Объявления

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

                                                                                     *******************************************

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Мĕн вăл халăх дружини?

Категория: Общество Опубликовано: 04.04.2018, 11:42 Просмотров: 571

Чылайăшĕ пĕр-пĕр массăллă мероприятире е каçхи вăхăтра аллине "ДНД" тесе çырнă çыхăллă çынна курнах пулĕ. Камсем-ха вĕсем? ДНД вырăсла "добровольная народная дружина" тенине пĕлтерет. Халăх дружинине кĕнисем çапла çыхса çỹреççĕ эппин. Вĕсем пирки тĕплĕнрех пĕлес тесе райадминистрацин физкультурăпа спорт тата çамрăксен политикин секторĕн заведующийĕпе Алексей НИКИТИНПА тĕл пулса калаçрăмăр.

- Алексей Михайлович, районта халăх дружининче миçе çын тăрать-ха?

- Халăх дружининче районăн обществăлла пурнăçĕнче активлăхпа палăракан 10 çын шутланса тăрать. Вĕсен йышĕнче: Юрий Столяров, Иван Прокопьев, Татьяна Тимкина, Наталья Михуткина, Михаил Капралов, Алексей Матюшкин, Валерий Тверсков тата ыттисем. Эпĕ вĕсен командирĕ шутланатăп. Халăх дружинин ĕçне районти полици уйрăмĕн начальник çумĕ Сергей Ульянов асăрхаса, сăнаса тăрать.

- Халăх дружининче тăракансем хăш кунсенче ĕçлеççĕ-ха?

- Палăртмалла, эпир дежурство йĕркелесе эрнекун тата шăматкун 19-21 сехетсенче полици ĕçченĕсемпе пĕрле районта халăх нумай пухăнакан вырăнсене çитсе тĕрĕслетпĕр. Районти тĕрлĕ массăллă уявсене кăнтăрла та тухма тăрăшатпăр. Калас пулать, кашни дежурствăна тухмассерен полици уйрăмĕнче пирĕнпе инструктаж ирттереççĕ, алă пустараççĕ, пĕрле çỹреме участковăй çирĕплетсе параççĕ.

- Халăх дружини умĕнче мĕнле тĕллевсем тăраççĕ?

- Çамрăксем хушшинчи йĕркелĕхе сăнаса тăрасси пирĕн тĕп тĕллев тесе шутлатăп. Эпир район тăрăх çỹренĕ чухне каçхи вăхăтра çỹрекен çул çитмен çамрăксене тĕл пулсан асăрхаттаратпăр, киле яратпăр.

- Дружинникăн мĕнле те пулин документ пур-и?

- Дружинниксен удостоверени тата ятарлă паллă пур.

- Обществăлла ĕçе хастар хут-шăнакансен çăмăллăхсем пур-и?

- 2016-2017 çулсенче дружинниксем "Хастар" ФСК-на тỹлевсĕр çỹреме пултаратчĕç. 2018 çулта вĕсене хавхалантарма бюджетра укçа пăхса хăварнă.

- Алексей Михайлович, халăх дружини пирки тĕплĕн ăнлантарса панăшăн тавах. Обществăлла ĕçре малашне те ăнăçу сунатпăр сире.

Н.Мидакова калаçнă.

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4