Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Чунĕ трактор патнех туртăнать

Категория: Общество Опубликовано: 21.03.2018, 10:31 Просмотров: 539

abakumovĂна ял-йыш ырă кăмăлĕшĕн, уçă чунĕшĕн, ĕçченлĕхĕшĕн, пултару-лăхĕшĕн хисеплет. Валерий Абакумов Калкасси ялĕнче çуралса ỹснĕ, унтах тĕпленнĕ. Вăл ачаранах çĕр ĕçне юратнă. Тен, çавăнпа унăн чунĕ ялхуçалăх техники патнех туртăннă.

Çемьери çичĕ ачаран тăваттăмĕш пулнă Валерий Семенович. Унăн ашшĕ "Путь Ильича" колхозра бухгалтерта ĕçленĕ, амăшĕ те унтах вăй хунă. Ял çинче ятлă çынсем пулнă вĕсем, хăйсен тăрăшулăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе палăрнă. Ачисене те мĕн пĕчĕкрен çĕр ĕçне хисеплеме, ăна юратма хăнăхтарса пынă. Серенкассинчи шкултан вĕренсе тухсанах тăван колхоза тракторпа ĕçлеме вырнаçнă Валерий Абакумов. Унтан Германире (ГСВГ) танкистра çар тивĕçне пурнăçланă. Тăван киле таврăнсан та колхозрах ĕçлеме кăмăл тунă, кайран МСО-ра та тĕрлĕ йывăр техникăна алла илнĕ. Ачкасси хĕрĕпе çемье çавăрнă.

Халĕ тивĕçлĕ канура ĕнтĕ Валерий Семенович. Акă çак кунсенче, мартăн 19-мĕшĕнче, вăл хăйĕн 65 çулхи юбилейне те кĕтсе илнĕ. Апла пулин те çамрăклăх çулĕсем хыçа юлнине сисмест вăл. Паянхи кун та унăн чунĕ трактор патнех туртăнать. Ăна нимĕнле çăмăл машина та интереслентермест. Унăн аллисем ялхуçалăх техникине кăмăллаççĕ. Пĕр ĕçрен те хăрамасть, ỹркенмест. Çавăнпа ăна халăх ял старости пулма шаннă та. Пĕчĕкрен ялта ỹссе çитĕннĕскер ял халăхĕн нушине лайăх пĕлет Валерий Семенович. Пушă вăхăт тупăнсанах вăл йĕлтĕрпе чупма тухать, эрнере икĕ хутчен "Хастар" физкультурăпа спорт комплексне сывлăхне çирĕплетме çỹрет. Çакă ăна кунсерен вăй-хал хушса пырать.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5