Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Пуласлăх - çамрăксенче

Категория: Общество Опубликовано: 06.06.2018, 11:18 Просмотров: 531

IMG 5297Хĕрлĕ Чутай райповĕнче тăрăшакан Любовьпа Дмитрий Волковсем çамрăксен "Прорыв" премийĕн лауреачĕн ятне тивĕçнĕ. Асăнмалăх статуэткăсемпе диплома мăшăра çамрăксен форумĕнче Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов тата РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов панă.

Дмитрий Олегович Волков Хĕрлĕ Чутай райповĕнче чи малтанах тавароведра тăрăшнă, 2017 çултанпа "Заготовки" ТЯО генеральнăй директорĕнче вăй хурать. Унсăр пуçне вăл райповăн çамрăксен канашĕн председателĕнче тимлет. Мăшăрĕ Любовь Викторовна "Березка" ресторанта поварта ĕçлет. Волковсен райпо тытăмĕнчи пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ - 20 çула яхăн. Мăшăр Александр ывăла пăхса çитĕнтерет, унăн кашни çитĕнĕвĕпе савăнать.

Палăртмалла, пĕтĕмпе çамрăксен форумне Чăвашпотребсоюзăн 26 кооператив организацийĕнчен 140 ытла представитель хутшăннă. Вĕсене валли тĕрлĕ тренингсем ирттернĕ. Валерий Павлов палăртнă тăрăх, информаци технологийĕсемпе ĕçлекен потребитель кооперацийĕсене пуçаруллă та хастар çамрăк специалистсем кирлĕ. Кун пек тĕлпулусем вара пĕр командăпа ĕçлеме хавхалантараççĕ.

Н.АНТОНОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5