ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи.
РАБОТА
В редакцию требуется уборщица-курьер.
Тел.: 8 (83551) 2-12-79, 8 905 341 06 62
ПРОДАЮ:
2-комнатную квартиру на 1 этаже по адресу:
с.Красные Четаи, ул. Ленина, дом 70.
Состояние хорошее. Цена 2600000 руб.
Тел.: 8 960 303 78 88
П Р О Д А Ю:
Дрова колотые:
Дуб, береза, липа.
Тел. 8 965 687 75 57, 8 908 307 01 21.
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Июнĕн 1-мĕшĕ - çуллахи пĕрремĕш кун, çавăн пекех Ачасене хỹтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун шутланать. Çак уяв пирĕн районта вĕренỹ пайĕпе Ачасен путарулăх çурчĕн пуçарăвĕпе кашни çулах анлă иртет. Ĕнер те районти Культура çурчĕ тĕрлĕ ялсенчен килсе çитнĕ ачасемпе, вĕсен савăк куллипе тулчĕ. Уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров уçрĕ. Уяв ячĕпе саламланă май ачасене çуллахи каникула лайăх та усăллă ирттерме ăшă та хĕвеллĕ кунсем, çирĕп сывлăх сунчĕ. Уява халалланă мероприяти интереслĕ пултарулăх конкурсĕсемпе пуян пулчĕ. Районти шкулсенчен килнĕ çичĕ команда хăйсен ташă пултарулăхĕпе паллаштарчĕ, унсăр пуçне тĕрлĕ мастер-классенче тупăшрĕ. Пур команда та мероприятие активлă хутшăннăшăн Тав çырăвне тивĕçрĕ. Çак кунах Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕ тата райадминистрацин вĕренỹ пайĕ йĕркеленипе Культура çурчĕн сцени çинче шкул çулне çитмен ачасен "Урам вăййисем" фольклор фестивалĕ иртрĕ. Паянхи кун районти ача сачĕсене 600 яхăн шкул çулне çитмен ача çỹрет. Çичĕ çулчченхи ачасем пĕтĕмпе - 1074 ача. Фестивальте районти ача сачĕсенчи пултарулăх ушкăнĕсем сцена çине чăваш юрри-ташшисемпе тухрĕç. Куракансем пĕчĕк артистсене тăвăллăн алă çупса саламларĕç.
А.ЗАМУТКИНА.
Сентябрь 2023 |