Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Вăтăр çул кирпĕч çуртра

Категория: Общество Опубликовано: 19.01.2018, 09:07 Просмотров: 727

1234Районти тĕп больница 1920 çулта совет тапхăрĕнче уçăлнă. Вăл пĕр хутлă йывăç çуртра вырнаçнă. Кайран больница картишĕнче хушма çуртсем лартнă. Шел те, паянхи кунччен сыхланса юлман вĕсем - хăйне евĕр палăксем.

Унччен вара ĕлĕкхи тĕттĕмлĕх вăхăтĕнче ялсенче сывлăх учрежденийĕсем пулманнин сăлтавĕ мĕнпе çыхăнни никам каламасăрах паллă ĕнтĕ. Çавăнпа та çĕнĕ ĕçе пуçарса йĕркелеме йывăр пулнине палăртмалла. Хĕрлĕ Чутай больницине вун-вун çухрăмри ялсенчен тата кỹршĕллĕ районсенчен выртса сипленме, тухтăрпа тĕл пулма, укол тутарттарма, сурансене çыхтарма, эмелсем çыртарма çỹренĕ.

Çулсем иртнĕ май пурнăç малалла аталанса, ырри çумне ырри ытларах хушăнса пынă, район больницин пурлăх хуçалăхĕ те çирĕпленнĕ. Район çыннисем чунĕсемпе парăннă шурă халатлă ĕçченсен пысăк тăрăшулăхĕпе, вĕсен вырăнлă пулăшăвĕпе кăмăллă пулнă. Район больници пирĕн ял çумĕнче пулнă май сывлăх хуралçисен ĕçĕ йывăр та яваплă пулнине иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕшпе 60-мĕш çулсен вĕçĕнче эпир шкулта вĕренекен ачасем курса тăнă. Вĕсем кирек мĕнле çанталăкра та чирлисем патне кунсерен ялсене лаша лавĕпе çỹренĕ. Ун чухне больницăн штатĕнче пилĕк лаша пулнă, вĕсене Василий Ильич Альгешкин пăхса пурăннă.

Малашлăха ĕненсе, ыррине кĕтсе çĕр лаптăкне уйăрас енĕпе ĕçлес проект докуменчĕсене хатĕрлесе çитерсен иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче çĕнĕ поликлиника çуртне тума тытăннă. 1988 çулхи январĕн 20-мĕшĕнче вара шурă кирпĕчрен купаласа виçĕ хутлă çурт хута кайса савăнăçлă лару-тăрура алăкĕсене уçрĕ. Çав кун сивĕ çанталăка пăхмасăр халăх йышлă пухăнчĕ, хĕрлĕ хăйăва касма, объекта хăйсен куçĕпе курса хаклама ятарласа республикăри паллă çынсем килчĕç, колонкăсенчен мăнаçлă юрă-кĕвĕ янăрарĕ. Чи лайăх ĕçлекенсене Хисеп хучĕпе, Тав çырăвĕпе тата асăн-малăх парнесемпе чысларĕç. Вăл ун чухнехи район ертỹçисем тăрăшнипе ни- кĕсленсе çĕкленнĕ. Вĕсем çак ĕç валли район бюджетĕнчен уйрăм йĕркепе укçи-тенкине уйăрнă, кунта куллен çитсе ĕçлĕ канашлусем ирттерсе тĕрлĕ чăрмавсене сирсе яма пулăшнă, ĕçлекенсене хавхалантарнă.

Строительство ĕçĕсене вара районти МСО коллективĕ пурнăçланă. Вĕсем çак çурта çĕклессишĕн, пуçланă пысăк ĕçе вĕçне çитерессишĕн кунне-çĕрне пĕлмесĕр тенĕ пек тăрăшнă. Кунта çакна каласа хăвармалла, ун чухне, 30 çул каялла, çавнашкал пысăк ĕç туни пирĕн районшăн истори тĕлĕшĕнчен пĕлте- рĕшлĕ пулăм тата утăм шутланнă. Вăл вăхăтра ун пек больница çурчĕ сахал пулнă республикăра.

Паянхи кун таса та çутă, хăтлă та ăшă çуртра ĕçлеме пур майсем те çителĕклĕ, вăл кулленхи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтерет темелле. Специалистсен ĕçне çăмăллатас, медицина пулăшăвĕн пахалăхне лайăхлатас тĕллевпе кабинетсене пĕр харăсах нумай ĕç тума пултаракан çĕнĕ оборудованипе, тухтăр пỹлĕмĕсемпе палатăсене хальхи йышши сĕтел-пуканпа, васкавлă пулăшу уйрăмне çĕнĕ машинăсемпе тивĕçтернĕ.

Хальхи вăхăтра ĕç коллективне Иван Васильевич Игнатьев тĕп тухтăр ертсе пы-рать. Кунта вăл 2009 çултанпа тăрăшать. Юлашки çулсенче райбольницăра нумай ĕç туса ирттернĕ, пур çĕрте те çын алли пырса тĕкĕнни, кăвак çулăм ăшши палăрать. Эмелсенчен те ытларах сипленме кунта ĕçлекенсен тимлĕхĕ пулăшать.

Вăтăр çул каялла чи малтан çĕнĕ çуртра пĕрремĕш пациент пулнă тата унчченхи сĕнỹсен кĕнекине тав сăмахĕ çырса хăварнă Енкĕлтри ĕçпе тыл ветеранĕ, районти вăрçă ачисен пĕрлешĕвĕн ертỹçи С.Е.Баринов çапларах аса илсе каларĕ: "Çак çĕнĕ çурта куçиччен район больницине вутăпа хутса ăшăтнине мăнуксене каласан ĕненмĕç, тен. Анчах та чăнлăхĕ çапла. Паян пирĕн çак больница пулнăран пурăнас килет, тухтăрсем патне тав тума кăна çỹресчĕ", - терĕ вăл. Сывалнă çыннăн тав сăмахне илтнинчен пахарах парне тухтăршăн урăх çук та пулĕ.

В.РОМАНОВ, Туктамăш ялĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1