ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Тури Çĕрпỹкасси ялĕн историйĕ пуян та интереслĕ. Ял историйĕпе тĕплĕн паллашас тесен Лев Медведев таврапĕлỹçĕн "Вскормленные соком родных берез" кĕнекипе паллашма сĕнетĕп.
2017 çулта кун çути курнă кĕнеке виçĕ пайран тăрать.
Пĕрремĕш пайĕнче архивлă документсемпе усă курса ял мĕнле пуçланса кайнине, хальхи тапхăра çитичченхи историне çырса кăтартнă.
Автор ял пуçланса кайнин икĕ версине илсе парать. Пĕри Акас ятлă паттăрпа çыхăннă, тепри - Çĕрпỹ çулĕпе килсе вырнаçнă ултă казакпа. Эпĕ юлашки версипе килĕшетĕп.
Кĕнекен малаллахи пайĕ "Вулăсран Советсем патне" ятлă, кунта ял çыннисем Октябрьти революцие мĕнле кĕтсе илнине, коллективизаци тапхăрне, Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсене çырса кăтартнă. Ялти пултаруллă, ятлă çынсемпе паллаштаракан пайĕ те вулакана кăсăклантармалла.
Автор коллективизаци вăхăтĕнче сахал мар çынна кулаксен шутне кĕртсе айăпланине те палăртать.
Ялхуçалăхĕ мĕнле аталанни те кĕнекере пысăк вырăн йышăнать. Уйрăмах вăрçă вăхăтĕнче тата ун хыççăнхи çулсенче ĕçлекенсене питех те йывăр пулнă.
1973 çулта тăватă колхоз пĕрлешсе Ленин ячĕпе хисепленекен колхоз туса хучĕç. 1992 çулта туриçĕрпỹкассисем çав пысăклатнă хуçалăхран тухса "Аккозинское" хуçалăх йĕркелерĕç.
Вырăнти ялхуçалăх предприятийĕсене чылай çул хушши ертсе пынисен - И.Н.Никифоровăн, Н.А.Даниловăн, П.В.Егоровăн, Г.А.Смеловăн - ĕçне кĕнекере пысăка хурса хакланă.
Хам та колхоз ертỹçинче ĕçленĕрен, çакăншăн автора тав сăмахĕ калатăп.
Палăртмалла, асăннă историллĕ очерка Тури Çĕрпỹкассинче çуралса ỹснĕ Анатолий Павлович Никитин профессор чăвашларан вырăсла куçарнă, вăлах редакциленĕ.
И.НИКИФОРОВ, ĕç ветеранĕ.
Ноябрь 2024 |