Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Хĕвел питтинчи Кив Ирчемес

Категория: Общество Опубликовано: 28.02.2018, 10:15 Просмотров: 645

kivirtemesТралькасси ял тăрăхĕнче çичĕ ял шутланса тăрать. Вĕсенчен 103 кил-çуртран тăраканни - Кив Ирчемес. XIII ĕмĕр вĕçĕнчи архив докуменчĕсенчи хут çинче вырăсла Вурумы тесе çырнă (чăвашла куçарса паман). Анчах калас пулать, çак вăхăтчен чылай маларах кунта çынсем пурăннă.

Ял историне илес пулсан унăн хăйне майлă кун-çулĕ палăрать. X-XII ĕмĕрсенче пирĕн тăрăхра Мордва халăхĕн ирçе (эрзя) ушкăнĕ пурăннă теççĕ тĕпчевçĕсем. Çавна май пирĕн район территорийĕнче те вĕсен чĕлхинчен юлнă сăмахсем сахал мар тĕл пулаççĕ. Тĕслĕхрен, Ачкасси ялĕпе юхса выртакан Эрченеш шыв, Туктамăш çывăхĕнчи Сяртмас уй-хир, Присурски лесничествăри Ирçе вăрманĕ. Ял илемлĕ вырăнта никĕсленнĕ: хĕвел питтинче, çỹллĕ сăрт çинче, вăрманĕ те, улăх-çаранĕ те, шыв çăлкуçĕ те çителĕклĕ. Чăннипех те кунта пурнăçа, çутçанталăка юратакан тăрăшуллă çынсем кун кунланă. Каярахпа юнашарах, инçех мар, куçса кайса тепĕр Çĕн Ирчемес ялĕ пулса кайнă имĕш.

Чăвашсен пурнăçĕнче ытти халăхăнни пекех тĕн ыйтăвĕ паллă вырăн йышăнать. Сĕм авалтан пирĕн несĕлсем çутçанталăкпа çыхăннă Турăсене (Киремете) кĕлĕ тунă. Çакăн пек сăваплă вырăнсем ялсен çывăхĕнче пулнă. Кивирчемессем те кайри улăхри тăвайкки умĕнчи Киремете чỹк тунă тесе çырнă И.Данилов "Красночетайский край" кĕнекере. Çав вырăна "Киремет çырми" тесе каланă.

Христос тĕнĕ сарăлма тытăнсан патшан 1740 çулхи сентябрĕн 11-мĕшĕнчи хушăвĕпе кашни 250 кил пуçне пĕр чиркỹ тумалли, сăхсăхма вĕрентсе христианла ят памалли саккун йышăннă. 1744 çултан пуçласа чăваш ялĕсенче те прихутсем тума тытăннă. Çапла вара малтан Кив Ирчемес Пантьăк салин прихутне кĕнĕ. Турхан ялĕнчи чиркỹ ĕçлеме пуçласан кивирчемессем Турă хăватне илме унта çỹренĕ.

1809 çулхи Кăрмăш уесĕн карттинче тĕне кĕнĕ чăвашсем пурăнни çинчен çырнă: "Вурумово при овраге Бирескином и Федорове, 25 дв., 112:104".

1897 çулхи Раççей халăхĕн çыравĕнче ял пурнăçне çапларах çырса кăтартнă: "д. Урумово (Кив Ирчемес), 66 дв., 380 чел., 7 вт. м., 1 вд.м." Ялăн историйĕнче пысăк улшăну вара Октябрьти Аслă революци хыççăн пулса пырать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 25-30-мĕш çулĕсенче ял Канашне тата колхоз йĕркелесен урамра çĕнĕ çуртсем çĕкленĕ, шкулĕ уçăлсан ачасем парта хушшине ларнă. 1939 çул тĕлне ял палăрмаллах пысăкланнă, халăх йышĕ 625 çынна çитнĕ. Анчах та çĕршывра çирĕпленсе пыракан мирлĕ те лăпкă пурнăçра фашистла Германи чĕртнĕ вăрçă вут-çулăмĕ алхасма тытăнать. Хаяр тăшманпа çапăçма ялти çирĕп кĕлеткеллĕ арçынсем, хăш-пĕр çемьесенчен 2-3-шер пĕртăван, тухса кайнă. Çапăçу хирĕнчен тăван килĕсене 59-шĕ таврăнайман.

Вăрçă хыççăнхи ял пурнăçĕ малалла та йăлтах колхозпа çыхăннă. Кунти çĕрсем çинче тыр-пул, пахча çимĕç лайăх çитĕннĕ май, мăйракаллă шултра выльăх чылай пулнăран халăх кунран-кун, çултан-çул çитĕнỹсем тунă. 1970 çулта ялти колхоз "Присурский" совхозпа пĕрлешнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çĕршывра пысăк улшăнусем пулса иртнĕ май ял çыннисен пурнăçĕнче те йывăрлăхсем тухса тăнă. Апла пулин те ял ĕçченĕсем "Нива" пĕрлешỹллĕ хуçалăхпа малалла утма вăй-хал çитернĕ.

Ялтан пултаруллă та ăслă çынсем сахал мар тухнă. Аслă пĕлỹ илнисен шучĕ 100 яхăн. Вĕсем Мускаври тата ытти хуласенчи институтсемпе университетсенче ăс пухса лайăх специалистсем, патшалăха кирлĕ çынсем пулса тăнă. Ялта вĕсен шутĕнче "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ Зинаида Петровна Можайкина, Раççей Федерацийĕн халăха вĕрентес ĕç отличникĕсем Роза Филипповнăпа Галина Филипповна Андреевасем. Сăмах май, Андреевсен йăхĕнчен сакăр учитель районти шкулсенче вăй хунă.

Александр Харитонович Павлов вĕрентỹ ĕçченĕ пулнă май вăрçăран сывă таврăнсан хаçатсемпе журналсем валли сăвăсемпе статьясем çырнă, ял çыннисене кирлĕ ыйтусемпе хутсем çырса панă, вăрçă вăхăтĕнче çухатнă тăванĕсене шыраса тупма пулăшнă.

Александр Алексеевич Можайкин та, вăрçа хутшăннăскер, 40 çул ытла Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта географи учителĕнче ĕçленĕ. Вăл - районти шкулсенче таврапĕлỹ музейне тума тытăннисенчен пĕри. Вăл вăхăтра шкулта вĕренме класс пỹлĕмĕсем çитмен пирки экспонатсене мастерскойра пĕр кĕтесе вырнаçтарма тивнĕ. Хисеплĕ учитель чылай ĕçе ачасемпе пĕрле хутшăннă, вăл вĕсене пултаруллă та паллă çынсем патне çыру çырма хăнăхтарнă. Вăл ертсе пынипе шкул ачисем Ульяновск, Чулхула, Хусан, Ленинград, Мускав хулисене çитсе курнă.

Паллах, пурнăçра темĕн те тỹссе ирттерсе çитĕнỹ тăвакансене, ĕçпе хисепе тивĕçнисене пурне те асăнма май çук. Вĕсем ял историйĕнче ĕмĕр асăнмалăх пысăк та тарăн йĕр хăварнă.

Паянхи Кив Ирчемесре речĕпе кирпĕчрен купаланă çуртсем куçа илĕртсе лараççĕ. Район центрĕнчен яла çитес тесен 15 çухрăм хыçа хăвармалла. Унта паян 215 çын пурăнать. Анчах ĕçлеме пултаракан вăйпитти çын сахалли куçкĕрет. Мăшăрланакансем те, çуралакансем те шутлă.

Материала Валерий РОМАНОВ

районти тĕп библиотека ĕçченĕ Елена ЧУБАЙКИНА пулăшнипе хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1