Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Илнĕ укçашăн отчет пама вăхăт

Категория: Общество Опубликовано: 25.12.2020, 09:43 Просмотров: 522

Июнь уйăхĕнче республикăра пурăнакансене ырă хыпар савăнтарнăччĕ. Регион ертỹçи Олег Николаев уйрăм хушма хуçалăхсене пулăшас тĕллевпе субсиди пама йышăннăччĕ. Сăлтавĕ - сĕт хакĕ çуллахи тапхăрта йỹнĕ пулнинче. Кун пек пулăшăва фермер хуçалăхĕсемпе пысăк ялхуçалăх предприятийĕсем унчченех илнĕ ĕнтĕ. Хальччен уйрăм хушма хуçалăхсене кăна тимлĕх лекейменччĕ.

Июнь уйăхĕн вĕçĕнчен асăннă субсидие пама пуçларĕç. Пулăшу витĕмлĕ пулчĕ - çакна уйрăм хушма хуçалăх тытакан кашни çын туйрĕ. Субсиди виçине хуçалăхри сумалли ĕне шутне пăхса палăртрĕç. Енчен те харпăрлăхçăн сумалли пĕр ĕне-тĕк пулăшу виçи 2300 тенкĕпе танлашрĕ. Иккĕ пулсан кашни пуçне 3300 тенкĕ пачĕç, виççĕ тата ытларах-тăк - 4300 тенкĕшер. Асăннă пулăшăва регионти 35 пине яхăн уйрăм хушма хуçалăх тивĕçрĕ - пĕтĕмпе 156 миллион тенкĕлĕх. Палăртмалла, çак субсидие парассине Атăлçи федераци округĕнче икĕ регионта кăна пурнăçа кĕртнĕ: республикăра тата Тутарстанра.

Паллах, илнĕ укçашăн отчет туса памалла. Кун пирки пурне те малтанах асăрхаттарнă. ЧР ялхуçалăх министрĕн çумĕ Марина Загребаева пĕлтернĕ тăрăх, 2021 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕнен хуçалăхрах пулмалла - уншăн укçа илнĕ-çке. Апла мар-тăк укçана тавăрса памалла пулать! Отчетсене 2021 çулхи февралĕн 1-мĕшĕччен памалла. Документ ансат. Ăна ял тăрăхĕн администрацине тăратмалла. Отчет формине ЧР Ялхуçалăх министерствин сайтĕнчен илме пулать: http://agro.cap.ru/banneri/korova  Асăннă сайта кĕрсе "Субсидия гражданам на содержание коров" уйрăма кĕмелле. Текста уçсан ун вĕçĕнче хĕрлĕпе "представить отчет" тенине асăрхăр. Унпа кĕрсен таблица тухать: ăна тултармалла та. Ăна çавăнтах е хут çине кăларнă хыççăн тултарма пулать. Отчетра уйрăм хушма хуçалăх тытаканăн хăйĕн ятне, хушаматне, ашшĕ ятне кăтартмалла, 2021 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне хуçалăхра миçе ĕне пулнине, кăçал миçе ĕнешĕн субсиди илнине палăртмалла. Ял тăрăхĕн администрацийĕнче уйрăм хушма хуçалăх тытаканăн хуçалăх кĕнекинчи (похозяйственная книга) пайăр счетне паллă тăвĕç. Документа алă пусса çирĕплетмелле.

Асăннă тапхăрта хуçалăхри ĕне вилсе кайма та пултарать. Кун пек чухне мĕн тумалла-ха? Ĕнене ветеринари кăтартăвĕсемпе пустарма тивнĕ пулсан вырăнти ветслужбăран справка кирлĕ пулать. Справка тăратсан субсидие тавăрса памалла мар.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1