Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Район хаçатне вулакан патне вăхăтра çитернĕшĕн тав

Категория: Общество Опубликовано: 07.07.2017, 09:50 Просмотров: 860

почтаÇулсеренех июлĕн иккĕмĕш вырсарникунĕнче почта çыхăнăвĕнче ĕçлекенсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Районти почта ĕçченĕсем ăна ĕнер, июлĕн 6-мĕшĕнче, паллă турĕç. Почтальонсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, Çĕмĕрлери почтамтăн начальникĕ Сергей Новичков, район хаçачĕн тĕп редакторĕ Алина Оринова саламларĕç, Хисеп грамотисем парса чысларĕç.

Савăнăçлă мероприятире почта çыхăнăвне аталантарас ĕçе тỹпе хывнăшăн Мучакассинчи почта уйрăмĕн почтальонĕ Людмила Николаевна Сандомирова кăтартуллă ĕçленĕшĕн Раççей почтин Тав сăмахне тивĕçрĕ. Почта ĕçченĕсен ĕçĕ нихăш тапхăрта та çăмăл пулман. Халĕ те, информаци технологийĕсем хăвăрт аталаннă чухне, вăл хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмасть, ял çыннисемшĕн чи кирлĕ çыхăну мелĕ шутланать. Паянхи кун почта çыхăнăвĕнче чи чăтăмлисем ĕçлеççĕ теес килет. Почтальонăн халăх патне хаçат-журналпа çырусем кăна мар, пенси те вăхăтра çитерсе памалла. Ку кăна-и? Ахаль те çăмăл мар сумкине унăн ял çыннисене сĕнме тĕрлĕ тавар тултарса йывăрлатмалла - йĕрки çапларах халĕ. Каларăм ĕнтĕ, почтăра тỹсĕмлисем тăрăшаççĕ. Вĕсем район çыннисене çĕнĕ хыпарсемпе паллаштарма васкаççĕ. Çĕнĕ хыпарĕсем вара район тĕкĕрĕнче - "Пирĕн пурнăç" хаçатра - кун çути кураççĕ. Шăпах ăна анлă сарас тĕллевпе тăрăшаççĕ те куллен пирĕн почтальонсем. \

Паян манăн уйрăмах Утаркассинчи почта уйрăмĕнче тăрăшакансене тав сăмахĕ калас килет, вĕсем ĕçе парăнни куç умĕнчех, йывăрлăхсене çĕнтерсе малаллах утаççĕ. Утаркассинчи почта уйрăмĕн начальникĕ Вера Николаевна Федорова пĕлтĕр Раççей шайĕнчи грамотăна, кăçал Раççей почтин Тав сăмахне тивĕçни ахальтен мар иккенни тỹрех курăнать, вăл хăйне шаннă ĕçе курăмлăн пурнăçласа пырать. Вăл ертсе пыракан коллектив район хаçатне çырăнтарассине нихăçан та чакармасть.

Хаçатăн çырăнтару хакĕ хăпарнине пăхмасăр ăна çырăнтарассине ỹстернĕ почта уйрăмĕсем шутне çаксем те кĕреççĕ: Хусанушкăнь, Кив Атикасси, Питĕркасси, Мучикасси. Çавăн пекех район хаçатне халăх патне ыттисенчен ытларах çитерекеннисене те тав тăватăп. Хĕрлĕ Чутайри почта уйрăмĕнче тăрăшакан Юлия Ивановна Майорова район хаçатне 128 экземпляр валеçет. Хусанушкăнчи почта уйрăмĕн почтальонки Зоя Николаевна Семенова та унран юлмасть. Кăçал ĕç кăтартăвне чакармасăр ĕçлесе пыракан, район хаçатне çырăнтарассине ỹстернĕ почтальонсене те ятран асăнса хăварас килет: Людмила Николаевна Сандомирова (Мучикассинчи почта уйрăмĕ, ертỹçи - Галина Николаевна Козлова), Валентина Николаевна Микушкина (Утаркассинчи почта уйрăмĕ, ертỹçи - Вера Николаевна Федорова), Алина Геннадьевна Ермолаева (Питĕркассинчи почта уйрăмĕ, начальникĕ - Наталья Валентиновна Михуткина), Алина Николаевна Тиверкинăпа Нина Николаевна Николаева (Кив Атикассинчи почта уйрăмĕ, начальникĕ - Алина Леонидовна Максимова), Зоя Николаевна Семенова, Вера Владимировна Иванова, Ольга Анатольевна Кириллова (Хусанушкăнчи почта уйрăмĕ, ертỹçи - Алина Васильевна Афондеркина).

Паллах, район хаçатне ытларах сарас тесе ытти почтальонсем те вăй хунă. Апла пулсан пурне те, пур çыхăну уйрăмĕсен ĕçченĕсене те професси уявĕ ячĕпе саламлатăп. Эсир район çыннисем патне çитерекен хыпарсем яланах лайăх пулччăр, ĕçĕрсем ăнса пыччăр, малашне те район хаçатне ытларах çырăнтарма сирĕн сывлăхăрсем çирĕп пулччăр, кăтартăвăрсем çулран-çул ỹссе кăна пыччăр, ỹсĕмсен чикки ан пултăр. Алина ОРИНОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5