ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Июлĕн 14-мĕшĕнче районта райпо 90 çул тултарнине тата унăн ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Районти потребитель обществин предприятийĕсем салари тĕп площаде хăйсен продукцийĕпе тухрĕç. Йăлана кĕнĕ дегустаци куравĕнче хăнасене чăваш производителĕсен продукцийĕ уйрăмах кăмăла кайрĕ. Дегустаци пынă вăхăтрах районти Культура çурчĕ умĕнче ачасен дискотеки пычĕ. Вăл вĕçленсен пур ачана та мороженăйпа хăналарĕç.
Чи тăрăшуллă сутуçăсене "Березка" ресторанра пилĕк сехет тĕлне пухрĕç, Светлана Анисимована, Роза Захарована, Светлана Мидушкинана, Римма Оринована, Алевтина Сигаевана, Екатерина Фондеркинана, Мария Савинкинана, Галина Савинкинана Хисеп хучĕсемпе преми парса чысларĕç. Ветеринари ĕçченне Галина Волкована Чăвашпотребсоюзăн Хисеп Хăми çине кĕртнине пĕлтерчĕç, премилерĕç.
Уявăн савăнăçлă пайĕ Хĕрлĕ Чутай салинче çĕнĕ объект уçнипе пуçланчĕ. Хăйĕн алăкĕсене район больници патĕнчен инçех мар, Перекет банкĕ çумĕнче вырнаçнă "Колибри" кафе-бистро уçрĕ. Мероприятие район пуçлăхĕ, райпо председателĕ Александр Степанов, райадминистраци пуçлăхĕ Александр Башкиров, ЧР культура министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов, Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов хутшăнчĕç.
Кооператорсен уявне салари тĕп площадьре райпо председателĕ Александр Степанов уçрĕ. Вăл пурне те потребитель обществин ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, тухăçлă ĕçлеме, малашне те аталану çулĕпе утма, йăла-йĕркене упрама сунчĕ. Кăçал райпо йĕркеленнĕ-ренпе 90 çул çитнипе саламларĕ, унăн малтанхи ертỹçисене асăнса тухрĕ, вĕсем - Михаил Чикирин (вăл 19 çул ĕçленĕ, ун вăхăтĕнче районта 25 лавкка уçнă, коопераци ĕçченĕсене валли 12 хваттерлĕ çурт тунă тата ытти те), Иван Хораськин (6 лавкка хута кайнă), Владимир Кузьмин, Этменти пĕрлешĕвĕн директорĕ Юрий Ягункин, коопзаготпром директорĕ Александр Данилов, тĕп бухгалтерсем Евдокия Сергеева тата Зинаида Почейкина.
Паянхи кун Хĕрлĕ Чутай райповĕн тытăмне 66 суту-илỹ, 15 обществăлла апатлану предприятийĕ, çăкăр завочĕ, коопзаготпром тата производство комбиначĕ кĕрет. Райпо 379 çынна ĕçпе тивĕçтерет. Юлашки çичĕ çул хушшинче суту-илỹ объекчĕсене тума тата юсама 40 ытла миллион тенкĕ инвестициленĕ. Атнарта, Трапайра, Штанашра, Пĕрремĕш Липовкăра, Иккĕмĕш Липовкăра, Чурпайра, Пухтанкассинче тата ытти ялсенче çĕнĕ лавккасем уçнă, чылайăшĕн лаптăкне пысăклатнă. Районта коопераци про-мышленноçĕ аталансах пырать, производство çĕнелет, хальхи технологисем вăй илеççĕ. Йышăннă мерăсем халăха кирлĕ продукцие пахалăхлă тума пулăшаççĕ. Суту-илỹ продукцийĕн калăпăшĕ 1,7 хутчен ỹснĕ. Çăкăр пĕçересси 182 тонна, булка изделийĕсем хатĕрлесси 37 тонна хăпарнă. Çăкăр завочĕн предприятийĕсем çăкăрпа булка изделийĕсен 45, кондитер изде-лийĕсен 37 тĕсне кăлараççĕ. Çулсерен райпо 100 тонна ытла пахча çимĕçпе улма-çырла хатĕрлет. "Янтарь" ТЯО ĕçченĕсем вĕсенчен тĕрлĕ консервăсем, сĕткенсем туса илеççĕ.
Райпо Пĕтĕм Раççейри тата республикăри экономика ăмăртăвĕсене яланах хутшăнать, призерсен йышне кĕрет. Потребитель кооперацийĕн ĕçченĕсем ĕçри çитĕнỹсемшĕн Чăвашпотребсоюз тата Раççей Федерацийĕн Центросоюзăн наградисене тивĕçеççĕ. "Чăваш Республикин потребитель кооперацийĕн ветеранĕ" хисеплĕ ята райпо тытăмĕнче ĕçлекен 75 çын тивĕçнĕ, "Раççей Федерацийĕн потребитель кооперацийĕн ветеранĕ" хисеплĕ ята - 25 çын. "Потребитель кооперацийĕн аталанăвне тỹпе хывнăшăн" орденпа 9 ĕçчене наградăланă. "Чăваш Республикин пулăшу сферин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" патшалăх награди 6 çыннăн пур, "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ" _ пĕр ĕçченĕн. Ĕç Мухтавĕн орденĕ виçĕ ĕçченĕн пур, "Ĕçри хастарлăхшăн" медаль - пĕр çыннăн.
Валерий Павлов та хăнасене уявпа саламларĕ, Хĕрлĕ Чутай райповĕ кăтартусене лайăхлатас тесе çĕнĕ çул-йĕр шырасах тăнине палăртрĕ. Потребкоопераци экономика аталанăвĕнче паллă вырăн йышăнать. Хĕрлĕчутайсем те рынокри кирлĕ отрасльсене аталантарас тесе тухăçлă ĕçлеççĕ. Потребкоопераци ĕçченĕсем аякри ялсене хăйсен продукцийĕпе тивĕçтереççĕ, çак ĕçе вĕсем туллин пурнăçласа пыраççĕ. Малта пыраканнисем çулсерен тĕрлĕ наградăсене тивĕçеççĕ.
Çак уяв кунне те ырă сăмаха тивĕçнисем пулчĕç. "Питание" ТЯО-ра тĕп бухгалтерта тăрăшакан Галина Шахмайкина ЧР Экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илỹ министерствин Хисеп грамотине илме тивĕç пулчĕ. "Заготовки" ТЯО-н тĕп бухгалтерне Елена Акаль-скаяна ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе чысларĕç. Чăвашпотребсоюз Канашĕн Хисеп грамотисене "Питание" ТЯО бухгалтерĕ Надежда Юманкина, "Четайское" ТЯО кондитерĕсем Татьяна Спиридоновапа Надежда Орлова тивĕçрĕç. "Чăваш Республикин потребитель кооперацийĕн вете-ранĕ" хисеплĕ ята иккĕн илме тивĕç пулчĕç: Карăкçырминчи лавкка заведующийĕ Татьяна Еремеева тата "Питание" ТЯО ĕçченĕ Галина Немцова. Чăвашпотребсоюз Канашĕн Тав сăмахне "Четайское" ТЯО-ра вăй хуракан Алла Абрамова йышăнчĕ. Район пуçлăхĕн Тав сăмахне Кĕрлеври лавкка заведующийĕ Алевтина Софронова, Хĕрлĕ Чутай райповĕн водителĕсем Иван Петровпа Николай Ульянов, "Питание" ТЯО-н аслă кондитерĕ Алевтина Тихонова тивĕçрĕç. Атнарти 1 № лавккара сутуçăра тăрăшакан Надежда Граченована район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысларĕç. Потребитель кооперацийĕн тĕп пурлăхĕ - пултаруллă тата ĕçчен çынсем.
Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунне уявланă май чи пултаруллă ĕçченсене тĕрлĕ номинацисенче палăртрĕç. "Чи лайăх сутуçă - 2016" номинацире Елена Григорьевская, "Чи лайăх çăкăр пĕçерекен - 2016" номинацире Валентина Захарова, "Чи лайăх кондитер - 2016" номинацире Марина Судакова, "Чи лайăх повар - 2016" номинацире Венера Гусельщикова наградăсене тивĕçрĕç. Уйрăм номинацисенче потребкоопераци аталанăвне тỹпе хывнăшăн ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене палăртрĕç, укçа сертификачĕ пачĕç.
Чăваш эстрада çăлтăрĕсен концерчĕ уява сĕм кĕртрĕ. 23 сехетре тỹпене фейерверк çутатрĕ. А.ОРИНОВА.
Ноябрь 2024 |