ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Фашистла Германи çарне çапса аркатса Çĕнтерỹ тунăранпа 73 çул çитет. Çак куна пирĕн халăх хĕпĕртесе-савăнса, кар пухăнса кĕтсе илет.
Эпĕ 1941 çулта çуралнă, атте вăрçăра вилнĕрен пĕчĕклех тăлăха тăрса юлтăм. Пирĕн анне хăй те чирлĕччĕ, çапах та пире, виçĕ ачине, ура çине тăратрĕ.
Хуть те камăн та хăйĕн ашшĕ-амăшне курас килет, вĕсем çинчен пĕлес килет. Анне тата ытти çынсем каланă тăрăх, манăн атте, Егор Ильич Баринов, 1908 çулта çуралнă, вăрçăччен вăл Ишеккасси ял Канашĕн председателĕнче ĕçленĕ, унтанах вăрçа тухса кайнă та çапăçу хирĕнче пуçне хунă.
Аттен хăй вăхăтĕнче Ишеккассипе Тумликасси ялĕсенче юлташсем пулнах, эпĕ пĕлессе, Аргандейкинпа, Мерескинпа, Орловпа, Жирновпа, Юткинпа тата ыттисемпе туслă пулнă вăл. Халĕ пурăнакан И.П.Мерескин каланă тăрăх, атте ытларах Юткинсемпе туслă пулнă. Килте пирĕн аттен пĕр сăнỹкерчĕкĕ те юлман, Юткинсен тăванĕсем патĕнче сăнỹкерчĕкĕ пур пуль тесе шутлатăп.
Аттен вилтăприне эпĕ 1969 çултах шырама пуçларăм. Ленинград облаçĕнче шыраса тупрăмах. Ленинград хулине виçĕ хутчен çитрĕм, унта юлташсемпе те пул-тăмăр. Кайран аттен вилтăпри çине унăн мăнукĕпе тата кĕçĕн мăнукĕпе пĕрле кайса килтĕмĕр.
Манăн атте, Егор Ильич Баринов, 63-мĕш гварди дивизийĕнчи стрелоксен 270-мĕш полкĕн пулеметчикĕ пулнă. 1943 çулхи январĕн 15-мĕшĕнче сылтăм хулне амантнă, суранĕпех çапăçусене хутшăннă. Архиври хутсем тăрăх, ăна медсанбата çитереççĕ, унта вăл январĕн 18-мĕшĕнче вилет. Ăна Черная Речка ял çывăхĕнче пытараççĕ.
Манăн çакна та пăлăртса хăварас килет - Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче Ленинград облаçĕнче 32 пин чăваш вилни паллă. Вĕсенчен пĕри - ман атте. Атте вилнĕ вырăна çитсен эпĕ унăн вилтăприне яла илсе килсе аннене пытарнă çĕре кайса хутăм.
Хальхи вăхăтра пирĕн хушăра вăрçа хутшăннă ветерансем юлманпа пĕрех. Вăрçă вăхăтĕнчи пурнăç çинчен астăваканнисем ытларах тăлăх салтак арăмĕсемпе вăрçă ачисем юлчĕç. Пирĕн çав синкерлĕ кунсене, Тăван çĕршыва хỹтĕлесе пуçĕсене хунисене нихă-çан та манмалла мар.
С.БАРИНОВ, районти вăрçă ачисен обществин председателĕ.
Ноябрь 2024 |