Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Чыс-хисепе ĕçченлĕхпе çĕнсе илнĕ

Категория: Общество Опубликовано: 27.10.2017, 08:38 Просмотров: 1320

Click to enlarge image IMG_6495-1.jpg
Ĕçне кура хисепĕ тенĕ. Атнар ялĕнче çуралса ỹснĕ Илья Пономарев "Коминтерн" ЯХПК-ри ятлă-сумлă механизаторсенчен пĕри. 2014 çулта вăл "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Çак чыса Илья Николаевич ĕçченлĕхĕпе, тăрăшулăхĕпе çĕнсе илнĕ.

Мĕн ачаран ялта ỹснĕскер умри çул-йĕрне те унпах çыхăнтарнă. Атнарти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкултан вĕренсе тухсанах, 1984 çулта, вăл "Коминтерн" колхозра ĕçлеме пуçланă. Малтанах слесарьте, йĕтем çинче ĕçленĕ. Çав çулхи сентябрь уйăхĕнчен ăна урапаллă трактор шанса панă. Çулсем иртнĕ май çамрăк тракторист хуçалăхра нумай çул ĕçлекен механизаторсенчен вĕренсе пынă, çавăн пекех Шупашкарта комбайнерсен курсĕнчен вĕренсе килнĕ. Пысăк опытлă мехзанизатор хĕрỹ тапхăрта уй-хиртен кĕме те пĕлмест темелле. Çак кĕркуннехи ăмăрлă кун та вăл кукуруз уйĕнче выльăх апачĕ хатĕрлекен комбайнпа ĕçлетчĕ. Çĕнĕ йышши комбайна тикĕс тытса пыратчĕ.

Вырма вăхăтĕнче Илья Пономарев АГРОСС-530 тыр-пул пух-малли комбайнпа пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене вырать. Хĕллехи вăхăтра вара погрузчик кăкарнă МТЗ-82 тракторпа ĕçлет, выльăх-чĕрлĕх валли сенаж, утă-улăм тиесе парать. Юратнă ĕç уншăн - чун киленĕçĕ.

Ĕçтешĕсен шухăшĕ

Анатолий Николаевич КУРОПАТКИН, "Коминтерн" ЯХПК тĕп инженерĕ : - Илья Николаевич пирки лайăх енчен кăна калама пултаратăп. Вăл сăпайлă та ĕçчен, пысăк опытлă механизатор. Эпир унпа Атнар шкулĕнчен тракторпа çỹемелли правана пĕрле илсе тухрăмăр. Çавăнтанпах вăл çак хуçалăхра вăй хурать. Техникăна яланах юсавлă та типтерлĕ тытать. Илья Николаевич Атнар ял хĕрне качча илсе çемье çавăрчĕ, виçĕ хĕр çуратса ỹстерчĕç. Асли çемьеллĕ ĕнтĕ, иккĕмĕшĕ паян-ыран качча каймалла, виççĕмĕшĕ шкулта вĕренет. Мăшăрĕ Аля райпо лавккинче ĕçлет. Кĕскен каласан, Илья Николаевич - чăн-чăн ĕç çынни, пур ĕçе те яваплăха туйса пурнăçлать.

Тỹрĕ кăмăлпа 33 çул пĕр улшăнмасăр хуçалăхра ĕçлекен механизатор Илья Пономарев яланах пысăк ĕç кăтартăвĕсемпе палăрса тăрать. Механизаторсем хушшинче иртекен ĕç ăмăртăвĕсенче кашни çул тенĕ пекех çĕнтерỹçĕсен йышне кĕрет, акара та, вырмара та чемпион ятне тăтăшах тивĕçет. Çавна май "Коминтерн" ЯХПК дирекцийĕ, район администрацийĕ ăна парса чысланă Хисеп грамотисене шутласа кăларма та çук. ЧР Ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотисене те вăл темиçе хут та тивĕçнĕ.

А.ЗАМУТКИНА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5