Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Манăн тĕнчене улăштарнă анне

Категория: Общество Опубликовано: 27.12.2017, 08:35 Просмотров: 813

Вĕсемшĕн ют ачасем çук. Çапла калатпăр эпир ашшĕ-амăш хỹттисĕр юлнă ачасене хăйсен çемйине илнĕ, вĕсене чун ăшшине парнеленĕ çынсем пирки. Уйпуçĕнчи Светлана Тарасовапа мăшăрĕ те икĕ арçын ачана усрава илнĕ. Хальхи вăхăтра Александр 8-мĕш класра вĕренет, Виктор - 5-мĕш класра. Тарасовсен хăйсен те икĕ хĕр пур.

Хăйĕн амăшне халалласа Александр Федоров çакăн пек сăмахсем çырнă: "Маншăн чи тăван çын - юратнă анне. Эпĕ ун пирки темĕн чухлĕ çырма пултаратăп. Маншăн унран лайăхрах çын çук.

Хамăн юратăва эпĕ мана хăйĕн çемйине илнĕ Светлана Валерьевна Тарасована паратăп. Чылайăшĕ усрав ача тăван пулаймасть тесе шутлать. Тавлашмастăп, ачасене çемйисене укçашăн илекенсем те пур. Манăн анне вара ун пек мар. Уншăн ачасемпе ĕçлесси - чун туртăмĕ, чĕре ыйтни... Тăватă çул каялла эпĕ çак пысăк çемьене лекетĕп тесе шутлама та пултарайман. Малтанах анне мана питĕ çирĕп ыйтакан пек туйăнатчĕ, анчах та çывăхрах паллашнă хыççăн эпĕ ăна чĕререн юратрăм. 2013 çулхи мартăн 15-мĕшĕнче эпĕ халĕ маншăн тăван пулса тăнă киле кĕтĕм. Ман таврари тĕнче тỹрех улшăнчĕ. Ку килте тăнăçлăх, хăтлăх, канăçлăх хуçаланни, кунта юрату пурăнни, кунта эпĕ хамăн çемье телейне тупасси тỹрех сисĕнчĕ. Çакă пĕтĕмпех манпа пулса иртнине ĕненес те килмерĕ. Анне мана ачаранах пĕлнĕн туйăнчĕ, эпĕ хама пĕрре те ют ача пек туймарăм.

Çулталăкран пирĕн çемье ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă Витя Грунина йышăнчĕ. Анне унăн чĕри патне те уçă тупма пултарчĕ. Пире мĕнле те пулин канаш кирлĕ-тĕк - эпир тỹрех анне патне чупатпăр. Савăнăçлă хыпар пĕлтермелле пулсан та - анне патне. Пирĕн аннерен час-часах ăна пирĕнпе йывăр мар-и тесе ыйтаççĕ - унăн хуçалăхри ĕçсене те пурнăçламалла-çке. Анне хăйне ачисем пулăшнине, вăл хăй те пирĕнсĕр пурăнма пултарайманнине пĕлтерет.

Пирĕн анне икĕ хĕр ỹстернĕ те ĕнтĕ - Анюта ĕçлет, Диана Шупашкарта вĕренет. Анчах та унăн чун ăшшипе юратăвĕ пурне те çитет. Пирĕн анне хăнасене яланах хавас, юлташсемпе тăвансем пирĕн патра хăнара пулма юратаççĕ. Анне апат тутлă пĕçерет, çыхать, чечексем ỹстерме юратать. Анне пире тĕрĕс-тĕкел ỹстересчĕ, лайăх çын пулма вĕрентесчĕ тесе тăрăшать. Эпĕ ăна кỹрентерес мар, пăшăрхантарас мар тесе тăрăшатăп. Тунсăх пуссан эпĕ аннене ыталатăп - мана унпа юнашар питĕ лайăх. Пĕрле эпир хуть те мĕнле йывăрлăха та парăнтаратпăр. Ырă кăмăллă, çепĕç, хăюллă, ачаш, вăйлă, сисĕмлĕ... Çак сăмахсем пĕтĕмпех манăн анне пирки. Эпĕ хамăн чи çывăх та тăван çынна тупнăшăн питĕ хĕпĕртетĕп, хама телейлĕ тесе шутлатăп. Аннеçĕм, эпĕ сана юрататăп! Сана лайăх вĕренсе, хама лайăх тытса савăнтарма тăрăшăп, сана яланах пулăшăп. Çулталăк çурăран манăн анне йăвинчен вĕçсе тухмалла, малалла вĕренме каймалла. Эпĕ пĕлетĕп - мана анне килĕнче яланах кĕтеççĕ, çавăнпа та эпĕ кунта килсех тăрăп".

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1