Объявления

 

куплю

продаю

Последние комментарии

Мининформполитики Чувашии

Поздравление Главы Чувашской Республики Михаила Игнатьева с Днём знаний

Категория: Актуально Опубликовано: 01.09.2017 11:14 Просмотров: 71

Хаклă ачасем! Хисеплĕ педагогсемпе ашшĕ-амăшĕ!

Сире Пĕлӳ кунĕ ячĕпе тата çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланнă ятпа саламлатăп!

Паха вĕрентӳ – общество аталанăвĕн никĕсĕ шутланакан условисенчен пĕри. Шăпах çавăнпа Чăваш Ен Правительстви çамрăк ăрăвĕн ăс-хакăлпа пултарулăх хăватне аталантармалли лайăх условисем йĕркелес енĕпе уйрăмах тимлĕ.

Чăваш Республикин пĕрлехи бюджетĕнче вĕрентӳ валли уйăракан тăкаксен статйи нумай çул ĕнтĕ чи пысăкки. Çакă вĕрентӳ инфратытăмне çине тăрсах аталантарма – çĕнĕ шкулсем тума, хушма вĕрентӳ учрежденийĕсен сетьне анлăлатма – май парать. Паян республикăра çитĕнекен ăру воспитанийĕ валли, лайăх пĕлӳ илме, çамрăксемшĕн хăйсен пултарулăхне тӳрре кăларма пĕтĕм услови пур.

Çак уяв кунĕнче паян пирĕн республика тивĕçлипе мăнаçланакан ачасен нумай ăрăвне воспитани парса çитĕнтернĕ педагогсене вĕсен пархатарлă ĕçĕшĕн, çавăн пекех яваплăха туйса тата тӳрĕ кăмăлпа вĕренекен ачасене пушшех тав тăвас килет.

Сире çирĕп сывлăх, мĕн пур пуçарура ăнăçу сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                              М. Игнатьев 

 

Дорогие ребята! Уважаемые педагоги и родители!

Поздравляю вас с Днем знаний и началом нового учебного года!

Качественное образование – одно из базовых условий развития общества. Именно поэтому Правительство Чувашии уделяет особое внимание созданию благоприятной среды для реализации интеллектуального и творческого потенциала молодого поколения.

На протяжении многих лет статья расходов на образование остается самой крупной в консолидированном бюджете Чувашской Республики. Это позволяет последовательно развивать образовательную инфраструктуру – строить новые современные школы, расширять сеть учреждений дополнительного образования. Сегодня в республике созданы все условия для воспитания подрастающего поколения, получения фундаментальных знаний, самореализации молодежи.

В этот праздничный день особо хочется отметить труд педагогов, воспитавших не одно поколение учеников, которыми сегодня по праву гордится наша республика, а также поблагодарить ребят, ответственно и добросовестно относящихся к учебе. 

Разрешите от всей души пожелать вам крепкого здоровья, удачи и успеха во всех начинаниях!

Глава Чувашской Республики                                              М. Игнатьев

 
 

Официальный портал органов власти Чувашской Республики

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс. Новости