ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Иртнĕ кĕçнерникун, сентябрĕн 3-мĕшĕнче, кăнтăрла иртсен "Хастар" спорт шкулĕн стадионĕ спортпа тата район хаçачĕпе тачă çыхăну тытакан шкул ачисемпе, тĕрлĕ организацисемпе учрежденисенче ĕçлекенсемпе тулчĕ. "Пирĕн пурнăç" хаçат редакцийĕн парнисене çĕнсе илессишĕн округра Чăваш Енри прессăн спорт фестивалĕн пĕрремĕш тапхăрĕ иртрĕ. Спорт уявне район хаçачĕн тĕп редакторĕпе Алина Ориновапа пĕрле округ администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Игорь Живоев тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Свешников уçрĕç.
Малтанах Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă VIP-чупу иртрĕ, тĕрлĕ сферăна ертсе пыракансем стадион тавра чупса çаврăнчĕç.
Ача садне çỹрекенсем старта чи малтан тăчĕç. Шел те, кăçал ăмăртăва "Пилеш" ача сачĕн икĕ ушкăнĕ çеç хутшăнчĕ.
Кĕçĕн классенчен Хĕрлĕ Чутай шкулĕн 4-мĕш класс вĕренекенĕсем хутшăнма кăмăл тунине ырламалла.
"Спорт ветеранĕсем" те уява илем кỹчĕç, пурне те ырă тĕслĕх кăтартрĕç. Вĕсем хушшинче палăрнисем: райпо, Атнар тата Мăн Этмен шкулĕсен командисем. Ытти ушкăнсенчи эстафетăсенче чи вăйлисем, хăвăртраххисем çаксем пулчĕç:
. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсем хушшинче Мишеркасси шкулĕнче вĕренекенсем пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Питĕркасси шкулĕн команди иккĕмĕш пулчĕ, хусанушкăньсем - виççĕмĕш.
. Вăтам шкулсем хушшинче (9-мĕш класс) Хĕрлĕ Чутай спортсменĕсене çитекенни пулмарĕ, вĕсем пĕрремĕшпе (кадетсем) иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç, виççĕмĕшне - çĕнатикассисем. Çавăн пекех (аслă классем хушшинче) Çĕн Атикасси шкулĕн команди çĕнтерчĕ, мăнэтменсем - иккĕмĕш, атнарсем - виççĕмĕш.
. Хĕрарăмсем хушшинче "Пилеш" ача сачĕн пикисем чи маттуррисем пулчĕç, "Хĕвел" ача сачĕн команди финиша иккĕмĕш çитрĕ, Хĕрлĕ Чутай шкулĕн хĕрĕсем - виççĕмĕш.
. Тĕп ушкăнра райпо командине çитекенни пулмарĕ, Хĕрлĕ Чутай территори пайĕн спортсменĕсем - иккĕмĕш, районти Культура çурчĕн ĕçченĕсем - виççĕмĕш.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Сентябрь 2026 |
