ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Мартăн 15-мĕшĕнче РФ резерв фондĕнчи укçа-тенкĕпе капиталлă юсав ĕçĕсем тунă хыççăн Республикăри ача-пăча клиника больницин консультаци поликлиники уçăлнă.
Палăртмалла, 2017 çулхи сентябрь уйăхĕнче асăннă поликлиникăра юсав ĕçĕсем ирттерме РФ Президенчĕ резерв фондĕнчен 26,5 млн тенкĕ уйăрса панă. Çак укçа-тенке пула 1985 çулта тунă виçĕ хутлă кирпĕч çуртра пур пỹлĕмсемпе кăритурсене юсаса çĕнетнĕ. Поликлиникăра инвалидсене валли йĕркеленĕ майсене те упраса хăварнă. Тухтăрсем пĕлтернĕ тăрăх, сиплев учрежденине пĕр кун хушшинче хевтесĕр 6 пациент пырать.
Унсăр пуçне çурт тăррине юсанă, пур тĕп техника тытăмне тата коммуникацие улăштарнă.
Çулсерен больницăра 12 пин ытла ача сипленет. Амбулаторипе поликлиника уйрăмĕсене 60 пине яхăн ача медицина пулăшăвĕ илме çỹрет. Специалистсем çулсерен 10 пине яхăн операци, 300 пин лаборатори тата 70 пин инструмент тĕпчевĕсем, 100 пин физеотерапи процедури ирттереççĕ.
Çĕнелнĕ поликлиникăна республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов тата ытти сумлă хăнасем çитсе курнă, медицина организацийĕн коллективĕпе тĕл пулнă. Михаил Игнатьев кăçал сывлăх сыхлавĕн аталанăвĕ çине 18 млрд тенке яхăн тăкаклассине пĕлтернĕ. Сывлăх сыхлавĕн ертỹçи юлашки çулсенче РФ резерв фончĕн укçи-тенкипе ытти медицина учрежденийĕсенче те капиталлă юсав ĕçĕсем ирттернине, техника тытăмне çĕнетнине каланă. Унсăр пуçне РФ Президенчĕн пуçарăвĕ-пе ача-пăча поликлиникисене çĕнетмелли программа хута каймалла. Кăçал республикăри ача-пăча больницисене юсама тата техника никĕсне çĕнетме хушма 117 млн тенкĕ уйăрса парĕç. Çавăн пекех хулари 2 № ача-пăча больницин инфекци стационарĕ çумне çĕнĕ çурт çĕклĕç.
А.ВАСЮКОВА.
Ноябрь 2024 |