Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

КИРОВСКАЯ ОБУВНАЯ ФАБРИКА

25 ОКТЯБРЯ  в РДК с 10 до 15 часов  состоится 

распродажа обуви  из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт. 

(16+)

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Фонтан та, парк та пулĕ

Хĕрлĕ Чутай салинче Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă Республика кунне хатĕрленсе калăпăшлă ĕçсем пурнăçланса пыраççĕ. Район центрĕнчи Çĕнтерỹ лапамĕнче тата Пĕрремĕш Çамрăксен урамĕнчи çуран çỹремелли аллейăри ĕçсене июнĕн 24-мĕшĕ тĕлне туса пĕтерме палăртнă.
Кунта ĕçсем мĕнле пынипе июнĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Правительствин Председателĕн çумĕ Алла Салаева, ЧР строительство министрĕ Александр Героев тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Иван Михопаров паллашрĕç.
Çĕнтерỹ лапамĕнче çĕр тата инженери ĕçĕсене туса пĕтернĕ, брусчатка хурас ĕçе 80 процент ытла пурнăçланă. Çав хушăрах фонтан тăвас ĕçсем пыраççĕ.
Çуран çỹремелли аллейăра та брусчатка хураççĕ. Подрядчик ĕçсене вăхăтра вĕçлеме шантарать пулин те, Александр Героев ĕçе хăвăртлатмаллине палăртрĕ. Эрне вĕçĕнче татах ĕçсем мĕнле пынине килсе тĕрĕслĕç.
Шупашкартан килнĕ ушкăн çавăн пекех Хĕрлĕ Чутай салинчи Пĕрремĕш Завод урамĕнчи парк тума палăртнă вырăнта та пулчĕ. Ку парк паллă педагог Геннадий Волков ячĕпе хисепленĕ. Парка Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине уявланă май тата "Формирование комфортной городской среды" программăпа килĕшỹллĕн тăвĕç. Çакна валли виçĕ миллион тенкĕ уйăрнă. Ĕçсем аукцион ирттерсе подрядчик кам пулассине палăртнă хыççăн пуçланĕç.
А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3