ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Ĕнер, декабрĕн 24-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пресс-конференци ирттерчĕ. Вăл 11 сехетре пуçланчĕ. Пресс-конференцие Чăваш Наци телекуравĕнче, наци радиовĕпе "Тăван радио" эфирĕсенче итлеме пулчĕ. Вăл икĕ сехет ытла тăсăлчĕ.
Республика Пуçлăхне панă ыйтусем тĕрлĕ енлĕ пулчĕç, Олег Николаев пурне те туллин хуравлама тăрăшрĕ.
2024 çулччен Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн программине пурнăçлама çулсерен республикăна пĕрер миллиард уйăрасси пирки каларĕ регион ертỹçи. Кăçал уйăрса панă укçапа республика правительстви пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене пулăшнă.
Олег Алексеевич республикăра пурăнакан çемьесене коронавирус алхаснă вăхăтра тĕрлĕ социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерни, ку ĕçе малалла та пурнăçлас шухăшлă пулни пирки асăнчĕ.
Олег Николаев республикăри демографи ыйтăвне çивĕччисен шутне кĕртет. Халăх шутне ỹстермелли майсем шырани пирки сăмах хускатрĕ.
Халăх республикăран ан тартăр тесе çăмăллăхлă ял ипотекине панине, вырăнти территорисене аталантарма тăрăшнине, ялсенче хăтлă пурăнма майсем тунине (вĕренỹ тата культура учрежденийĕсем хута янине) палăртрĕ.
Вырăнти влаç епле ĕçленине халăхăн хак памаллине çирĕплетрĕ Олег Алексеевич. Чăваш чĕлхи пирки те сăмах пычĕ. Республика ертỹçи тăван чĕлхемĕре малалла аталантарма, пурне те кулленех чăвашла калаçма чĕнсе каларĕ. Хăй чăвашлăх туйăмне мала хурса пур çĕрте те - радиопа, интернетра, тĕрлĕ мероприятисенче... - тăван чĕлхепе калаçма тăрăшнине палăртрĕ.
Вăрçă ачисене укçан пулăшма тытăнасси пирки те ыйту пулчĕ. Олег Николаев кăçал вăрçă ачисен статусне саккунпа çирĕплетнине, малашне вара сăмахпа кăна мар, укçа-тенкĕпе те пулăшма майсем шыранине, ку ыйту тимлĕхре пулнине пĕлтерчĕ.
Туризм пирки асăнсан Олег Николаев пирĕн республикăра туристсене илĕртме пултаракан вырăнсем чылаййине, анчах та вĕсене хитрелетмеллине, инфратытăм хатĕрлемеллине пĕлтерчĕ.
Хамăр корр.
Ноябрь 2024 |