Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Хăйтытăмлăх органĕсенче лайăх ĕçленĕшĕн

Категория: Общество Опубликовано: 20.04.2018, 08:51 Просмотров: 624

kuznetovaАпрелĕн 18-мĕшĕнче Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Вырăнти хăйтытăмлăх кунне халалласа савăнăçлă мероприяти иртнĕ. Унта хăйтытăмлăх органĕсенче лайăх ĕçлекенсене чысланă. Палăртма кăмăллă, Хусанушкăнь ял тăрăхĕн пуçлăхне Любовь Геннадьевна Кузнецована "Чăваш Республикинчи хăйтытăмлăх органĕсенчи лайăх службăшăн" хисеп паллипе наградăланă. Çавăн пекех райадминистрацин культура, туризм тата архив ĕçĕн пай начальникĕ Александр Николаевич Самсонов тỹрĕ кăмăллă муниципаллă службăшăн ЧР Пуçлăхĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ.

Любовь Геннадьевна Кузнецова 1968 çулхи декабрĕн 6-мĕшĕнче Тихăнушкăнь ялĕнче кун çути курнă. Вăл Хусанушкăнчи вăтам шкула пĕтернĕ. 1988 çулта вара Шупашкарти педагогика училищинчен вĕренсе тухса воспитатель специальноçне алла илнĕ. Унтан Любовь Геннадьевна Сĕнтĕкçырминчи "Родничок" ача садĕнче вăй хума тытăннă. 1990 çултан пуçласа 1995 çулччен Любовь Кузнецова Кив Атикасси ял тăрăхĕн администрацийĕнче ВУС инспекторĕнче тăрăшнă. 1995-1998 çулсенче райпон Тихăнушкăнчи лавккин заведующийĕнче тимленĕ. 1999 çулта куçăмсăр майпа педагогика университетне вĕренсе пĕтернĕ, психолог специальноçне алла илнĕ. 2006 çулта вăл Хусанушкăнь ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлеме тытăннă. 2012 çултан пуçласа вара Любовь Геннадьевна Кузнецова Хусанушкăнь ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче вăй хурать.

Çак хушăра Любовь Геннадьевна ертỹçĕ тилхепине çирĕп тытса тăнипе палăрчĕ. Вăл социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсен строительствин ыйтăвĕсене татса парас ĕçе пысăк тимлĕх уйăрать. Вăл тăрăшнипех ял тăрăхĕн территорийĕнче хăтлăхпа тирпейлĕх хуçаланни сисĕнет, инфратытăм аталанать. Любовь Кузнецова пуçарăвĕпе пур 7 ялта та çулсем çинче тăпра хăпартнă, щебеньрен 300 метр тăршшĕ çул хывнă. Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсене халалласа Хусанушкăнче обелиск, Геннадий Иванов воин-интернационалиста тата Иван Медведев моряк-подводника асăнса палăксем, çавăн пекех Негей полководец ячĕпе палăк вырнаçтарнă.

2013 çулхи "Чăваш Республикин чи лайăх муниципаллă пĕрлешĕвĕ" конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе Хусанушкăнь ял тăрăхĕ "Чи лайăх ял тăрăхĕ" номинацире çĕнтернĕ, 2015 çулта вара - "Ял тăрăхĕн чи лайăх пуçлăхĕ" тата "Чи лайăх ял тăрăхĕ" номинацисенче.

Любовь Геннадьевна Кузнецова тăрăшулăхне кура тĕрлĕ наградăсене тивĕçнĕ: ЧР вырăнти хăйтытăмлăха аталантарас ĕçе пысăк тỹпе хывнăшăн Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлешĕвĕсен Канашĕн Хисеп грамотине (2013 ç.), 2013 çулхи "Чăваш Республикин чи лайăх муниципаллă пĕрлешĕвĕ" конкурсра "Чи лайăх ял тăрăхĕ" номинацире çĕнтернĕшĕн Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлешĕвĕсен Канашĕн Хисеп грамотине, ЧР вырăнти хăйтытăмлăха аталантарас ĕçе тỹпе хывнăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М.В.Игнатьевăн Тав çырăвне (2016 ç.), чăваш халăхĕ умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Чăваш наци конгресĕн президенчĕн Н.Ф.Угасловăн Хисеп грамотине (2017 ç.) тата ыттисене те.

Н.МИДАКОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5