ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Иртнĕ шăмат кун, январĕн 27-мĕшĕнче, районти "Чавал" уçланкăра Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн Валерий Павловăн парнисене çĕнсе илессишĕн çулсерен иртекен йĕлтĕр ăмăртăвĕ иртнĕ. Илемлĕ вырăнта йĕркеленĕ ăмăртăва йĕлтĕр спортне кăмăллакансем, тĕрлĕ çĕрте ĕçлекенсем, ачасенчен пуçласа аслă çулсенчисем таранах пухăннă.
Илемлетнĕ вăрман уçланкинче спорт уявне пухăннисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов, район пуçлăхĕ Александр Степанов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров саламланă, массăллă старта пухăннисене сывлăхпа пĕрлех ăнăçу суннă. Йĕлтĕр ăмăртăвĕ хĕрачасемпе арçын ачасем хушшинче уйрăммăн, çул ỹсĕмне кура тăватă ушкăна пайласа иртнĕ.
- 2006 çулта çуралнă тата кĕçĕнрех хĕрсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Çĕн Атикасси шкулĕнчи Светлана Матюшкина тухнă, Питĕркассинчи шкулта ăс пухакан Вероника Дадюковапа Диана Сядайкина иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă. Арçын ачасем хушшинче: Богдан Яркин (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ) пĕрремĕш вырăна, çак шкултах вĕренекен Владимир Кондратьев иккĕмĕшне, Даниил Медведев (Питĕркасси шкулĕ) виççĕмĕшне тивĕçнĕ.
- 2004-2005 çулсенче çуралнă хĕрачасенчен çаксем палăрнă: Елена Мурайкина (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ) - пĕрремĕш, Олеся Маламайкина (Çĕн Атикасси) - иккĕмĕш, Ксения Иванова (Атнар) - виççĕмĕш. Çак ỹсĕмри арçын ачасенчен Алексей Кузьмин (Атнар) финиша пĕрремĕш çитнĕ, ун хыççăн - Питĕркасси шкулĕнчи Кирилл Шачковпа (2-мĕш) Семен Сядайкин (3-мĕш).
- 2002-2003 çулсенче çуралнă хĕрачасем хушшинче Питĕркасси шкулĕнче ăс пухакан Ева Кутузована çитекен пулман. Çĕн Атикасси шкулĕнчи Олеся Корчаковапа Светлана Ванюшкина иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă. Асăннă ỹсĕмри арçын ачасем хушшинче Çĕн Атикасси шкулĕнче вĕренекенсем мала тухнă: Александр Ефремов - пĕрремĕш, Мурат Ильин - иккĕмĕш, Валерий Якимов - виççĕмĕш.
2000-2001 çулта çуралнă хĕрсенчен те Çĕн Атикассинче вĕренекенсем маттуртарах пулнă. Анастасия Семенова дистанцие чи пĕрремĕш парăнтарнă, Анастасия Вашуркина - иккĕмĕш, Екатерина Андреева - виççĕмĕш. Каччăсенчен Иван Шачков (Питĕркасси) финиша пĕрремĕш çитнĕ, Стас Александров (Çĕн Атикасси) - иккĕмĕш.
- 19-39 çулхи хĕрарăмсем хушшинче Сĕнтĕкçырминчи Светлана Михопарова пĕрремĕш вырăна, Кушлавăшри Карина Ефимова иккĕмĕшне тивĕçнĕ. Çак çулхи арçынсенчен Игнат Смирнов (Хĕрлĕ Чутай, 1-мĕш вырăн), Дмитрий Волков (райпо, 2-мĕш) тата Эдуард Дадюков (Хĕрлĕ Чутай, 3-мĕш) палăрнă.
- 40-49 çулхи хĕрарăмсенчен райпора тăрăшакан Галина Волкована çитекенни пулман. Район администрацийĕнче вăй хуракан Алевтина Дадюкова иккĕмĕш вырăна тухнă. Райпора ĕçлекен Надежда Соколова финиша виççĕмĕш çитнĕ. Арçынсем хушшинчи хĕрỹ тупăшура "Ростелекомăн" районти уйрăмĕн ертỹçи Владимир Михуткин дистанцие пĕрремĕш парăнтарнă. Хĕрлĕ Чутайри Сергей Кортунов иккĕмĕш вырăна тухнă, "Нива" ЯХПК ертỹçи Владимир Мурайкин - виççĕмĕш.
- 50-59 çулхи хĕрарăмсенчен Мишеркасси шкулĕнче тăрăшакан Римма Вазякова палăрнă. Асăннă çулхи арçынсем хушшинче Владимир Элеменкин (Питĕркасси шкулĕ) финиша пĕрремĕш çитнĕ, Иван Сатлайкин (Тури Çĕрпỹкасси шкулĕ) - иккĕмĕш, Иван Михопаров ("Нива" ЯХПК) - виççĕмĕш.
- 60 çултан аслисем хушшинче темиçе çул ĕнтĕ Хĕрлĕ Чутайри Людмила Михуткинапа Хусанушкăнчи Валентин Харитонова çитекенни çук. Кăçал та вĕсем йĕлтĕр йĕрĕ çинче хăйсен маттурлăхне çирĕплетсе пачĕç.
Спорт уявне хутшăннă çемьесене те ырăпа асăнмалла. Вĕсем: Атнар ял тăрăхĕнчи Башкировсен çемйи - Александр Викторовичпа Римма Михайловна тата ывăлĕ Виктор; Тралькасси ял тăрăхĕнчи Мурайкинсем - Владимир Ивановичпа Алина Геннадьевна тата хĕрĕ Елена; Питĕркасси ял тăрăхĕнчи Михуткинсем - Владимир Геннадьевичпа Елизавета Петровна тата хĕрĕ Евгения.
Н.ПЕТРОВА.
Ноябрь 2024 |