ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Суйлав умĕнхи кампани черетлĕ тапхăра куçрĕ. Регионсенче суйлавçăсемпе ĕç пуçланчĕ. Хăйсем майлă алă пуснине пухса çитернĕ РФ Президенчĕн пур кандидачĕ те тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухнă, вĕсене РФ ЦИК-ĕ регистрациленĕ. Сенсаци пулман, патшалăхăн чи пысăк постне йышăнас текенсем саккăрăн юлнă.
Вĕсенчен чылайăшĕ регионсене кайнă. Чăваш Ене хальлĕхе пĕри те çитеймен. Юлнă вăхăтра вĕсем пур регина та çитеймесен те пултараççĕ. Эппин, вырăнти чăн пулăшуран, штабсемпе агитаторсен йышлă сечĕ пурринчен пĕтĕмпех килет.
Хальхи тĕп задача - суйлавçăсем патне хăйсен программине, çĕршыв пуласлăхне мĕнле курнине çитересси. Чăваш Енре хальлĕхе ку енĕпе шăплăх. Хăйсен рекламăпа агитаци щичĕсене Павел Грудинин, Владимир Жириновский тата Владимир Путин вырнаçтарнă. Палăртмалла, Жириновскийăн ыттисенчен, вĕсене иккĕшне пĕрле илсен те, темиçе хут ытларах. Грудинин майлисем пичет продукцине валеçеççĕ, анчах та сỹрĕккĕн тата хальлĕхе йышлах мар. Григорий Явлинскийпа Борис Титовăн штаб активисчĕсем курăмлă активлăхпа палăрмаççĕ. Юлашкин штабĕнче вуçех регион ертỹçине лартасса кĕтеççĕ. Ытти кандидатсем пирки политикăра профессиллĕ ĕçлекен çынсем те лайăхах пĕлмеççĕ.
Владимир Путин, патшалăх пуçлăхĕн тивĕçне малалла пурнăçласа пырса, суйлавçăсемпе тĕл пулса калаçма шаннă çыннисен корпусне йĕркеленĕ. Вĕсемпе тĕл пулнă чухне Владимир Путин çапла каланă: саккун хирĕçлемен пур вырăнта та çынсемпе ытларах тĕл пулмалла.
Пирĕн республикăра Владимир Путинăн шаннă виçĕ çын. Вĕсем суйлавçăсемпе тĕл пулма тытăннă та ĕнтĕ. Николай Казаков тата Елена Барсукова промышленность предприятийĕн коллективĕпе тĕл пулнă, Владимир Иванов - патшалăхăн мар медицина учрежденийĕн персоналĕпе. Тĕлĕнмелле курăнать пулин те, Путинăн шаннă çыннисем суйлавçăсемпе политика пирки мар, çĕршыв, республика, хула пуласлăхĕ çинчен калаçаççĕ. Çавăн пекех - вĕрентỹ, культура, медицина аталанăвĕ пирки. Шăпах çакăн пек сĕнỹ панă хăйĕн шаннă çыннисене Владимир Путин - çивĕччи, пысăк пĕлтерĕшли пирки, йывăрлăхсене пытармасăр калаçмалла. Пур сĕнỹпе хушăва тỹрех кандидатăн тĕп штабне ярса параççĕ.
Шаннă çынсем тăрăшса ĕçлес кăмăллă. Кашнин графикĕнче республикăри муниципалитетсенче вун-вун тĕлпулу.
Н.СЕМЕНОВА.
Ноябрь 2024 |