ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Ĕлĕк-авал халăхăн тĕрлĕ сăлтавсене пула вырăнтан вырăна куçса çỹреме тивнĕ. Çакă XIX ĕмĕрчченех тăсăлнă тесе çирĕп-летеççĕ тĕпчевçĕсем. Çавна май кашни чăваш ялĕн те хăйĕн уйрăмлăхĕ, шăпи тата кун-çулĕ.
Хĕрлĕ Чутай районĕн историйĕ, кунта кун-çути курнă çыннисем, чăвашсем пурăннă вырăнсем çинчен районăн хисеплĕ çынни, сумлă историк Иван Яковлевич Данилов хăй пичетлесе кăларнă кĕнекесем çинче сахал мар çырнă (пурăннă пулсан вăл кăçал мартăн 10-мĕшĕнче 80 çул тултарнă пулĕччĕ). Çапах та историйĕн вăрăм тапхăрĕнчи вăрттăнлăхĕсене, ялсем епле пулса кайнине йăлтах пĕлменни чылай-ха тесе шутлатăп. Республикăри историксемпе тĕпчевçĕсен кĕнекисене вуласан та кăткăс историйĕн тĕрлĕ енĕсене тĕп-тĕрĕс палăртма çăмăлах мар.
Пĕр 300 çул каялла халĕ Ачкасси ялĕ ларнă вырăнта çын ура ярса пусман чăтлăх вăрман кашланă, тарăн çырма выртнă. Ун урлă вара çулла та, хĕлле те тапса тăракан таса шыв юхнă. Çакна шута илсе кунта хастар чăвашсем тĕпленнĕ. Вĕсем çырма таврашĕнчи йывăçсене хăртса-çунтарса тырă акнă. Усă курмалли çĕрсем хушăнса пынă май ял пысăкланса сарăлнине çирĕплетсех калама пулать. Пурăна киле кунта куçса килекенсен йышĕ ỹссе пынă, уйрăм килсенчен чăмăртанса ял пулса тăнă.
1779 çулта çырнă "Чĕмпĕрти приказ çурчĕн приходпа расход кĕнекинче" ялсен списокне кăтартнă. Унта "Акчи-касы при овраге Эрьченеш, 12 дворов, 45 мужских, 39 женских душ" тенĕ. 1859 çулхи статистикăра палăртнă тăрăх вара: "Акчи-касы при овраге Эрьченеш, от Курмыша 10,5 верст, 41 дв., 195:193". Цифрăсем арçынсемпе хĕрарăмсен шутне кăтартаççĕ.
1897 çулта Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ирттернĕ. Асăннă документра Ачкасси ялĕ пирки çапла çырнă: "д. Акчи-касы при овраге Эрьченеш сирмы, 119 дв., 660 человек, 6 вт., 1 шерстобойка, 1 заведение (кулье, рогожа)".
Ял ячĕ мĕншĕн çапла пулса кайни пирки çырнине тĕл пулма май килмерĕ. Эрченеш сăмаха И.Данилов мордва (ирçе) чĕлхинчен пулса кайнă тесе çырнă. Ирçесем мордвасен пĕр йăхĕ пулнă.
Ачкасси ятлă ялсем хамăр республикăра татах та тĕл пулаççĕ. Хальхи вăхăтра "касси" сăмахпа пирĕн районта 22 ял ячĕ вĕçленет. Çынсен пурнăçĕ йывăр, вулама-çырма пĕлекенсем çукпа пĕрех пулнă. Çакна хресченсем патша туса хунă йĕркесемпе килĕшменни, тĕрлĕ пăлхавсене хутшăнни те лайăх çирĕплетет. Ачкасси ялĕнчен Степан Разин, Емельян Пугачев хресченсен вăрçисене хутшăннисем сахал мар пулнă.
Октябрьти Аслă революци çĕнтернĕ хыççăн кăна чăваш çĕрĕн чăн-чăн историйĕ çырăнма пуçланать. 1929 çулта ялти çивĕч çынсем пĕрлешсе ĕçлемелли "Сталь" хуçалăх йĕркеленĕ. Вăрçă пуçланнă тĕле колхоз палăрмаллах вăй илнĕ. Çав вăхăтра колхозăн 66 лаша, 155 ĕне-вăкăр, 115 сысна, 165 сурăх пулнă. Ялти шкулта вĕренекенсен шучĕ ỹссе пынă. Ялĕпе илсен 7-11 çулхисем 43 арçын ачапа 39 хĕрача пĕлỹ илме çỹрени çинчен çырса хуни пур.
Хăрушă та юнлă вăрçă пуçлансан çĕршыва хỹтĕлеме ялтан 178 çын тухса кайнă, вĕсенчен 82-шĕ çапăçу хирĕсенче пуçĕсене хунă. Вăрçа хутшăннисем пурте тенĕ пекех орденсемпе медальсем илме тивĕç пулнă. Батарея командирне Иван Васильевич Индрякова Днепр юханшывĕ урлă каçнă вăхăтра паттăрлăхпа хастарлăх кăтартнăшăн Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă. "Вилĕмсĕр полк" паттăрĕсем ял-йыш асĕнчен нихăçан та манăçа тухмĕç. Çамрăк ăру та вĕсене асра тытать.
1947 тата 1961 çулсенче çĕршывра укçа улшăнсан халăх пурнăçĕ лайăхланма пуçланă: талонсене пĕтерсен таварсен хакĕ чакма пуçланă, пур çĕрте те ĕç вырăнĕсем пулнă, шалу ỹссе пынă. 1968 çултан тытăнса колхоз ертỹçин тилхепине Петр Васильевич Васюкова тытса пыма шаннă хыççăн хуçалăх çултан-çул аталанса пынă. Совет саманинче колхозра механизациленĕ парк, юсав ĕçĕсене ирттермелли мастерской, йĕтем хута кайнă. Унта канма, ĕçлеме, апатланма пур услови те пулнă. Техника ăшă гаражра упраннă. Машинăсемпе пĕрлех лашасем те колхоза хăват панă, кунти ăйăрсем районта чи лайăххисем шутланнă. Хăмла плантацийĕ те тупăш çăлкуçĕ вырăнне пулнă. П.В.Васюковăн ырă ĕçĕсене манма юрамасть, вăл районти ятлă-сумлă хуçалăх ертỹçисенчен пĕри пулнă.
Паянхи Ачкасси ялĕ йывăрлăхсене пăхмасăр çĕнелсе пырать, унăн урамĕсене капмар кирпĕч çуртсем илем кỹрсе лараççĕ. Вĕсенче кăвак çулăм çунать. Çитес вăхăтра вара тĕп урамĕнче асфальт çул та хута кайĕ.
"Ăслине ан кала - хăех ăнланĕ, ырринчен ан ыйт - хăех парĕ", - тесе вĕрентет ваттисен сăмахĕ. Çак сăмахсене Ачкассинче пурăнакансем çинчен каланă пекех. Вĕсем авалхи йăласене, тĕн уявĕсене манăçа кăлармасăр пĕр-пĕринпе туслă пурăнаççĕ, хăнасене тарават кĕтсе илеççĕ. Христос тĕнне йышăннă хыççăн ялта Спиридоновсем, Васюковсем, Кирилловсем, Чеченешкинсем, Канцеляровсем, Яндайкинсем, Жерженовсем, Чугуновсем, Николаевсем, Даниловсем тата ыттисем те 6-8 ăру урлă пулса кайнă. Вĕсем пурте кунта 200 çул ытла каялла тарăн тымар янă. Паян ялта 214 хуçалăхра 410 çын пурăнать.
В.РОМАНОВ, районти таврапĕлỹçĕсен пĕрлешĕвĕн ертỹçи.
И.ДАНИЛОВ архивĕнчи сăнỹкерчĕк.
Ноябрь 2024 |