников киле таврăнсан чирлесе ỹкет. Сывалнă хушăра вăрçă вăхăтĕнче службăра пулнисене демобилизацилени пирки пĕлет. Вара вăл колхозра ĕçлеме пуçлать. Вăл вăхăтра колхозра ĕçлеме çăмăл пулман - техника çук, лашисем те сахал, вăкăрсемпе сухаланă. 1949 çулта Семен Шорникова хатĕрлев кантурне ертсе пыма шанаççĕ.
Вăл вăхăтра халăхран налук чылай пухнă, хресченĕн патшалăха аш, çăмарта, сĕт, çăм, тырă, çĕрулми памалла пулнă. Сурăх усратăн-и эсĕ, çук-и - пурпĕрех... Семен Шорниковăн тивĕçĕ вара çакна пĕтĕмпех çителĕклĕ пухса парасси пулнă. Çынсене темĕнле шел пулсан та яваплă çыннăн хушнине тумаллах. "Арканнă çĕршыва ура çине тăратма тивнĕ вăхăтра урăхла пулма та пултарайман пулĕ", - тет Семен Шорников йывăр вăхăтсене аса илсе.
Унтан вăл столовăй заведующийĕнче тăрăшнă. Электричество çути çук, холодильник мĕнне пĕлмен те. Апат-çимĕçне вара упрамалла, кăмакине чĕрĕ вутăпа хутмалла. Тавçăруллă пулнăран çĕр чавса хĕлле çавăнта пăр хатĕрлесе хунă, çулла кайран унта аш-какай упранă...
Семен Семеновичпа Перасковия Васильевна Шорниковсем ывăл çуратса ỹстернĕ. Семен Шорниковăн мăшăрĕ 2000 çулта пурнăçран уйрăлнă.
Паянхи кун 100 çулхи ветеранăн пилĕк мăнук тата мăнукĕсен 9 ачи. Семен Семенович ывăлĕпе кинĕн ăшшине, тимлĕхне туйса пурăнать.
Йывăр вăхăтра çĕршыва ура çине тăратас тесе хăйĕнчен мĕн кирлине пĕтĕмпех тунă ватăшăн паян тимлĕх - чи кирли.
100 çул тултарнă ятпа кăçал Семен Шорников Раççей Президенчĕн саламлă çырăвне тивĕçнĕ. Çавăн пекех ветеран тĕрлĕ çулсенче "Кавказа хỹтĕленĕшĕн" медале тата ытти юбилей медалĕсене тивĕçнĕ.
Ноябрь 2024 |