ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи.
Требуются дворники в
Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.
Зарплата 50000-55000 вахта.
Трудоустройство официально.
89871225525
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Питĕркасси ялĕнчи Валентинăпа Владимир Вазинсем виçĕ ачана кун çути парнеленĕ. Паян манăн вĕсен аслă ывăлĕ Евгений çинчен каласа парас килет. Евгений - пулас офицер, Санкт-Петербургри физкультурăн çар институчĕн курсанчĕ. Эпĕ унпа вăл тăван тăрăха çуллахи отпуска килсен курса калаçрăм.
Спорта йĕлтĕрпе "чупса кĕнĕ"
Физкультурăн çар институтĕнче вĕренекенĕн спортпа туслă пулмалли каламасăрах паллă. Евгений ача чухне шахматла выляма юратнă, "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕ уçăлсан бассейна çỹренĕ.
6-мĕш класра вĕреннĕ чух Женя юлташĕпе пĕрле йĕлтĕрпе чупма пуçланă. Йĕлтĕр спорчĕ ăна ытларах та ытларах илĕртнĕ, ачан туртăмне Питĕркасси шкулĕнче йĕлтĕрпе чупакансен тренерĕ пулнă Владимир Элеменкин та вăйлатнă. Аслă классенче вĕреннĕ чух Евгений хĕллехи полиатлон енĕпе республика шайĕнчи ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене йышăнма пуçланă. Часах Евгений Вазин хĕллехи полиатлонпа спорт мастерĕн кандидачĕн ятне тивĕçнĕ.
Пултаруллă яшăн спортри çитĕнĕвĕсем курăмлă пулнăран 2016 çулта Евгений харăсах виçĕ хутчен стипендиат ятне тивĕçнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн Александр Башкировăн, Николай Малов депутатăн, республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн стипендийĕсене панă.
Военкомат сĕннипе кайнă
11-мĕш класра вĕреннĕ чух Евгений салтак çулне çитмен ытти çамрăксемпе пĕрле военкомат тĕрĕслевĕсем витĕр тухнă. Çавăн чухне ăна, спорт мастерĕн кандидачĕ пулнине пĕлсен, Санкт-Петербургри физкультурăн çар институтне вĕренме кайма сĕннĕ. Ку сĕнĕве Женьăн тренерĕ те, амăшĕ те ырласа йышăннă, вара çамрăк хăй те унта кайма шут тытнă.
Шкулта патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытсан Евгений Шупашкарта медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Унтан вăл амăшĕпе пĕрле Санкт-Петербурга кайнă. Валентина Ивановна ывăлне ятарлă вĕренỹ центрне çитернĕ хыççăн каялла таврăннă. Женьăн вара тепĕр хут тĕрлĕ тĕрĕслевсем витĕр тухмалла пулнă. Йĕрки çапла - шкулта патшалăх экзаменĕсене тытнă, республикăра медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă пулин те, çар институтне вĕренме кĕрес шухăшлисене тепĕр хут тĕплĕн тĕрĕслеççĕ. 20 кун хушши пынă тĕрĕслевсем: абитуриентсем 100 тата 3000 метра чупнă, 100 метр ишнĕ, турник çинче туртăннă. Женьăн тата полиатлон енĕпе те тĕрĕслев витĕр тухма тивнĕ - спорт мастерĕн кандидачĕ пулнăран. Унтан вара абитуриентсем экзамен комиссине хăйсем пирки каласа панă.
Çакна палăртса хăвармалла - физкультурăн çар институтне вĕренме кĕрес шухăшлисен биологи питĕ лайăх пĕлмелле, çак предметпа патшалăх экзаменне тытмалла, мĕншĕн тесен институтра медицина енĕпе питĕ тĕплĕн вĕрентеççĕ.
Пĕтĕм тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухнă хыççăн Евгений Вазин института вĕренме кĕнĕ. Анчах та вĕренме кĕнисене киле яман, тỹрех факультетсем çине уйăрнă, ятарлă форма, автоматсем панă, савăнăçлă мероприяти ирттернĕ. Август уйăхĕнче çамрăк боецсен курсĕсем иртнĕ. Сентябрĕн 3-мĕшĕнче вара курсантсем Санкт-Петербург хулинчи "Марсово поле" текен лапамра присяга тытнă.
Евгений присяга тытнине курма ашшĕпе амăшĕ, Алеша шăллĕпе Даша йăмăкĕ кайнă. Сăмах май, Алеша хальхи вăхăтра Шупашкарти ỹнер училищинче вĕренет, Даша Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче 6-мĕш класра пĕлỹ илет.
Санкт-Петербургри Çĕнтерỹ парадне хутшăннă
Халĕ Евгений Вазин тăваттăмĕш курсра ĕнтĕ. Пурĕ вара çар институтĕнче унăн 5 çул вĕренмелле. Женьăн пулас специальноçĕ - часть командирĕн физкультура хатĕрленĕвĕ енĕпе пулăшаканĕ _ полкăн физкультура хатĕрленĕвĕн начальникĕ. Вĕренсе тухсан вĕсене çар чаçĕнче службăра тăма çĕршывăн хуть те хăш кĕтесне те яма пултараççĕ.
Çар институтĕнче пирĕн республикăран вĕренме пынисем татах пулнине палăртать Женя, анчах та районтан урăх никам та çук иккен.
Институтра вĕренекенсене тĕрлĕ ушкăнсене уйăраççĕ. Евгений çарпа космос вăйĕсен ушкăнне лекнĕ. Вĕреннĕ хушăра курсантсем лекцисенче пулаççĕ, унсăр пуçне так-тика занятийĕсем иртеççĕ. Курсантсем тăтăшах тĕл переççĕ, йĕлтĕрпе чупаççĕ, шывра ишеççĕ. Алла-аллăн тытăçăвăн вăрттăнлăхĕсене те хăнăхаççĕ.
"Пĕрремĕшпе иккĕмĕш курссенче вĕренме йывăрччĕ, - тет Евгений. - Халĕ вара, те хăнăхсах çитнĕрен, çăмăлтарах. Аслăрах курссенче увольненисене тухма та ансатрах".
Увольненисене тухсан курсант Санкт-Петербург хулипе паллашать. Çак илемлĕ хула хăйне питĕ килĕшнине палăртать Евгений.
Вĕреннĕ хушăра курсантсене ытти хуласене стажировкăсене илсе каяççĕ. Иккĕмĕш курсра чухне Евгений Мускав облаçĕнчи Алабинора пулнă. Кăçал вара вĕсене стажировкăна Самара хулине илсе кайнă. Материала пичете хатĕрленĕ вăхăтра Женьăпа интернет урлă çыхăнтăм, вăл хăйсем халĕ те Самарăрах пулнине каларĕ. Унта курсантсем занятисем, ăмăртусем ирттернине пĕлтерчĕ, тата судьясем вырăнне ăмăртусене хакланине каларĕ.
Вĕреннипе, стажировкăсенче пулнипе пĕрлех çар институчĕн курсанчĕсем тăтăшах Çĕнтерỹ парадне те хутшăнаççĕ. Санкт-Петербург хулинче Çĕнтерỹ кунĕнче иртнĕ парада Евгений Вазин 1-мĕш тата 3-мĕш курсра хутшăннă, çакăн- шăн медальсене тивĕçнĕ.
Иккĕмĕш курсра чух чирленине пула парада хутшă-наймасăр юлнăшăн кăшт пăшăрханать курсант, анчах та çитес çул Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитнĕ ятпа пулакан парада хутшăнас кăмăлĕ пысăк пулнине пытармасть.
Çапларах иртет Питĕркасси ялĕн маттур çамрăкĕн курсант пурнăçĕ. Çулталăкра икĕ хутчен - хĕлле тата çулла - вăл тăван киле отпуска килсе каять. Кунта ăна çывăх çыннисем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
Санкт-Петербурга çулĕ çывăхах мар пулин те, ашшĕпе амăшĕ хăйсем те çулталăкра пĕр хут та пулин ывăлĕ вĕреннĕ çĕре кайса курма тăрăшаççĕ. Çывăх çынсен юратăвĕпе тĕревĕ Женьăна йывăрлăхсене парăнтарса ăнăçлă вĕренсе пыма пулăшаççĕ.
Алина БЕЛОВА, 2011-2018 çулсенче Питĕркасси шкулĕн директорĕнче тимленĕ:
- Евгений Вазин шкулта вĕреннĕ вăхăтра хăйне лайăх енчен кăтартса пычĕ, çирĕп кăмăллăскер пур ĕçе те - урок-и, шкулти е ун тулашĕнчи мероприяти-и - тĕплĕн пурнăçлатчĕ. Шанчăклă, маттур вĕренекен, дисциплинăна нихăçан та пăсман.
Шкулта уроксенче мĕн вĕрентнипе кăна çырлахмастчĕ Евгений, хăй тĕллĕн нумай вĕренетчĕ, хăйне мĕн интереслентернине, мĕн кирлине шырама пĕлетчĕ. Вĕренỹри, спортри çитĕнĕвĕсемшĕн хисеп хучĕсем те чылай Женьăн, çавăнпах пулĕ вăл пултарулăхĕшĕн, мал ĕмĕтлĕ пулнăшăн шкул ачисене паракан чылай хавхалантарăва тивĕçрĕ.
Паян çар институтĕнче пĕлỹ илекен Женьăпа тăван шкулĕнче мухтанаççĕ, шкул ачисем унран тĕслĕх илме тăрăшаççĕ.
Кĕскен
Физкультурăн çар институчĕ (ВИФК) - Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин Санкт-Петербург хулинче вырнаçнă аслă çар вĕренỹ учрежденийĕ. Раççейри çар службине пăхса хунă министерствăсемпе ведомствăсем валли физкультурăпа спорт енĕпе специалистсем хатĕрлекен пĕртен-пĕр çар вĕренỹ заведенийĕ.
Çĕршыври чи ватă çар вĕренỹ заведенийĕсенчен пĕри - 1909 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче йĕркеленнĕ. Чи малтанах Петроградри физкультура аталанăвĕ енĕпе тата салтак çулне çитменнисене хатĕрлессипе тимлекен курссем пулнă. Институт ятне 1947 çулта тивĕçнĕ. 1921 çулта пĕрремĕш наградăна тивĕçнĕ - ВЦИК-ăн революциллĕ хисеплĕ Хĕрлĕ ялавне.
1943 çулта Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ - вăрçă вăхăтĕнче Хĕрлĕ Çар валли çар çыннисем хатĕрлесе панăшăн.
2008 çултан пуçласа 2015 çулччен институт С.М.Киров ячĕпе хисепленекен Çар медицина академийĕн тытăмне кĕнĕ. 2015 çулта институт тытăмĕнче спортпа физкультура енчен аталаннă ачасем валли кадет корпусне (спорт шкулне) йĕркеленĕ.
Çар институтĕнче пурĕ 12 кафедра, виçĕ факультет. Кунта салтаксене тата ыттисене физкультура енчен аталанса пыма вĕрентекен офицерсене кăна хатĕрлемеççĕ. Институтран тĕрлĕ енлĕ спортăн, калăпăр, алла-аллăн тытăçăвăн, инструкторĕсем вĕренсе тухаççĕ.
Институтра ют çĕршыври çарсем валли те специалистсем хатĕрлеççĕ.
("Википеди" материалĕсем тăрăх).
(Паллă конструктор пурнăçĕнчи самантсем)
Михаил Калашников хăйĕн тĕнчипе паллă пулса тăнă автоматне шутласа кăларнă чух 29 çулта пулнă. Автомат тата ытти хĕç-пăшала туса кăларассипе ĕçленĕ май Михаил Тимофеевичăн тăтăшах тирсенче тата полигонсенче пеме тивнĕ. Шăв-шавлă вырăнта час-часах пулнăран унăн хăлхи япăх илтме пуçланă, ăна хальхи йышши медицина та сыватайман.
Хăйĕн пурнăçĕнче пуянлăх пухайманшăн ỹкĕннипе ỹкĕнменни пирки ыйтсан Михаил Калашников çапла хуравланă: "Пĕтĕмпех укçапа хакламалла мар. Маншăн чи хакли - çынсем манăн пăшал вĕсен пурнăçне çăлса хăварни пирки калани. Мĕн тума мана миллионсем? Эпĕ ахаль те лайăх пурăнатăп".
Михаил Калашников астăвăм культурине пысăк тимлĕх уйăрнă. 2000 çулта "Реквием" журнал редакцийĕнче пулнă май вăл журналистсемпе вулакансене çапла сĕннĕ:
Тăван çĕршывăн, пирĕн юратнă Раççейĕн Историне юратăр тата хисеплĕр. Унăн паттăрĕсене манса ан кайăр - ертỹçĕсене те, ахаль салтаксене те. Астăвăм Çынна чĕрчунтан уйăрса тăрать…
Çавăн пекех вăл çапла каланă: "Эпĕ хĕç-пăшала Тăван çĕршывăн чиккисене хỹтĕлеме шухăшласа кăлартăм. Тепĕр чухне унпа урăх тĕллевпе усă курнăшăн эпĕ айăплă мар".
Паллă конструктор вилнĕ хыççăн унăн Кирилл Патриарх патне çырнă çырăвне пичетлесе кăларнă. Унта Михаил Калашников хăй шутласа кăларнă пăшалтан ыттисем çынсене вĕлернĕшĕн яваплăх туйнине, çакăншăн пăшăрханнине палăртнă.
("Википеди" материалĕсем тăрăх).
Кĕскен
. Калашниковсен çемйи питĕ чухăн пурăннăран шкула çỹремелли хатĕрсем туянайман. Çавăнпа та пулас конструкторăн хурăн хуппи çине çырма тивнĕ.
. Михаил Калашников тулли вăтам тата аслă пĕлỹ илмесĕрех доктор степеньне тивĕçнĕ.
. Пилĕк кĕнеке авторĕ, 1997 çулта "Сталинград" литература премине тивĕçнĕ. Çавăнтанпа - Раççей писателĕсен союзĕн членĕ.
. "Человек-легенда" титула тивĕçнĕ. Раççейри, Америкăри тата Китайри вĕренỹ учрежденийĕсен хисеплĕ членĕ.
. Михаил Калашниковăн çемйинче (вăл иккĕ авланнă, унăн - пĕр ывăлпа виçĕ хĕр) пурте пурнăçĕсене перекен хĕç-пăшалпа çыхăнтарнă. Хĕрĕ Елена Калашникова - М.Т.Калашников ячĕллĕ Регионсем хушшинчи обществăлла фондăн президенчĕ.
. Чылай çĕрте Михаил Калашниковăн палăкĕсем тата бюсчĕсем пур. Михаил Калашников ячĕпе урамсем, проспектсем, вĕренỹ тата ытти учрежденисем хисепленеççĕ. Унăн ячĕллĕ преми тата наградăсем пур. 1995 çулта "Алроса" компани тупнă 50,74 каратлă алмаза Михаил Тимофеевич Калашников ятне панă.
. Кăçал Михаил Калашников çуралнăранпа 100 çул çитнĕ кун, ноябрĕн 10-мĕшĕнче, паллă конструктор биографине сăнлакан тата Калашников автомачĕ пирки калакан илемлĕ фильм тухать. Режиссерĕ - Сергей Бодров-асли.
Штанаш ялĕнчен Аслă Отечественнăй вăрçа 326 çын хутшăннă, 224-шĕ тăван килне таврăнайман. Вăрçă ветеранĕсем хальхи вăхăтра пурнăçран пурте уйрăлнă, темиçе салтак арăмĕ çеç тăрса юлнă. Ку тăрăхри чылай ветеран çĕршыва хỹтĕлесе орден-медаль илме тивĕçлĕ пулнă, вĕсенчен пĕри - Штанашра çуралса ỹснĕ Иван Филиппович Кашкиров лейтенант (1921-1998 çç.), ăна 1944 çулта Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.
Иван Кашкирова çар ретне 1939 çулта илнĕ, вăл финн вăрçине те хутшăннă. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă чух Иван Филиппович Киев хулинче службăра тăнă. Виçĕ уйăхран ăна кĕçĕн лейтенантсен курсне вĕренме янă, çамрăк çын связист пулса тăнă. 1942 çулта Ростов облаçĕнче вĕсен полкне çĕрле нимĕçсен десанчĕ çавăрса илнĕ, çывăракан салтаксене пурне те тенĕ пекех вĕлерсе пĕтернĕ, полк арканнă. Иван Филиппович тыткăна лекнĕ, анчах та çул çинче тарса юлма пултарнă. Совет çарĕн салтакĕсемпе тĕл пулнă хыççăн ăна пĕр вăхăт Подольск хулинчи ятарлă лагерьте тытнă, тĕрĕслевсем витĕр тухсан каллех фронта ăсатнă. Снайпер пульли лексен каччăн чылай вăхăт хушши госпитальте сипленме тивнĕ. Сывалса тухсан нимĕç фашисчĕсемпе Сталинград фронтĕнче, Шахты, Дон çинчи Ростов, Киев, Харьков хулисене, Карпат тăрăхне ирĕке кăларассишĕн çапăçнă. Кенигсберг хулишĕн пынă çапăçусенче каллех йывăр аманнă. 1943 çулхи июнь уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа мĕн вăрçă вĕçленичченех вăл дивизин çыхăну пуçлăхĕ пулнă.
1944 çулхи сентябрь уйăхĕн 17-21-мĕшĕсенчи çапă-çусенче хастарлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн унăн кăкăрĕ çинче Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ ялкăшма пуçланă. Вăрçă çĕнтерỹпе вĕçленнĕренпе 40 çул çитнĕ ятпа 1985 çулта ăна Тăван Çĕршыв вăрçин 1-мĕш степеньлĕ орденĕпе наградăланă. Тĕрлĕ медальпе Тав çырăвĕсем те чылай Иван Кашкировăн.
Вăрçă хыççăн Иван Кашкирова Польшăра службăра хăварнă. 1945-1946 çулсенче вăл Радзиня хулинче çамрăк салтаксене çар ĕçне вĕрентнĕ. 1945 çулхи çуллахи ăшă, илемлĕ пĕр каç 24 çулхи чăваш каччи 17 çулхи поляк хĕрĕпе паллашать, ăна юратса пăрахать. Марта Влеклик та каччăна килĕштерет. Иван Мартăна хăйне качча тухма ыйтать, хĕр хирĕçлемест. Анчах та Сталин режимĕ совет салтакне ют çĕршыв хĕрĕпе çемье çавăрма чарнă. Çамрăксем официаллă йĕркепе пĕрлешме ирĕк илеймен.
1946 çулта Иван Кашкиров юратнă хĕрĕпе куççульпе сывпуллашса тăван ялне таврăнать. Марта 1946 çулхи октябрь уйăхĕн 23-мĕшĕнче ывăл ача çуратнă, ăна Иванăн ятне панă, Янек ят хунă. Хĕрарăм чăваш салтакне юратса ĕмĕрне ирттернĕ, урăх качча кайман, ача та çуратман.
Ян Янович Влеклик ашшĕне асра тытса çар çынни профессине суйланă, полицире ĕçленĕ. Легница хулинчи воевода пуçлăхĕ 1972 çулта Хĕрлĕ Хĕрес обществи урлă тăван ашшĕне шыраса тупнă, вĕсем пĕр-пĕринпе çыру урлă çыхăну тытма пуçланă.
Иван, паллах, Мартăна манайман. Анчах та унпа пĕрлешме май çуккине ăнлансан тем вăхăтран Туканаш хĕрне качча илнĕ, темиçе çултан унпа уйрăлнă. Унтан вара Атнар хĕрĕпе пĕрлешсе пилĕк ача ỹстернĕ. Иван Кашкиров тĕрлĕ çĕрте вăй хунă, Штанаш шкулĕнче математика вĕрентнĕ, вырăнти колхозра ревизорта, завхозра, ферма заведующийĕнче, тăхăр çул лесникра тăрăшнă. 1962 çулта вăл хăй вăйĕпе Штанашра çĕвĕ, унтан атă-пушмак мастерскойĕ уçнă. Анчах та вăл вăхăтра предпринимательсене вăй илме паман, ура хуракансем тупăнсах пынă, çавăнпа та тăватă çултан ку ĕçе пăрахма тивнĕ.
Кашни çыннăн чун киленĕвĕ пур. Иван Кашкиров та районта тухса тăракан хаçатăн штатра тăман корреспонденчĕ пулнă. 20 çула яхăн вăл И.Алмак псевдонимпа Штанаш тăрăхĕнчи пурнăç çинчен, кунти пулăмсем, ку тăрăхри хастар çынсем çинчен сумлă материалсем çырса тăнă, вĕсем хаçат страницисенче кун çути курнă. 1981 çулта Кашкировсем Çĕмĕрле районĕнчи Дубовка ялне пурăнма куçнă. Мăшăрĕпе 5 ача çуратса ỹстернĕ пулин те Иван хăйĕн пĕрремĕш юратăвне нихăçан та асран кăларман.
1991 çулхи ноябрь уйăхĕнче Иван Филиппович Николай ятлă ывăлĕпе тата кинĕпе Ираидăпа хăйĕн пĕрремĕш юратăвне курма, унăн çемйипе паллашма Польшăна кайнă. Çулсем иртсен те хитрелĕхне çухатман Мартăпа Иван-Янек 45 çултан тĕл пулнине çырса кăтартма сăмах тупаймастăп… Ытла та шелсĕр-çке шăпа тени, ытла та шелсĕр. Ĕмĕр тăршшĕпе Марта хăйĕн юратăвне аса илсе пурăннă, ĕмĕр тăршшĕпе ывăлĕн кашни хусканăвĕнче хăйĕн юратăвне курса асапланнă... Çав тĕлпулу хыççăн тăвансем кăçалхи çулччен кулленех пĕр-пĕринпе интернет урлă çыхăну тытса пурăннă.
Августăн 13-мĕшĕнче Ян Влеклик хăйĕн Магдалена хĕрĕпе тата кĕрỹшĕпе (Ян Яновичăн пурĕ виçĕ ывăлпа пĕр хĕр, мăнуксем чылай) ашшĕн çĕрĕ çине, Чăваш Енри Штанаша, курма килсе çитрĕ. Вĕсене Иван Кашкировăн Николай ывăлĕ хăйĕн мăшăрĕпе ертсе çỹрерĕç. Хăнасене Штанашри Культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ушкăнĕ кĕтсе илчĕ. Магдалена Багира Влеклик Польшăн тĕп хулинче Варшавăра пурăнать. Вăл хăйне чăваш тесе шутлать, Польша халăхне чăвашсем çинчен ытларах каласа пама ĕмĕтленет, чăваш юрри-кĕвви, ташши, юмахĕсем пирки материалсем пухать, видеосем ỹкерет. Чутайсен пек чăваш кĕпи-саппунне урăх ниçта та тупаймастăн, вăл хăйне евĕрлĕ, ыттисенчен уйрăлса тăрать. Çавăнпа та хăнасем фольклор ушкăнĕн юрри-ташшине видео çине ỹкерсе илчĕç. Ян Влеклик хăй те гитара каласа Польша юррисене юрласа пачĕ.
Хама илес пулсан, эпĕ хăнасене Иван Кашкиров çинчен тĕрлĕ çĕрте кун çути курнă материалсемпе паллаштартăм, хам кăларнă темиçе кĕнеке, чăваш журналĕсене асăнмалăх парнелерĕм. Хăнасем пĕрремĕш ракетчик Иван Коннов ăсталанă палăк умĕнче вăрçăра пуç хунисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç. Ку палăк çинче Кашкировсен тăванĕсен ячĕсем те пур.
Галина ЗОТОВА.
Кăçал вăл Раççей Президенчĕн чи лайăх учительсене паракан грантне виççĕмĕш хут тивĕçрĕ. Вăл - Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ. Ăна республика тата Раççей шайĕнчи хисеплĕ ятсемпе тата паллăсемпе, медальсемпе, тав сăмахĕсемпе чысланă. Вăл наставник пулнă "Авангард" кадет класĕ темиçе хутчен те республика тата çĕршыв шайĕнче иртекен конкурссенче, смотрсенче, спартакиадăсенче малти вырăнсене йышăнчĕ. Çакă пĕтĕмпех - Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулăн физкультура учителĕ Эдуард Васильевич Романов пирки.
Эдуард Васильевич РОМАНОВ 1974 çулта Хĕрлĕ Чутай салинче çуралнă. 1991 çулта Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкултан вĕренсе тухнă, 1995 çулта - И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физкультура факультетĕнчен. 1995 çултанпа Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта ĕçлет.
Çемьеллĕ. Мăшăрĕ, Ирина Алексеевна Романова, Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литература вĕрентет. Ксения хĕрĕ педиатр профессине алла илнĕ, Хусанта пурăнать, çемьеллĕ. Артем ывăлĕ Раççей Оборона министерствин Хусанти аслă танк училищинче 4 курсра пĕлỹ илет.
Эдуард Романовăн наградисемпе хисеплĕ ячĕсем: "Чăваш Республикин çамрăк армеецсен юхăмне тỹпе хывнăшăн" медаль (2008); "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" кăкăр çине çакмалли паллă (2009); республикăри чи лайăх учительсене паракан укçа хавхалантарăвĕ (2010); республикăри çамрăк армеецсен ертỹçисен "Учитель-наставник" конкурсĕн çĕнтерỹçи (2011); Раççей Федерацийĕн Правительстви çумĕнчи çарпа истори тата культура центрĕн "Патриот России" медалĕ (2011); Раççей ДОСААФ-ĕн "Ăста стрелок" хисеплĕ ячĕ (2012); "Раççейĕн çар комиссариачĕсене 95 çул" юбилей медалĕ; "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ" хисеплĕ ят (2012); "Александр Невский"-"Çарпа патриотизмла воспитани енĕпе тунă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" медаль (2017); Раççей Президенчĕн гранчĕ (2006, 2012, 2019 çулсем). Унсăр пуçне чылай хисеп грамотипе тав çырăвĕсем, çав шутра - Раççейри аслă офицерсен пĕрлешĕвĕн Тав сăмахĕ тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Тав çырăвĕ.
Интервью пирки калаçса татăлнă кун тĕл пулсан унран: "Уçă калаçăва хатĕр-и?" - тесе ыйтрăм. "Эпĕ яланах уççăн калаçатăп", - пулчĕ хурав.
"Хам вырăна çĕршыва çар пакунне юрăхлă çамрăксем хатĕрлесе патăм"
- Эдуард Васильевич, районта пурăнакансем хушшинче Сирĕн пирки сăмах пуçлансан вĕсене Сирĕн ĕçпе тата пурнăçпа çыхăннă мĕнле пулăм ытларах кăсăклантарнине пĕлетĕр-и?
- (Самантлăха шухăша кайнă хыççăн...) Эпĕ салтакра пулнипе пулманнине пĕлесшĕн пулĕ?
- Çапла. Кадет класне йĕркелесенех шкула чăваш телевиденийĕ килнĕччĕ. Вĕсен сюжетĕнче Сирĕн пирки çакăн пек сăмахсем пулчĕç: "Çар ĕçне ачасене Эдуард Романов вĕрентекен хăнăхтарать. Хăй вăхăтĕнче хĕсметре тăни тата пурнăç опычĕ ăна самай пулăшса пыраççĕ". Çакăн хыççăн çынсен кăсăкланăвĕ ỹсрĕ кăна темелле: "Салтакра пулнах пулĕ, унсăрăн мĕнле-ха вăл ачасене çар енĕпе çавăн пек хатĕрлеме пултарать?" - тĕлĕнчĕ чылайăшĕ. Тĕрĕс хуравне вара никам та татса калаймарĕ...
- Телесюжетра ман пирки мĕншĕн апла каланине пĕлместĕп. Манран ун чухне никам та эпĕ салтакра пулнипе пулманни пирки ыйтман.
Хам салтакра пулманни пирки вара çапла калама пултаратăп: хăшĕсем салтак пулса çуралаççĕ. Эпĕ те хама çавăн йышшисен шутне кĕртетĕп. Тепри, тен, салтакра пулнă пулин те, автомат та пĕр хут - присяга вăхăтĕнче - тытса курнă пулĕ. Эпĕ вара пеме ачаранах хăнăхнă, халĕ те кашни кун тенĕ пек перетĕп, çав шутра çар пăшалĕнчен те. Хамăн хăнăху пулнăран эпĕ ачасене те вĕрентме пултаратăп - вĕсем республика е çĕршыв чемпионĕн ятне тивĕçмелĕх те.
Хĕсметре пулмасăрах çар хатĕрленĕвĕ енĕпе виçĕ хутчен çĕршыв чемпионĕн ятне илме пултарнă салтак çулне çитмен çамрăксене хатĕрлени, паллах, чылайăшне тĕлĕнтерет пулĕ...
- Тĕлĕнтерет çав. Кама та пулин мĕне те пулин вĕрентес тесен малтан çавна хăвăн пĕлмелле. Стройпа утасси, автомат сỹтсе пухасси, тĕл пересси, алла-аллăн тытăçăвăн вăрттăнлăхĕсем тата ытти те - çакна Эсир ăçтан пĕлетĕр?
- Физкультура тата методика енĕпе институтра вĕрентрĕç. Унччен шкулта вĕреннĕ чух Ачасемпе çамрăксен районти спорт шкулне Людмила Алексеевна Михуткина ертсе пыракан çăмăл атлетика секцине çỹреттĕм. Алла-аллăн тытăçăва илес пулсан, студент чухне 2-3-мĕш курссенче вĕреннĕ вăхăтра Петр Иванович Мясников патне каратэ секцине çỹрени пулăшрĕ. Тĕл пересси пирки каларăм ĕнтĕ.
Хăш-пĕр хăнăхусем - аттерен. Кăмăлĕ пулнă пулсан, аттерен те питĕ лайăх çар çынни пулнă пулĕччĕ тесе шутлатăп.
Ытти пĕтĕмпех - хам тĕллĕн вĕренни. Шкулта пĕлỹ илнĕ чухнех пуçламăш çар хăнăхăвĕсен урокĕсемпе чунтанах кăсăкланаттăм. Çавăнпа та, салтакра пулман пулин те, хам вырăна çĕршыва çар пакунне юрăхлă çамрăксем, çав шутра хамăн ывăла та, хатĕрлесе панипе хăпартланатăп.
Тĕрĕссипе, эпĕ салтака каяссинчен пăрăнма шутламан. Хăй вăхăтĕнче военкомат ирттерекен тĕрĕслевсене те тухрăм. Салтака кайма хатĕрленекенсене анкета ыйтăвĕсене хуравлаттарнă чух: "Службăра ăçта тăрас килет?" текен ыйту çине "спецназра снайпер пулас килет" тесе çырнăччĕ. Анчах та шкул хыççăн института вĕренме кĕтĕм, унтан вĕренсе тухнă çĕре манăн çемье, пĕчĕк ача пурччĕ ĕнтĕ. Тата вăл вăхăтра ялти учительсен салтака каяс енĕпе çăмăллăхсем пурччĕ...
"Эпĕ мĕнле учитель пулнине ачасемпе ашшĕ-амăшĕ хаклаччăр"
- Эсир мĕншĕн учитель пулма шутларăр?
- Шкулпа сывпуллашсан манăн икĕ çултан пĕрне суйласа илмелле пулчĕ: е учитель, е милици ĕçченĕ. Анчах та физкультура ытларах илĕртрĕ пулас, çавăнпа та милици шкулне мар, Чăваш патшалăх педагогика институтне суйласа илтĕм. Чăн-чăн физкультура мĕнне эпĕ шăпах институтра вĕреннĕ чух пĕлтĕм.
- Мĕншĕн хăвăр вĕреннĕ Хĕрлĕ Чутай шкулнех ĕçлеме таврăнтăр?
- Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче эпĕ 1995 çулта ĕçлеме пуçларăм. Направленипе кайнăран района таврăнса виçĕ çул ĕçлесе татмаллаччĕ. Кайран вара хăнăхса кайрăм пулас - тăван шкул вĕт.
- Хăвăр ирттернĕ пĕрремĕш урока астăватăр-и?
- Пĕрремĕш урока никам та манмасть пулĕ. 11-мĕш класра ОБЖ урокĕ пулчĕ вăл. Ăна урамра ирттерме тиврĕ - малтанласа хамăн кабинет та çукчĕ. Эпĕ - çамрăк учитель, манăн вĕренекенсем хамран 4-5 çул кăна кĕçĕнрех...
Шкулта тин кăна ĕçлеме пуçласан мана никам та пĕтĕмпех хатĕрлесе турилкке çине хурса паман. Малтанхи вунă çул хушшинче эпĕ ОБЖ предметне кăна вĕрентрĕм, физкультура урокĕсем пачах пулман. Учитель ставкипе кăна тутă пулаймăн тесе (кулать) ачасемпе çамрăксен шкулĕнче çур ставкăпа футбол секцине шанса пачĕç...
Çапла ерипен кулленхи йывăрлăхсене парăнтарса хамăн ĕçре кăтартусем тума пуçларăм.
- Ачасемпе ĕçленĕ май мĕншĕн çарпа патриотизм воспитанине тимлĕх уйăрас терĕр?
- ОБЖ урокĕсен тытăмĕ çак енĕпе çыхăннă - парадсем, "Зарница" вăйă... Сăмах май, çамрăк армеецсен "Зарница" вăййисенче эпир ултă çул хушши республикăра пĕрремĕш вырăн йышăнса пурăнтăмăр. Ĕçри хăйне евĕр йывăрлăхсем, условисем çукки çынна пиçĕхтереççĕ, вăйлăрах тăваççĕ - çитĕнỹсем патне утăмлама мана çакă та пулăшрĕ.
- Эсир хăвăр пирки учитель ĕçне чун туртăмĕпе суйласа илнĕ çын тесе калама пултаратăр-и?
- Ман шутпа, кун пирки ачасем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ тата мана чăнласа ырă сунакансем кăна калама пултараççĕ.
- Эсир хăвăрăн ĕçе юрататăр-и?
- Ытларах - хисеплетĕп. Эпĕ хамăн ĕçпе пурăнатăп, ĕçпе "чирлетĕп" (лайăх енчен) тесен тĕрĕсрех пулать пулĕ.
- Паянхи вăхăт шайĕнчен пăхсан, каялла таврăнма пулать-тăк - учитель ĕçнех суйласа илнĕ пулăттăр-и?
- Çук, суйламан пулăттăм. Милицине кайăттăм е çарпа çыхăннă професси суйласа илĕттĕм пулĕ. Çар профессийĕ мана тем тесен те çывăхрах. Тĕрĕссипе, институтра пĕрремĕш курс пĕтернĕ хыççăн манăн Голицынри пограничниксен училищине вĕренме куçма май пурччĕ, анчах та мана çав утăма тума пулăшакан, шанчăклă сĕнỹ паракан пулмарĕ... Хусанти аслă танк училищинче вĕренекен Артем ывăлăм халĕ манăн ĕмĕтсене пурнăçа кĕртет.
- Ĕç путланнă, ăнман самантсем пулнă-и Сирĕн?
- Пулнă. Хамăн айăппа та. 2015 çулта Рязане салтак çулне çитмен çамрăксен Спартакиадине кайсан 4-мĕш вырăн йышăннине те çавăн пек самантсем шутне кĕртетĕп.
- Эсир патриотизм сăмаха мĕнле ăнланатăр?
- Патриотизм маншăн - çын хăйне лайăхлатса, аталантарса пырса вăйлăрах пулни, ыттисене те вăйланма пулăшни. Çын ыттисен ырлăхĕшĕн кашни кун ĕçлесе вĕсене тасарах, лайăхрах пулма пулăшни. Манăн професси мана çакна тума пулăшать. Ачасемпе мăнуксем ырă та лайăх çынсем хушшинче ỹсчĕр тесе тăрăшатăп эпĕ.
"Манăн тĕрев - çемье"
- Эсир хăвăр ывăлăн ăсату каçĕнче пулаймарăр - ун чухне салтак çулне çитмен çамрăксен Раççей шайĕнчи спартакиадине кайнăран. Кадет класĕн ăсату каçĕнче вара хăвăра нумай ачаллă ашшĕ пек туйнине каларăр. Сирĕншĕн мĕн пĕлтерĕшлĕрех - ĕç е çемье?
- Çемье. Эпĕ çывăх çынсемшĕн ĕçлетĕп.
- Сирĕн ĕçе хак паракансенчен камăн шухăшĕ пĕлтерĕшлĕрех?
- Мăшăрăн. Унăн шухăшĕ маншăн пĕлтерĕшлĕ. Вăл мар пулсан эпĕ, тен, хăш-пĕр ачасене асăрхаман та пулăттăм пулĕ. Калăпăр, ОБЖ предмечĕпе икĕ хутчен Раççей шайĕнчи олимпиадăра çĕнтернĕ Петр Гусельщикова тимлĕх уйăрма мана малтанах мăшăрăм сĕнчĕ.
Ĕçтешсем хушшинче те мана хаклакансем, хисеплекенсем пур - вĕсем хăйсем те чуна парса ĕçлеççĕ, çавăнпа та мана ăнланаççĕ, манăн çитĕнỹсемшĕн савăнаççĕ.
Манăн ĕçе, çитĕнỹсене тỹнтерле ăнланакансем пуррине те пĕлетĕп. "Ачасем çинче чап ĕçлесе илетĕн" текенсем те пур, хаçатра та сан çинчен кăна çыраççĕ, сайтра та сан сăну кăна тенине те пĕрре кăна мар илтме тỹр килчĕ. Тата мана хисеплĕ ятсем, грантсем илме вĕренỹ министерствинче ĕçлекен тăван "пулăшса" пырать иккен (кулать). Эпĕ кун пек ăмсану туйăмне чĕре çывăхне илместĕп. Тĕрĕссипе ĕç-пуç мĕнле пулнине кашни çынна уйрăммăн ăнлантарса тăраймастăн ĕнтĕ. Çитĕнỹ, çĕнтерỹ патне çын мĕнле утăм хыççăн утăм тунине ăнланакансем кăна ыттисемшĕн савăнма пĕлеççĕ, çавăн пек çынсен хаклавĕ кăна хисепе тивĕç.
- Çапах та, хуть те мĕнле çитĕнỹ те кам та пулин пулăшмасăр, тĕрев памасăр пулмасть пулĕ. Сире тĕрев паракансем камсем?
- Çемье. Мăшăр мана питĕ пулăшать тата тĕрев парать, йывăрлăхсене пĕрле парăнтарса ĕçлесе пыни пире çывăхлатрĕ, пĕр-пĕрне ăнланма пулăшрĕ. Ачасем те, аттепе анне те мана ăнланаççĕ, май пур таран пулăшаççĕ. Хĕрĕмпе ывăлăм хăй вăхăтĕнче манăн ĕçе хутшăнчĕç, тĕрлĕ ăмăртусене çỹрерĕç.
Тата хамăн вĕренекенсенче, вĕсен ашшĕ-амăшĕнче пулăшупа тĕрев пуррине куратăп.
"Чи пысăк çитĕнỹ - вĕренекенĕмсем çар училищисенче пĕлỹ илни"
- Эсир паянхи кун физкультура урокĕсене 4-мĕш класран пуçласа 10-мĕш классем таран ирттеретĕр, çав хушăрах çăмăл атлетика секцине ертсе пыратăр, салтак çулне çитмен çамрăксемпе те ĕçлетĕр. Мĕнле ĕлкĕретĕр?
- Манăн учителĕн эрнери "тиевĕ" 30 сехетпе танлашать. Ĕçе пĕлсе йĕркелесен ĕлкĕрме пулать. Эпир командăпа ĕçлетпĕр. Куллен. Нумай. Калăпăр, салтак çулне çитмен çамрăксемпе ирпе уроксем умĕн, тăхтавра, уроксем хыççăн тренировкăсем ирттеретпĕр. Каникулсем вăхăтĕнче те. Çавăнпах çĕнтеретпĕр те. Акă, нумаях пулмасть, августăн 23-25-мĕшĕсенче, Çĕмĕрле хулинче полиатлон енĕпе Чăваш Республикин чемпионачĕ тата первенстви иртрĕ. Унта салтак çулне çитмен çамрăксен команди хутшăнчĕ. Егор Секайкин, Богдан Яркин кашни хăйĕн ỹсĕмĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Павел Секайкин иккĕмĕш тухрĕ, вăл Раççей чемпионне кăшт кăна выляса ячĕ.
- "Район мухтавĕ" ята тивĕçнĕ кадет класĕ пирки калаçар-ха. Шкулта кадет класне уçасси - вăл Сирĕн шухăш пулнă-и?
- Манăн мар. Республикăри кадет юхăмĕн кураторĕ Олег Валентинович Савчук, эпир "Зарницăра" мĕнле ĕçленине курса-пĕлсе тăнăран, мана шкулта кадет класне уçма сĕнчĕ. Эпĕ килĕшрĕм. Кадет класĕ мĕнле çитĕнỹсем тунине вара пурте пĕлеççĕ. Вĕсем районăн кăна мар, республика мухтавĕ те. Тата эпĕ вĕсемпе мухтанатăп.
Эпир кадетсемпе, чăнах та, пĕр пысăк çемье пек, халĕ те тăтăшах тĕл пулатпăр. Каникулсем е курсантсен отпускĕсем вăхăтĕнче. Эпир пĕр-пĕрне ăнланатпăр, мĕншĕн тесен пĕрле нумай йывăрлăхсем витĕр тухрăмăр. Эп вĕрентнĕ ачасем, çав шутра хамăн ывăл та, çар училищине суйласа илнине, темĕнле йывăр пулсан та унтан тухса тарманнине хамăн чи пысăк çитĕнỹ тесе шутлатăп.
- Тепĕр кадет класĕ пулать-и?
- Кадет класне уçасси - пĕр çын тумалли ĕç мар. Тата кун пирки манпа никам та калаçман. Тепĕр кадет класĕ уçас пулсан малтанхинчен лайăхрах условисем кирлĕ тесе шутлатăп. Калăпăр, хуларисенчен кая мар стадион. Пысăках марри те пулин. Кадет класне уçмалăх ачасем вара пур.
Блиц-ыйтăм
- Хăвăр пирки ик-виç сăмахпа мĕнле каланă пулăттăр?
- Ĕçпе пурăнакан çын.
- Пурнăçра Эсир нихăçан та мĕн туман пулăттăр?
- Нихăçан та сутмăттăм.
- Сирĕн девиз пур-и?
- Пур: "Amat victoria curam". Латынь чĕлхинчен куçарсан "çĕнтерỹ хатĕрленнине юратать" тенине пĕлтерет.
- Çыннăн ĕçлеме кăна мар, канма та пĕлмелле. Пушă вăхăта мĕнле ирттеретĕр?
- Сунара çỹретĕп. Эпĕ - виççĕмĕш ăрури сунарçă. Манăн асатте те, атте те сунарçăсем пулнă. Халь пыракан сунар тапхăрĕнче шăллăмпа иксĕмĕр чылай кайăк кăвакал тытрăмăр.
- Хальхи вăхăтра пĕчĕк ачасенчен пуçласа тĕрлĕ ертỹçĕсем таранах со-циаллă сетьсенче регистрациленеççĕ, ку хăйне евĕр вăхăт палли пулса тăчĕ. Эсир, пĕлессе, пĕр социаллă сетьре те регистрациленмен. Мĕншĕн?
- Мана унта интереслĕ мар. Манăн мăшăрăн социаллă сетьсенче аккаунтсем пур, питех кирлĕ пулсан, калăпăр, вĕ-ренекенсемпе хăвăрттăн çыхăнмалла-тăк, вĕсемпе унăн страници урлă çыхăнма пулать.
Тепĕр енчен, социаллă сетьсенче пĕрре регистрациленсен шалах туртса кĕрсе каясран "хăратăп" (кулать).
- Сирĕн юратнă фильм?
- Интереслĕ фильмсем чылай, тỹрех хăшне те пулин уйăрса та калаймастăп. Ача чухне "Белый Бим Черное ухо" кино килĕшетчĕ - унăн хăш-пĕр саманчĕсене куççульсĕр пăхма çук.
Сергей Герасимов режиссер лартнă виçĕ сериллĕ "Тихий Дон" фильма палăртса хăварма пултаратăп.
- Юратнă кĕнеке?
– Хальхи вăхăтра ытларах ĕçпе çыхăннă кĕнекесем вулама тивет. Малтантарах вуланисенчен - "Спартак" историллĕ роман.
- Ытларах мĕнле апат кăмăллатăр?
- Пулăран тата сунар кайăкĕнчен хатĕрленине.
Алина КАРПОВА калаҫнă.
Пулас офицер
Ишеккассинче çуралса ỹснĕ, икĕ çул каялла Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкултан вĕренсе тухнă, хальхи вăхăтра Рязаньти сывлăшпа десант çарĕсен аслă училищинче вĕренекен Юрий Тимофеев тăван яла отпуска килнине пĕлсен унпа тĕл пулса калаçма шутларăм. Ишеккасси ялĕн Тĕп урамĕнче вырнаçнă кил-çуртра мана кĕрнеклĕ курсант хăй, унăн амăшĕ Надежда Ивановна тата мамаккăшĕ Зоя Николаевна тараватлăн кĕтсе илчĕç. Юрăн Лина йăмăкĕ вара килте çукчĕ, каникул пулнипе усă курса Мускава кайнăччĕ вăл...
Спортпа туслашса ỹсрĕ
Юрăна мĕн ачаранах пĕлетĕп те, сăпайлă та сăмах нумай ваклама, хăйĕн ăнăçăвĕсемпе мухтанма юратманскерĕн спортри çитĕнĕвĕсене асăрхасах тăрат-тăм. Районта "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕ уçăлнă хыççăн спорта тĕллевлĕн ура ярса пуснăскер, тренерсем пулăшнипе тата хăй тăрăшнипе вăл шкулта вĕреннĕ вăхăтра çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ турĕ. Çăмăл атлетика, триатлон, акватлон енĕпе вăл хăйне пĕрре кăна мар тĕрĕслерĕ, акватлон енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕн ятне те тивĕçрĕ.
Вĕрентекенĕсене илес пулсан, 5-9-мĕш классенче Юрăна физкультурăпа Галина Мидюкова вĕрентнĕ, 10-мĕш класран пуçласа - Эдуард Романов. Ишес ăсталăхне туптама вара чи малтанах Людмила Михуткина тренер пулăшнă, унтан - Юрий Столяров.
Юрий Тимофеев аслă классенче вĕреннĕ чух Хĕрлĕ Чутай шкулĕн салтак çулне çитмен çамрăкĕсемпе пĕрле Краснодар хулинче иртнĕ Спартакиадăна та хутшăнчĕ, унта хăйне лайăх енчен кăтартса пачĕ. Аса илтеретĕп, ун чухне Эдуард Романов ертсе пыракан команда Раççей шайĕнчи ăмăртуран иккĕмĕш вырăн йышăнса таврăнчĕ.
Унтан Юра хăй вĕренекен шкул командипе Анапăра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри шкул ачисем хушшинчи вăй-хал хатĕр-ленĕвĕн смотрĕнче пулчĕ. Хура тинĕс хĕрринчен вĕсем çĕнтерỹпе таврăнчĕç. Юра вара унта уйрăм кăтартăвĕпе палăрнăччĕ, ишес енĕпе пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Юрий Тимофеевăн пултарулăхне республика шайĕнче те пысăк хак пачĕç - 2017 çулта вăл республика Пуçлăхĕн ятран паракан стипендине илсе тăчĕ.
Тĕрлĕ ăмăртусенче çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тăвакан яшăн шăпах Спартакиадăна хутшăннă хыççăн пуласлăхне çарпа çыхăнтарас шухăш çуралать. Салтак çулне çитмен çамрăксене ăнăçу çулĕпе илсе пыракан Эдуард Романов педагог та вĕсене шкултан вĕренсе тухсан çарпа çыхăннă професси суйласа илме сĕннине пытармасть Юра. Çавăнпах ĕнтĕ вăл шкул саккипе сывпуллашсан Рязаньти В.Ф.Маргелов арми генералĕ ячĕпе хисепленекен сывлăшпа десант çарĕсен аслă училищине вĕренме кĕнĕ.
Парашютпа та сикеççĕ, 60 çухрăм çуран та утаççĕ
"Вĕренме кĕнĕ" тени ытла та çăмăллăн илтĕнет-ха ĕнтĕ, тĕрĕссипе, Рязаньти çар училищине вĕренме кĕрес тесен нумай тар тăкмалла. Патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă пани кăна çителĕксĕр, курсант пулас ĕмĕтлисене вăй-хал енчен питĕ çирĕп тĕрĕслеççĕ. Июль уйăхĕнче пуçланаççĕ тĕрĕслевсем. Енчен те яш вĕренме кĕрсен ăна киле ямаççĕ, çамрăк боецсен курсĕ-сенче тĕрĕслеççĕ. Рязаньти сывлăшпа десант çарĕсен аслă училищин курсанчĕ пулса тăнисем пĕрремĕш хут киле икĕ эрнелĕх отпуска декабрь уйăхĕнче çеç килеççĕ...
Юра вĕренме кĕнине пĕлсен çывăх çыннисемпе тăванĕсем питĕ савăннă. Надежда Ивановна ывăлĕ патне кайса та килнĕ (ашшĕ-амăшне пырса курма чармаççĕ). Юра уйри çăмăлах мар условисенче пурăннине курнă пулин те вăл чунĕнче ывăлĕ чăн-чăн арçын профессине суйласа илнĕшĕн хĕпĕртенине пытарман. Ывăлĕн çитĕнĕвĕсене курнă пулсан ашшĕ мĕн тери савăннă пулĕччĕ те... Шел, Юрăн ашшĕ, Сергей Николаевич, темиçе çул каялла чире пула пурнăçран уйрăлчĕ.
Юра присяга тытнине курма вара Рязане амăшĕ, йăмăкĕ, иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕсем пынă. Çывăх çыннисем тĕрев пани, хавхалантарни Юрăна вĕреннĕ çĕрте те, йывăрлăхсене пăхмасăр, çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тума хистет.
Рязаньти училищĕре вĕренекен курсантсем, теорие ăша хывнипе пĕрлех, çар хатĕрленĕвĕ, физкультурăпа спорт енĕпе ăсталăхне туптаççĕ. Çакна валли училищĕн ятарлă вĕренỹ центрĕ пур, вăл 60 çухрăмри Сельцы салара вырнаçнă. Унта курсантсене тăтăшах илсе каяççĕ, кашнинчех - çуран. Сивĕ-и, ăшă-и, çумăр çăвать-и, çил-тăман вĕçтерет-и - пурпĕрех.
"Хальччен эпĕ вĕренỹ центрĕнче пĕр вунă хут та пулнă пулĕ, - каласа парать Юра. -Пире, сахалтан та факультетри 170 çынна, унта тĕрлĕ снаряжени тултарнă рюкзак тата автомат çактарса уттараççĕ. Çул çинче çур сехетлĕх чарăнусем пулаççĕ тата апат çитереççĕ. Полигонта ик-виçĕ эрне хушши пулатпăр, çав хушăра пеме вĕренетпĕр, çапăçу ăсталăхне хăнăхатпăр, спорт занятийĕсене хутшăнатпăр. Каялла вара каллех çуран утатпăр".
Училищĕре пилĕк çул хушши вĕреннĕ хушăра курсантсем "уйра", е тепĕр майлă каласан полигонта (вĕренỹ центрĕнче), пурĕ çулталăк ытла пулаççĕ.
Паллă ĕнтĕ, сывлăшпа десант çарĕсен училищинче вĕренекенсен тăтăшах парашютпа сикмелле. Юрий Тимофеев каланă тăрăх, вĕренме кĕнĕренпе вăл парашютпа 14 хут сикнĕ. Пĕрремĕш хут присяга тытичченех сикнине палăртать, 800 метр çỹллĕшĕнчен "вĕçме" пĕрре те хăраман иккен вăл.
Парашютне курсанта вĕренме кĕрсен параççĕ те унпа вара тăтăшах сикмелле. "Вĕçев" ăнăçлă ирттĕр тесен парашюта тĕрĕслесех, юсасах тăмалла, упрамалла, тăтăшах техосмотр ирттермелле.
Сăмах май, парашютпа çулталăкне ултă хут сиксен курсантăн шалăвĕ ỹсет. Çавăн пекех спорт мастерĕн кандида-чĕн нормативĕсене пурнăçланăшăн та укçа хушса тỹлеççĕ. Юрий Тимофеев ку нормативсене икĕ хутчен пурнăçланă: акватлон енĕпе шкулта вĕреннĕ чух, çарăн тăватă енлĕ ăмăртăвĕсемпе (военное четырехборье) - кăçал.
Пысăк шайри олимпиадăра çĕнтернĕ
Юра хăйĕн ăнăçăвĕсемпе мухтанма юратман каччă пулнине çỹлерех асăнтăм ĕнтĕ. Ăнсăртран илтмен пулсан, тен, вăл кăçал курсантсен пысăк шайри олимпиадинче çĕнтернине пĕлмесĕрех юлаттăм пулĕ. "Юра, эсĕ пĕлтерĕшлĕ ăмăртусенче çĕнтернĕ теççĕ, чăнах-и?" - тесе ыйтсан та сăпайлăн: "Пулнăччĕ ун пекки..." - терĕ çеç. Çапах та ыйту хыççăн ыйту панăçемĕн мĕнлерех ăмăртусене хутшăннине каласа пачех.
Кăçалхи майăн 13-18-мĕшĕсенче Юра вĕренекен сывлăшпа десант училищин никĕсĕнче Халăхсем хушшинчи курсантсен çарпа професси хатĕрленĕвĕн олимпиади иртнĕ. Ăмăртусене пурĕ 45 команда хутшăннă, вĕсенчен 8-шĕ - хĕр-курсантсен командисем.
Олимпиадăн финалне çичĕ патшалăхăн команди тухнă: Раççей, Белорусси, Армени, Казахстан, Киргизи, Таджикистан тата Узбекистан. Асăннă çĕршывсенчи 38 çар вĕренỹ заведенийĕн командисем автоматран тата пистолетран персе, чăрмавсене парăнтарса, шурлăхлă вырăна утса тухса, хỹтĕлев тумтирне вăхăтпа тăхăнса, инçĕше бронежилет тăхăнса чупса тупăшнă. Çар биатлонĕ те пулнă олимпиадăра.
Çар çыннин теорие те аван пĕлмелле, çавăнпа та олимпиадăра курсантсем халăхсем хушшинчи гуманитари прависене, медицинăна, перес енĕпе теорие мĕнле пĕлнине тĕрĕсленĕ.
Асăннă олимпиадăна 1-2-мĕш курссенче вĕренекенсем хутшăнаççĕ. Командăра пурĕ ултă çын. Юрăн команди ăмăртусене февраль уйăхĕнче хатĕрленме пуçланă.
Тăрăшни, хатĕрленни сая кайман - йывăрлăхсене парăнтарса олимпиадăра Рязаньти сывлăшпа десант çарĕсен команди çĕнтернĕ. Çакăншăн вĕсем Раççей оборона министрĕн Кубокне тата хаклă парнесене тивĕçнĕ. Юрий Тимофеев вара курсантсен олимпиадинче харпăр хăй кăтартăвĕсемпе пур ăмăртура та пĕрремĕш вырăн йышăнма пултарнă. Чăрмавсене парăнтармалли ятарлă тăрăха (полоса препятствий) кăна пĕрремĕш тухайман вăл, анчах ку тăрăх йăлана кĕни мар, самай йывăрлатни пулнă, ăна вырăсла "международная полоса препятствий" теççĕ.
Пур ăмăртура та тенĕ пек ăсталăхне, пултарулăхне, чун çирĕплĕхне кăтартса çĕнтерме пултарнăшăн Юра медале тата хаклă парнесене тивĕçнĕ: нетбук, фотоаппарат, электронлă икĕ кĕнеке, компьютерăн пралуксăр клавиатури тата "шăшийĕ".
Кăçалхипе 5-мĕш хут иртнĕ курсантсен халăхсем хушшинчи олимпиадинче çĕнсе илнĕ çак парнесене тата ятарласа касса кăларнă хитре йывăç рамкăна лартнă Хисеп хутне, медале Юра тăван килне илсе килнĕччĕ. Хисеп хутне тата медале Тимофеевсем асăнмалăх пỹлĕмри стена çине çакса хунă.
"Ялта лайăх та, чун Рязанех туртать..."
Курсантăн çуллахи отпускĕ пĕр уйăха тăсăлать. Çак хушăра Юрий Тимофеев амăшĕпе мамаккăшне пулăшма, тăван тавралăхпа киленме, пĕрле вĕреннĕ юлташĕсемпе тĕл пулса калаçма ĕлкĕр- нĕ. Çапах та ялта лайăх пулсан та чунĕ Рязанех, вĕреннĕ çĕрех туртнине пытармарĕ Юра. Виççĕмĕш курса çитнĕ чăваш каччине çар училищи вырнаçнă сывлăш ытларах илĕртни вăл десантникăн, офицерăн профессине суйласа илсе пĕрре те йăнăшманнине çирĕплетет пулĕ.
Сывлăшпа десант çарĕсен аслă училищинче пилĕк çул вĕренмеллине асăнтăм ĕнтĕ. Иккĕмĕш курсра чухне курсантсемпе контракт çыраççĕ - вĕренме тата хыççăн пилĕк çул хушши службăра тăма. Аслăрах курссенче вĕренекенсем отделени, взвод, рота командирĕсем пулаççĕ.
Юрий Тимофеев пĕлỹ илекен факультет персоналпа ĕçлеме вĕрентет, кунта курсантсем "Применение подразделений ВДВ" специальноçе алла илеççĕ. Училищĕрен курсантсем лейтенант званийĕпе вĕренсе тухаççĕ, вĕсене тỹрех служба вырăнĕпе тивĕçтереççĕ.
Юра отпускра пулнă вăхăтра училищĕре кăçал вĕренме кĕрес шухăшлисен тĕрĕслевĕсем пынă. Чăвашран пынă каччăсем унта чылай вĕреннине палăртрĕ Юра. Хамăр районтан та пур кăвак беретлисен çарне суйласа илнисем. Унта вĕренекен Константин Секайкинпа Георгий Романов кăçал Мускаври Çĕнтерỹ парадне хутшăнни пирки çырса кăтартнăччĕ эпир хамăрăн хаçатра. Юра вĕсемпе училищĕре тăтăшах тĕл пулса калаçнине пĕлтерчĕ. Чутай тăрăхĕнчи каччăсен туслăхĕ çирĕп. Кăçал вара ентешсен шучĕ татах ỹснишĕн хĕпĕртет Юра - Турхан ялĕнчи Теодор Матвеев вĕренме кĕнĕ Рязаньти сывлăшпа десант çарĕсен училищине. Отпускран кайсан Юра хăйĕн шăпах тин кăна вĕренме кĕнисемпе ĕçлеме тивнине каларĕ.
Материала пичете хатĕрленĕ тĕле Юра ялтан отпускран кайнăранпа уйăх та çитетчĕ ĕнтĕ, çавăнпа та унпа интернет урлă çыхăнса ĕçсем мĕнле пынипе кăсăклантăм.
- Парашютсене пухатпăр, - пĕлтерчĕ Юра. - Ĕнер çамрăк боецсем, тин кăна вĕренме кĕнисем, пĕрремĕш хут парашютпа сикрĕç. Паян çав парашютсене пухса пуçтаратпăр.
Кăçал Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчен вĕренсе тухнă ентешĕ Теодор Матвеев маттур пулнине, каялла чакманнине те хăпартлансах пĕлтерчĕ Юра.
Çапла пулмалла та. Кĕçĕннисемшĕн ырă тĕслĕх кăтартакан аслă ентешĕсем пур чух вĕсен малалла кăна талпăнмалла. Мĕншĕн тесен десантникăн кăвак беречĕ хăюллă та хастар, çирĕп пулма хистет. "Пирĕнсĕр пуçне - никам та!" - текен девиза тĕпе хурса службăра тăракансем çĕршыври çарсен элити шутланаççĕ. Апла пулсан вĕсен çĕршыв хăйсене шаннине çирĕплетсе ăна хỹтĕлеме яланах хатĕррине кăтартса памалла. Сывлăшпа десант çарĕсем ят-сумне çỹлте тытнипе, кăмăл-сипет çирĕплĕхĕпе, пĕр-пĕрин хушшинчи туслăхпа, умне лартнă хушăва пурнăçĕсене шеллемесĕр пурнăçлама пултарнипе палăрса тăраççĕ. Пирĕн районăн маттур каччисем шăпах çакăн пек çарсене тивĕçлĕ пулни савăнтарать, пире хỹтĕлекенсем хамăр хушăрах пулни малашлăха шанчăклăн пăхма май парать.
Шухăш:
Федор МИХЕЕВ, Ишеккасси:
- Хамăрпа пĕр урамри Юрий Тимофеев çинчен ыррине кăна калама пултаратăп. Питĕ маттур, пултаруллă яш, ачаран спортпа туслă пулчĕ, ялти пур ача пекех ĕçе хăнăхса ỹсрĕ.
Юра çар профессине суйласа илнине эпĕ ырлатăп, чăн-чăн арçын тивĕçĕ вăл - Тăван çĕршыва хỹтĕлесси. Юра яла отпуска килсен яланах унпа тĕл пулса калаçма тăрăшатăп, вĕренỹ мĕнле пынине ыйтса пĕлетĕп.
Сăмаха май, эпир, Ишеккассипе Тумликасси ялĕсенче пурăнакансем, пĕр ялти пек туслă пурăнатпăр, çавăнпа та икĕ ялта çар профессине суйласа илнĕ яшсем, пулас офицерсем, татах пулнине каласа хăварас килет манăн. Юрий Тимофеевсăр пуçне çарпа çыхăннă вĕренỹ заведенийĕсенче Ишеккассинчи Геннадий Данилов, Тумликассинчи Юрий Степанов вĕренеççĕ, Роман Карпов вара МЧС академийĕнче пĕлỹ илет.
Пирĕн ял каччисем çĕршыври чыслă вĕренỹ заведенийĕсенче вĕреннишĕн эпир, ял çыннисем, мухтанатпăр, вĕсене ăнăçу сунатпăр. Ытти çамрăксене те вĕсенчен тĕслĕх илме сĕнетпĕр.
Кĕске справка:
Рязаньти Суворов орденлĕ, икĕ хутчен Хĕрлĕ Ялавлă, В.Ф.Маргелов арми генералĕ ячĕпе хисепленекен сывлăшпа десант çарĕсен гвардин аслă команда училищи - Раççей Оборона министерствин вĕренỹ заведенийĕ, Раççей Федерацийĕн Сывлăшпа десант çарĕсен Командующине пăхăнса тăрать.
Çар училищи 1918 çулхи ноябрĕн 13-мĕшĕнче йĕркеленнĕ. Ун чухне Рязаньте пехота курсĕсем уçăлнă.
Вĕренỹ заведенийĕн училище, Сельцы сали çывăхĕнче вырнаçнă вĕренỹ центрĕ, авиаципе çар транспорчĕн эскадрильи тата Тĕп парашют клубĕ пур.
Училище территорийĕнче курсантсем валли казарма евĕр общежитисем, занятисем ирттерме вĕренỹ корпусĕсем, лабораторисем, тир, сывлăшпа десант хатĕрленĕвĕн комплексĕ, спорт тата тренажер залĕсем, стадион тата ытти те пур.
Хальхи вăхăтра кунта çар специальноçне виçĕ направленипе тата икĕ специализаципе вĕрентеççĕ. Кунта 17 çар кафедри тата тăватă гражданла кафедра ĕçлет, вĕренỹре теорипе практика тачă çыхăннă.
Училищĕре 40 ытла çĕршыври курсантсем пĕлỹ илеççĕ. ("Википеди" материалĕсем тăрăх).
Апрель 2024 |