Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Пĕтĕмпех чăвашлăха аталантарассишěн

Категория: Главные новости Опубликовано: 22.06.2022, 08:54 Просмотров: 861

Июнĕн 20-мĕшĕнче республикăри чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем тата пěтěмěшле пěлý паракан учреждени  ертýçисем «Пĕрлĕхре – вăй» регионсем хушшинчи форума хутшăннă. Вăл Çĕрпÿ районĕнче иртнě.

Вĕрентекенсем педагогикăри пултарулăхпа паллаштарас тĕллевпе курав-презентаци хатĕрленĕ. Çавăн пекех «çавра сĕтеле» хутшăнса тăван чĕлхене вĕрентессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Форума онлайн мелпе Пушкăрт, Тутар республикисенчи, Чĕмпĕр тата Пенза облаçĕсенчи йăхташăмăрсем те хутшăннă.

Палăртмалла, район хаçачĕн редакци ĕçченĕсем те чăвашлăха упрас, аталантарас ыйтăва пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çак тĕллевпе кашни çулах хаçат страницисенче тĕрлĕ ятпа социаллă пĕлтерĕшлĕ проект пурнăçланать. Сăмахран, пĕлтĕр вăл "Чăваш ачи, сассуна пар!" ятпа тухса тăчĕ, кăçал – "Çамрăк журналист". Çак проекта кун çути кăтартас ĕçре Мăн Этмен шкул ачисем активлăхпа палăраççĕ. Нумаях пулмасть эпир, редакци ĕçченĕсем, Мăн Этмен шкулĕнче вĕренекен ачасемпе тĕл пултăмăр. Калаçу тăван чĕлхемĕр пирки пычĕ. Ачасем хаçат историйĕнчен пуçласа журналистсен ĕç укçи таранах кăсăкланса чылай ыйту хуравне илчĕç.

Мăн Этмен шкулĕнче чăвашлăх аталанни сисĕнет, кунта пурте чăвашлах калаçаççĕ, районта чăвашла тухса тăракан хаçатпа туслă пулни те çакнах çирĕплетет.

sotrudnili skolnniki skolnniki2

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5