Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Потребительсен кооперацийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе журналистсем паллашрĕç

Категория: Общество Опубликовано: 12.07.2017, 09:00 Просмотров: 967

Июль уйăхĕн пĕрремĕш шăматкунĕнче республикăри кооператорсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Палăртмалла, кооператорсен чи пысăк юхăмĕ вăл - потребительсен кооперацийĕн организацийĕсем. Мĕн ĕçлеççĕ-ха вĕсем? Мĕн параççĕ вĕсем республика халăхне? Çакăн çинчен сăмах пычĕ те Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски райповĕнче иртнĕ массăллă информаци представителĕсем хутшăннă семинар-канашлура.

Чăвашпотребсоюз - Раççей Центросоюзĕн ертсе пыракан потребсоюзĕсенчен пĕри, вăл хăйĕн тытăмĕнче районти потребительсен обществисене тата кооператив организацийĕсене пĕрлештерсе тăрать. Тахçан, 1893 çулта, Улатăр хулинчи чугун çул мастерскойĕсен ĕçченĕсене пĕрлештерсе тăнă юхăм хальччен упранса юлнă кăна мар, паян вăл активлă аталанса пырать: хальхи йышши технологисем хута каяççĕ, инноваци проекчĕсем пурнăçа кĕреççĕ, çамрăк кадрсем ĕçе явăçаççĕ. Чăвашпотребсоюз организацийĕсем хатĕрлев, производство, суту-илỹ, аптека ĕç-хĕлне тытса пыраççĕ, обществăлла апатлану предприятийĕсене пĕрлештереççĕ, кадрсем хатĕрлеççĕ, республикăри 7 пин ытла çынна ĕçпе тивĕçтереççĕ.

Потребкоопераци организацийĕсен аталану çулĕн тĕп уйрăмлăхĕ - "Уй-хиртен пуçласа суту сĕтелĕ таран" тулли циклпа ĕçлени. Республика халăхне çакă килти хушма хуçалăхра туса илнĕ ытлашши сĕте, аш-какая, пахча çимĕçе е ытти таса продукцие райпо лавккисенче тата сечĕсенче сутса укçа тума май парать. Çулсерен Чăвашпотребсоюз организацийĕсем ялхуçалăх продукцийĕпе чĕртаварне пĕр млрд ытла тенкĕлĕх туянаççĕ, продукцишĕн халăха çулталăкра 650 миллион тенке яхăн тỹлеççĕ. Çакă тăватă пин ял çыннин вăтам ĕç укçипе танлашать.

Потребкоопераци организацийĕсенче пурнăçа кĕрекен тĕп инноваци проекчĕсем вĕсем - суту-илỹ юхăмне автоматизацилени, оборудованисене модернизацилени тата ытти те. Продукцие сертификацилени, унăн хăрушсăрлăхĕ, тивĕçлĕ хаксем, ЕГАИС тытăм урлă пахалăха тĕрĕслени, сервис тата ытти те ял çыннисемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ĕç-хĕл мĕнле пулса пынине семинарта республикăри тĕп редакторсем тата журналистсем суту-илỹ, производство, хатĕрлев объекчĕсене çитсе хăйсен куçĕсемпе курса хакларĕç.

Семинар ĕçне Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов, ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов тата ыттисем çавра сĕтел хушшинче пĕтĕмлетрĕç, пурте Чăвашпотребсоюз ял аталанăвне пысăк тỹпе хывнине, унăн информаци уçăмлăхне ырламаллине палăртрĕç.

Сăмах май, районти потребительсен обществи Чăвашпотребсоюз йышĕнче малта пыраканнисенчен пĕри шутланать. Райпо продукци туса кăларас пахалăха ỹстерсе пырать, халăха таварсен анлă ассортименчĕпе тивĕçтерме тăрăшать, çавăн пекех тĕрлĕ социаллă проектсене активлă хутшăнать, ветерансем, нумай ачаллă çемьесем çинчен манмасть. Районта вара кооператорсем хăйсен уявне июлĕн 14-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Пирĕн-тен кашниех уява хутшăнма кăмăл тăвар.

Н.АНТОНОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5