Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 Кировская обувная фабрика

20 мая в РДК с 10 до 15 часов состоится распродажа весенней обуви 

из натуральной кожи и прием обуви на ремонт.

 


 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Унăн ĕçĕ професси кăна пулман, шăпа пулса тăнă, çынсен шăпи...

Категория: Общество Опубликовано: 02.08.2017, 13:03 Просмотров: 799

Районта ЗАГС органĕнче ĕçлекенсене пĕлмен çын çук та пуль. Мĕншĕн тесен унта мăшăрланма, ача çуралсан ят хурсан е ят улăштарас тесен, çывăх çын вилсен, уйрăлма шут тытсан çул тытатпăр. Çапла вĕсен ĕçĕ патшалăх шайĕнче те, уйрăм кашни çын пурнăçĕнче те пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. ЗАГС-а савăнăçлă тата хурлăхлă хыпарпа та килеççĕ, кунти ĕçченсен ĕçе юратса ĕçленипе пĕрлех чун ăшши мала тухса тăрать, пурне те итлемелле, ăнланмалла, пулăшма тăрăшмалла. Çавăнпа ЗАГС ĕçченĕн саккунсене кăна пĕлни çителĕк-сĕр, психолог та пулмалла. Ку ĕç професси кăна та мар... Ку шăпа, пирĕн шăпа, çынсен шăпи. Пирĕн обществăн пурнăçĕ кунта тĕкĕр çинчи пек курăнать.

Район администрацийĕн ЗАГС пайне нумай çул ертсе пынă Елена Сергеевна Барышникована та районта пурте пĕлеççĕ. Пушкăртри ялхуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнăскер хăйĕн ĕç кун-çулне "Путь коммунизма" колхозра, унтан "Сура" совхозра тĕп зоотехникра ĕçленипе пуçланă. 1988-1990 çулсенче вăл Хĕрлĕ Чутай ял Канашĕн ĕçтăвком секретарĕ пулнă. 1990 çулхи апрель уйăхĕнчен ăна райадминистрацин ЗАГС пайне ертсе пыма шаннă.

27 çул çавăнта ĕçленĕ хушăра чылай çын кун-çулĕ ун куçĕ умĕнче иртнĕ. Савăнăçпа е хуйхăпа килекен кашни çынна вăл ăнланма тăрăшнă, вĕсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтернĕ. Елена Сергеевна тỹрĕ кăмăлпа нумай çул вăй хунăшăн район, район администрацийĕн пуçлăхĕсен, ЧР Министрсен Кабинечĕн, ЧР Юстици министерствин тата ытти ведомствăсен Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсене чылай тивĕçнĕ. Иртнĕ эрнере вара муниципаллă службăн ĕç ветеранĕ Елена Барышникова активлă гражданла позицишĕн тата хĕрарăмсен, ачасен тата çемьесен интересĕсене хỹтĕлессипе патшалăх политикине хутшăннăшăн Раççей Федерацийĕн Хĕрарăмсен Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕ. Яланах халăхшăн тата халăхпа ĕçленĕ çын çак чыса чăннипех тивĕç.

А.ЗАМУТКИНА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2