Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Чунăм Чăвашах туртать...

Çын хуть те ăçта пурăнсан та çуралнă кĕтес унăн асĕнчен нихăçан та тухмасть. Пире çунат парса ỹстернĕ çĕр яланах пирĕнпе пĕрле - тăван кĕтес тымарĕ çынна çирĕп тытать. Паянхи кун пирĕн çĕршывра чăвашсем, çав шутра чутайсем те, çитсе вырнаçман кĕтес çук та пулĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ хăйсем пурăнакан вырăнта ентешлĕх йĕркелет, тăван çĕре юратнине, тăван района, яла манманнине кăтартса чăвашсен йăли-йĕркине тытса пыма тăрăшать...

Раççейре пурăнакан чăвашсенчен çурри, паллах, хамăр республикăра тĕпленнĕ. Ыттисем çĕршывăн тĕрлĕ регионĕсенче пурăнаççĕ. Ют çĕршывсенче тымар янă чăвашсем те çук мар... Юлашки вăхăтра чăвашсем, çав шутра чутайсем те, Мускава тата Мускав облаçне пурăнма куçма пуçларĕç. Çĕршывăн тĕп хули вĕсене мĕнпе илĕртет? Чи малтанах ĕç вырăнĕсем пуррипе пулĕ. 2010 çулхи халăх çыравĕн кăтартăвĕсенчен çакă паллă: ун чух Мускавра 14866 чăваш пурăннă, Мускав облаçĕнче - 12466. Унтанпа ку кăтарту палăрмаллах ỹсни никама та иккĕлентермест пулĕ.

Мускаври тĕлпулу

Темиçе çул каялла эпир хамăр хаçатра унччен Тури Çĕрпỹкасси шкулĕнче ĕçленĕ Эльвира Смелова Мускава пурăнма куçса кайнă хыççăн тĕп хулара чăвашсем хутшăннипе иртекен тĕрлĕ мероприятие çитме тăрăшни пирки кĕскен çырса кăтартнăччĕ. Эльвира Алексеевна хăй ентешсемпе пĕрле мĕнле мероприятисенче пулнине социаллă сетьсенче сăнỹкерчĕксем урлă кăтартсах тăрать. Унăн хастарлăхĕнчен тĕлĕнсе сăнаттăм çак сăнỹкерчĕксене, анчах та çак вăхăтчен хăйĕнпе пĕрре те курса калаçма май килменччĕ. Çавăнпа та эпĕ, "Эпир пулнă, пур, пулатпăр" проекта пурнăçа кĕртнĕ май, Эльвира Смеловапа тĕл пулсах калаçма шут тытрăм. Кăçалхи март уйăхĕнче Мускавра тĕл пултăмăр эпир. Эльвира Алексеевна тĕлпулăва пĕччен килмерĕ, Мускавра пурăнакан ытти чăвашсене те илсе килчĕ. Пĕрремĕш хут курчĕç пулин те, Мускав чăвашĕсем мана хапăл туса кĕтсе илчĕç. Ăшă кăмăллă лару-тăрури калаçу темиçе сехете тăсăлчĕ пулин те вăхăт иртни сисĕнмерĕ...

Тĕлпулăва пухăннисемпе паллаштарам-ха сире (сăнỹкерчĕкре сулахайран сылтăмалла): Владимир Леонидович Болгарский Красноармейски районĕнче çуралса ỹснĕ, юрист, чăваш чĕлхипе, чăваш халăхĕн историйĕпе кăсăкланать.

Татьяна Николаевна Расторгуевапа Альбина Дмитриевна Юрьева иккĕшĕ те Етĕрне районĕнче çуралса ỹснĕ. Вĕсем Мускавра темиçе теçетке çул пурăнаççĕ ĕнтĕ, Мускаври чăвашсен ентешлĕхне йĕркелесе ярас ĕçе те хутшăннă, халĕ те пĕр мероприятирен те юлмаççĕ.

Эльвира Алексеевна Смеловапа сире тĕплĕнрех малалла паллаштарăп.

Валерий Егорович Николаев - Канаш районĕнчен, ФСБ ветеранĕ, чăвашран тухнă офицерсен "Сыны Отечества" юлташлăхĕн членĕ. Валерий Егорович çитĕнекен ăрăва çарпа патриотизмла воспитани парас ĕçе тăтăшах хутшăнать. Хĕрлĕ Чутай шкулĕн кадечĕсем темиçе çул каялла Мускавра иртнĕ стройпа юрă смотрне хутшăннă чух вăл ытти офицерсемпе пĕрле пирĕн ачасене тĕрев панăччĕ, чи малтан социаллă сетьсенче эпир шăпах кадетсене вăл ỹкернĕ сăнỹкерчĕксемпе паллашнăччĕ.

"Эпир кунта, чăвашсем, пĕр пысăк çемьери пек пурăнатпăр, - пуçларĕ хăйĕн сăмахне ăшă куллипе, ырă кăмăлĕпе хуть те кама та тыткăнлама пултаракан Эльвира Смелова. - Пур уявра та пĕрле, ĕç хыççăн та, канмалли кунсенче те пухăнатпăр. Тĕрлĕ ыйтусем сиксе тухсан та вĕсене пĕрле татса паратпăр. Туслă пурăнатпăр. Тĕрлĕ спорт, культура, литература, ăслăлăх мероприятийĕсене йĕркелесе тивĕçлĕ шайра ирттеретпĕр, чăваш ятне ỹкерес мар тетпĕр".

Мускав чăвашĕсем кам хăш районтан пулнине пăхса тăмаççĕ, вĕсемшĕн пур чăваш та тăван вырăннех - хамăр республикăра çуралса ỹснĕ-и вăл, е Пушкăрт, Тутар, Чĕмпĕр, Самар тăрăхĕнчен тухнă чăваш-и. Чăвашлăха упранипе пĕрлех вĕсем ытти халăхсемпе те çыхăну тытаççĕ, тĕслĕхрен, "Навруз" уява та хутшăнаççĕ. Хăйсем вара "Кĕр сăри" те йĕркелеççĕ, чăвашсен Мускавра иртекен Акатуйĕнчен те юлмаççĕ. Çапах та манăн хамăр районтан Мускава пурăнма куçнă, халĕ ентешлĕх ĕçне активлă хутшăнакансем пирки пĕлес кил чĕ. Кун пеккисенчен Эльвира Алексеевна Кỹпешре çуралса ỹснĕ Зоя Трофимована асăнчĕ. Вăл - ĕç ветеранĕ, производство инженерĕ пулнă, Мосгортрансăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Мускава иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчех куçса кайнă. Чăвашсен хорĕнче Зоя Трофимова тахçантанпах юрлать. Ĕçченлĕхне, пултарулăхне кура чылай хисеп хучĕсене, дипломсене тивĕçнĕ вăл. Шел те, Зоя Трофимова тĕлпулăва килеймерĕ, çавăнпа та эпĕ унпа телефонпа калаçса илтĕм: "Чутайра кашни çулах пулатăп эпĕ, манăн унта çывăх тăван пурăнать", - терĕ Зоя Николаевна хăйĕн пирки кĕскен каласа панă май.

Çавăн пекех Эльвира Смелова тĕрлĕ мероприятисене, тĕлпулусене, çавра сĕтелсене, куравсене пĕрле çỹрекен чутайсене - Надежда Индрякована, Юлия Еремеевана, Елена Максимована, Галина Любимована, Регина Чишкинана, Ольга Ванаевана, Ольга Майорована тата ыттисене - палăртса хă-варчĕ. Е тата, акă, Эльвира Ербулаткина çинчен каларĕ - вăл чылай çул хушши Мускавра иртекен чăвашсен дискотекине ертсе пынă. Халĕ Эльвира Израильте пурăнать.

Нумаях пулмасть, мартăн 12-мĕшĕнче, Мускаври Третьяков галерейинче "Раççейĕн ылтăн картти" ятпа курав иртнĕ. Унта Чăваш патшалăх художество музейĕн картинисене кăтартнă. Çак курава Чăваш Республики кăçал 100 çул тултарнине халалланă. Паллах, Мускав чăвашĕсем, çав шутра чутайсем те, çак куравран айккинчен тăрса юлайман, унта çитсе курнă. Мĕншĕн тесен вĕсем Мускавра чăвашлăхпа çыхăнса иртекен пур мероприятие те çитме тăрăшаççĕ. Тĕрлĕ халăхпа кĕрлекен, тĕрлĕ сасăпа шавлакан Мускавра чăвашсем хисепре пулнишĕн хăпартланнине пытармасть Эльвира Алексеевна. Вĕсем чăвашсен ташши-юррипе, йăли-йĕркипе ыттисене савăнтарма тăрăшаççĕ. Çак тĕлĕшпех вĕсен çичĕ çул ĕнтĕ чăвашсене пĕрлештерсе тăракан "Вучах" клуб ĕçлет, ăна Татьяна Расторгуева ертсе пырать. Мускав чăвашĕсем "Атăл хорĕ" те йĕркеленĕ. Хор Мускавра та пултарулăхĕпе савăнтарать, тăван тăрăха килсе юрлама та вăхăт тупаççĕ вĕсем. Акă пĕлтĕр Республика кунне те, Шупашкар хулин кунне те килнĕ, Çĕнĕ Шупашкар хулинче те сцена çине тухнă. Чăвашсене çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлева сума суса кашни çулах апрель уйăхĕнче Чăваш чĕлхи кунне уявлаççĕ, унăн вилтăприйĕ çине чĕрĕ чечексем хураççĕ. Пĕрле калаçса ларнă хушăра ентешсене Чăвашсен Мускаври наципе культура автономине официаллă майпа йĕркелеменни пăшăрхантарни сисĕнчĕ, хăйсен çак ĕçе вĕç-не çитермеллине палăртрĕç вĕсем.

- Чи кирли - пĕр-пĕрне ăнланни, ĕненни, шанни. Эпир хамăр ертỹçĕсен - Г.З.Крыловăн, Л.В.Волковăн, В.М.Ильинăн ĕçĕсене пысăка хурса хаклатпăр. Вĕсем пек пуçлăхсемпе шывра та путас çук, вутра та çунас çук, - теççĕ Мускав чăвашĕсем. Республикăра пурăнакан ентешĕсене вара Мускав чăвашĕсем "пĕрлĕхре вăй" тенине асра тытма чĕнсе калаççĕ. "Çырсах, шăнкăравласах тăрăр, çĕршывăн тĕп хулине пырсан тĕл пулма манса ан кайăр", - теççĕ.

"Ăраскалăм манăн - Çĕрпỹкассинче"

Тĕлĕнмелле илемлĕ Чутай çĕрĕнче

Ăраскалăм манăн - Çĕрпỹкассинче.

Вырнаçнă ман ялăм ик çырма хушшинче,

Киленсе пурăнатăп тăван çĕрсемпе.

Çĕрĕм-шывăм ман ырлăх, илем - таврара!

Кур, мĕн чухлĕ пуянлăх кунти вăрманта!

Ав, вылять тĕрлĕ пулă çавра кỹлĕре,

Сиккелет путек-сурăх кунти кĕтỹре.

Автансен сассипе ялăм ман вăранать,

Сар хĕвел тухиччен вăл ĕçе пуçăнать.

Уй-хирте улма-çимĕç кĕтет хуçине,

Тырă-пулă усать хăйĕн йывăр пуçне.

Пит ĕçчен тăван халăх, васкать уй-хире,

Иксĕлми телейне-çке тупать вăл ĕçре.

Тăрăшса пуçтарать тырри-пуллине,

Тав туса пуç таять тăван çĕрсене.

Кĕр çитсен тăван халăх пĕлет савăнма,

Туй юрри янăрать, ав, унта та кунта.

Пур енпе те маттур хĕрĕсем, каччисем,

Мухтава, тава тивĕç кунти ĕçченсем.

Çак сăвă авторĕ - Эльвира Смелова. Вăл 1964 çулта Элĕк районĕнчи Мăн Вылă ялĕнче кун çути курнă, 1993-2010 çулсенче Тури Çĕрпỹкасси шкулĕнче ĕçленĕ. "Кун-çул çапла çавăрттарса тухрĕ те, манăн та Мускав чăвашĕ пулса тăма тиврĕ, - каласа парать хăйĕн çинчен Эльвира Алексеевна. - Çапла пулса тухнишĕн пĕрре те кулянмастăп, манăн кунта та тунсăхласа ларма вăхăт çук. Çапах та, темле пулсан та, çуралнă кĕтес аса килет, хушăран, мĕн пытармалли пур ĕнтĕ кунта, тунсăх та пусса килет". Эльвира Алексеевна Тури Çĕрпỹкасси шкулĕнче тăван ен культурине вĕрентнĕ, директор çумĕнче те тăрăшнă. 2004 çулта, ун чух шкул директорĕ Игорь Нестерович Живоев пулнă, республика шайĕнче ирттернĕ конкурсра туриçĕрпỹкассисем "Шкул - ял тыткăчи" номинацире пĕрремĕш вырăна тухма пултарнă.

"Ачасене питĕ юрататăп та, вĕсемпе мĕнле кăна ĕç туса ирттерместĕмĕр пуль! Районти, республикăри тĕрлĕ конкурссене, мероприятисене хутшăнаттăмăр, малти вырăн-сене йышăнаттăмăр. Тури Çĕрпỹкасси шкулĕнче пĕрле ĕçленĕ кашни учителе тав сăмахĕ калатăп, вĕсем пурте - чунĕсене парса ĕçлекен вĕрентекенсем, мухтава кăна тивĕç. Вĕсенчен чылайăшĕ паянхи кун та ĕçлет. Пĕлтĕр сентябрĕн 2-мĕшĕнче эпĕ хам чылай çул хушши ĕçленĕ шкулта пултăм, ĕçтешсемпе, ачасемпе курса калаçрăм", - уçать кăмăлне Эльвира Смелова. 2010 çулта Эльвира Алексеевнăн вăтам хĕрĕ Надежда республикăра аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн Мускава ĕçлеме кайма шут тытнă. "Вара, куççульпе тесен те йăнăш пулмасть пулĕ, хам юратнă коллективран тата юратнă вĕрентекенсенчен уй- рăлса эпĕ те Мускава тухса кайрăм, - аса илет Эльвира Алексеевна. - Пилĕк çул вырăссен "Раздолье" ресторанĕнче кадрсен пайĕн ертỹçинче тăрăшрăм, каярахпа М.Ломоносов ячĕллĕ университетра паспорт сĕтелĕн пуçлăхĕнче ĕçлерĕм, хальхи вăхăтра информаципе электроника вĕрентỹ заведенийĕнче вăй хуратăп".

Эльвира Алексеевна - виçĕ ача амăшĕ. Паянхи кун унăн ачисем ỹссе çитсе çемье çавăрнă ĕнтĕ, пурте Мускав тăрăхĕнче пурăнаççĕ. Эльвира Алексеевна кукам-мамак ятне те пĕрре кăна мар илтнĕ, унăн пурĕ тăватă мăнук. Аслă ывăлĕ Саша - предприниматель, унăн мăшăрĕ Евгения - Шулю ялĕнчен, Шуськинсен йăхĕнчен. Александрпа Евгения Смеловсем икĕ хĕр ỹстереççĕ. "Кинĕме тăван хĕр пекех юрататăп, питĕ маттурскер. Вăл педиатрта тимлет, ăна кунта пурте хисеплеççĕ. Хальхи лăпкă мар вăхăтра, коронавирус инфекцийĕ сарăлма пуçланăран, кинĕм ир те, каç та поликлиникăра", - пĕлтерет Эльвира Смелова.

Вăтамми, Надежда, икĕ аслă пĕлỹ илнĕ, хальхи вăхăтра шкул çулне çитменнисемпе ĕçлет. Тĕрлĕ проектсем пур-нăçлама юратать, тăтăшах малти вырăнсене йышăнать. "Надеждăн мăшăрĕ те Чутай тымарри, - тет Эльвира Алексеевна кĕрỹшĕ пирки кăмăллăн. - Мускава çити килчĕ пулин те хĕрĕм мăшăрне хамăр тăрăхринех тупрĕ".

Кĕçĕнни, Тамара, Мускаври пĕр банкра ĕçлет, вăл та çемьеллĕ. Хĕрĕсем Эльвира Алексеевнăна пĕрер мăнук парнеленĕ. "Тавах Турра, ачасем паянхи кун йĕркеллех пурăнаççĕ, хăйсен вăйĕсене шанса, тăрăшулăхĕсемпе палăрса ура çине тăрса пыраççĕ. Сывлăхĕсем пулччăр çеç", - тет Эльвира Алексеевна.

Çак черчен те хастар, питĕнче яланах йăл кулă çиçекен хĕрарăм пурнăçĕнче темĕн чухлĕ йывăрлăха, çав шутра сывлăхĕпе çыхăннине те, çĕнтернине пĕлсен эпĕ тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм. Çапах та вăл пуçне усман, çынлăхне, ăшă та ырă кăмăлне, сатурлăхне упраса хăварма пултарнă. Мускава пурăнма куçсанах хăйĕнчен малтан çĕршывăн тĕп хулине килнĕ юлташĕпе, Хĕрлĕ Чутай салинчи Надежда Индряковапа, çыхăну тытма пуçланă Эльвира Смелова. Кайран вĕсем иккĕшĕ çулталăк хушши Мускавра ентешсене, чăвашсене шыранă, вĕсемпе çыхăну тытма, тĕрлĕ мероприятисене çỹреме тытăннă.

"2014 çулта пĕрремĕш хут чăвашсен Мускавра иртнĕ Акатуйне хутшăнтăмăр Надьăпа. Çуллахи çанталăк çумăрлă та сивĕрехчĕ, апла пулин те, те чăваш ташши-юрринчен тунсăхланăран, çав Акатуйра ура хуçса ташларăмăр", - сỹтрĕ асаилỹ çăмхине Эльвира Алексеевна.

Унтанпа Эльвира Смелова ентешсемпе пĕрле мĕнле кăна мероприятисене, уявсене хутшăнман-ши? Амăшĕн кунне те çулсеренех паллă тăваççĕ, паллă чăваш поэчĕсемпе çыравçисене халалланă уявсем те ирттереççĕ. Геннадий Айхи поэт çуралнăранпа 85 çул çитнине те асăрхамасăр хăварман, Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине те уявланă. Пур çĕре те чăвашсене, уйрăмах чутайсене, явăçтарма тăрăшать вăл. Мускаври нацисен çуртĕнче Чăваш çыравçисен союзĕн членĕсемпе те, артистсемпе те тăтăшах тĕл пулаççĕ, Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче е Çуркуннепе ĕç уявĕнче иртекен шествисене те, Акатуйсене те хутшăнаççĕ. "Чăвашсем - культура енчен питĕ пуян çынсем. Чунăмра ташлать мăнаçлăх, чĕремре юрлать чăвашлăх", - тет Эльвира Алексеевна хăй чăваш пулнипе, чăваш халăхĕпе мухтанса.

Ахаль ларма пĕлменскер, Эльвира Алексеевна ачисемпе мăнукĕсене тимлĕх уйăрнипе, Мускав чăвашĕсен ентешлĕхĕн ĕçне тăтăшах хутшăннипе пĕрлех хăйĕн аталанăвĕ пирки те манмасть. "Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен" тенине тĕпе хураканскер, 2014 çулта вăл Мускавра патшалăх тата муниципаллă управлени енĕпе иккĕмĕш аслă пĕлỹ илнĕ. Кашни çулах кадр ĕçĕнче тимлекенсем валли ирттерекен Пĕтĕм Раççейри семинара хутшăнать. Çỹлерех асăннисемпе пĕрлех Эльвира Алексеевна сăвăсем çырма та вăхăт тупать. Сăвă çырас туртăмĕ унăн шкулта вĕреннĕ чухнех вăйлă пулнă. Чăваш литературине юратаканскер хăйĕншĕн уйрăмах Çеçпĕл Мишши сăввисем çывăх пулнине палăртать. Эльвира Смелован сăввисем хăй вăхăтĕнче район хаçатĕнче те, республикăра тухса тăракан хаçат-журналта та, "Чутаях туртать ман чун" кĕнекере те (сăвăсен пуххи) пичетленнĕ. Эльвира Смелова "Тăван Атăл" журналпа та çыхăну тытать, унта унăн "Хресчен ỹтне тар каснă..." очеркĕ те пичетленнĕ. Очеркне вăл Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченне, историка, таврапĕлỹçе, Мускаври чăвашсен обществин ĕçне активлă хутшăннă Николай Прохорович Кузьмина халалланă. (Шел те, Николай Кузьмин пĕлтĕр пурнăçран уйрăлнă). Нумаях пулмасть вара журналта Эльвира Алексеевна Мускав чăвашĕсен пурнăçне сăнласа кăтартнă.

Çапларах пурăнать хальхи вăхăтра маттур чăваш хĕрарăмĕ Эльвира Смелова. Хăй районта пурăннă чух пĕрле ĕçленĕ кашни çынна ырăпа аса илет, тав сăмахĕ калать, "çавăн пек маттур çынсемпе ĕçлеме май килнĕшĕн мухтанатăп" тет. Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнĕ ятпа саламланă май ентешĕсене кулленхи пурнăçра татах та пысăк çитĕнỹсем туса пыма сунать.

А.КАРПОВА

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1